Апостолсен ӗҫӗсем 16:1—40

  • Павел хӑйӗнпе пӗрле Тимофея илет (1—5)

  • Павел курӑнура Македони ҫыннине курать (6—10)

  • Филиппӑра Лидия христианка пулса тӑрать (11—15)

  • Павелпа Силӑна тӗрмене хупаҫҫӗ (16—24)

  • Тӗрме хуралҫипе унӑн кил-йышӗ шыва кӗреҫҫӗ (25—34)

  • Павел хула пуҫлӑхӗсем хӑйӗнчен каҫару ыйтасса кӗтет (35—40)

16  Павел малтан Дервие, унтан Листрӑна ҫитнӗ. Листрӑра Тимофей ятлӑ вӗренекен пурӑннӑ, унӑн амӑшӗ вӗренекен пулса тӑнӑ еврей хӗрарӑмӗ пулнӑ, ашшӗ грек пулнӑ.  Листрӑпа Иконири тӑвансем Тимофей ҫинчен ырласа калаҫнӑ.  Павел ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе каясшӑн пулнӑ, анчах малтан вӑл унӑн ӳтне кастарнӑ, мӗншӗн тесен ҫав вырӑнта пурӑнакан еврейсем пурте унӑн ашшӗ грек пулнине пӗлнӗ.  Вӗсем хуларан хулана ҫӳресе тӑвансене Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем тытса тӑма йышӑннӑ хушусене пӗлтернӗ.  Ҫапла вара пухусенчи тӑвансен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсе пынӑ, вӗсен шучӗ кунран-кун ӳссе пынӑ.  Вӗсем Фригипе Гала́ти урлӑ кайнӑ, мӗншӗн тесен святой сывлӑш вӗсене Туррӑн сӑмахне Азире* калама чарнӑ.  Унтан, Мисие ҫитсен, вӗсем Вифиние каясшӑн пулнӑ, анчах Иисус святой сывлӑш урлӑ вӗсене унта кайма паман.  Ҫавӑнпа вӗсем Ми́си урлӑ кайса Троадӑна ҫитнӗ.  Ҫӗрле Павела курӑну пулнӑ: ун умӗнче Македони ҫынни тӑнӑ, вӑл ӑна: «Македоние пырса пире пулӑшсам», — тесе ыйтнӑ. 10  Павел ҫак курӑнӑва курнӑ хыҫҫӑнах эпир Македоние кайма шут тытрӑмӑр, мӗншӗн тесен Турӑ пире унта ырӑ хыпар сарма чӗнсе илнине ӑнланса илтӗмӗр. 11  Ҫапла вара эпир карап ҫине лартӑмӑр та ниҫта чарӑнмасӑр Троадӑран Самофракие ҫитрӗмӗр, тепӗр кунне Неаполе* ҫитрӗмӗр. 12  Ҫав хуларан эпир Филиппӑна — Рим колонине тата Македонин ҫав пайӗнчи тӗп хулине — кайрӑмӑр. Унта темиҫе кун пурӑнтӑмӑр. 13  Шӑматкун хуларан тухса эпир юханшыв хӗррине кайрӑмӑр, унта кӗлӗ тумалли вырӑн пулмалла пуль терӗмӗр. Ҫавӑнта ҫитсен эпир унта пухӑннӑ хӗрарӑмсемпе ларса калаҫрӑмӑр. 14  Пире Турра пуҫҫапса пурӑнакан Ли́дия ятлӑ пӗр хӗрарӑм итлесе ларчӗ. Вӑл Фиати́р хулинчен пулнӑ, тӗксӗм хӗрлӗ пир* сутса пурӑннӑ. Иегова* унӑн чӗрине уҫрӗ те, вара вӑл Павел мӗн каланине йышӑнчӗ. 15  Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те шыва кӗрсен, вӑл ҫине тӑрсах: «Эсир ман пирки Иеговӑна* шанчӑклӑ тесе шутлатӑр пулсан, пырӑр та ман патра пурӑнӑр», — терӗ. Ҫапла вӑл пире ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех. 16  Пӗррехинче пире, эпир кӗлтумалли вырӑна кайнӑ чухне, демон ярса илнӗ пӗр хӗрарӑм тарҫӑ тӗл пулчӗ. Вӑл ҫав демон пулӑшнипе малашлӑхра мӗн пулассине каласа пама пултарнӑ, ҫакӑнпа вӑл хуҫисене чылай тупӑш кӳрсе тӑнӑ. 17  Павелпа пирӗн хыҫран ҫӳресе вӑл: «Ҫак ҫынсем — Ҫӳлти Туррӑн чурисем! Вӗсем сире ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ!» — тесе кӑшкӑрса пычӗ. 18  Вӑл нумай кун хушши ҫапла турӗ. Юлашкинчен ҫакӑ Павела йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Вӑл ҫаврӑнчӗ те усал сывлӑша каларӗ: «Иисус Христос ячӗпе хушатӑп сана: тух ун ӑшӗнчен!» Лешӗ вара тӳрех тухрӗ. 19  Ҫав хӗрарӑм тарҫӑн хуҫисем, тек тупӑш илме май ҫуккине ӑнланса илсен, Павелпа Силӑна ярса тытрӗҫ те халӑх пуҫтарӑнакан вырӑна* пуҫлӑхсем патне сӗтӗрсе кайрӗҫ. 20  Вӗсене хула пуҫлӑхӗсем* патне илсе пырса ҫапла каларӗҫ: «Ҫак ҫынсем хулари халӑха пӑлхатса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем еврейсем, 21  вӗсем пире, Рим ҫыннисене, йышӑнма та, тытса тӑма та юраман йӑласене вӗрентеҫҫӗ». 22  Халӑх та вӗсене хирӗҫ тӑчӗ. Вара хула пуҫлӑхӗсем вӗсен тумтирӗсене хывса илсе вӗсене хулӑпа хӗнеме хушрӗҫ. 23  Чылай хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсене тӗрмене хупрӗҫ, тӗрме хуралҫине вӗсене хытӑ сыхлама хушрӗҫ. 24  Ҫакӑн пек хушу илнӗрен тӗрме хуралҫи вӗсене тӗрмен шалти пӳлӗмне хупнӑ, урисене каска тӑхӑнтартса ҫапса лартнӑ. 25  Ҫур ҫӗр тӗлнелле Павелпа Си́ла кӗлтунӑ тата Турра мухтаса юрланӑ, тӗрмере ларакансем вара вӗсене итленӗ. 26  Сасартӑк ҫӗр питӗ хытӑ чӗтренсе кайнӑ та, тӗрме кисренсе илнӗ. Ҫав самантрах алӑксем пурте уҫӑлса кайнӑ, тӗрмере ларакансем ҫинчи сӑнчӑрсем салтӑнса ӳкнӗ. 27  Тӗрме хуралҫи вӑраннӑ та алӑксем яри уҫӑ пулнине курах кайнӑ. Вара вӑл, тӗрмере ларакансем пурте тухса тарнӑ пулӗ тесе, хӗҫне ярса тытнӑ та хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ. 28  Анчах Павел хыттӑн кӑшкӑрса ярса: «Хӑвна ху нимӗн те ан ту! Эпир пурте кунтах!» — тенӗ. 29  Тӗрме хуралҫи хӑйне ҫутаткӑҫсем пама хушнӑ, вара шала чупса кӗнӗ те, чӗтрекенскер, Павелпа Си́ла умне чӗркуҫленсе ларнӑ. 30  Вӑл вӗсене тӗрмерен илсе тухнӑ та: «Ырӑ ҫыннӑмсем, ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тумалла?» — тесе ыйтнӑ. 31  Вӗсем: «Иисус Ҫӳлхуҫана ӗнен, вара эсӗ хӑв та, санӑн кил-йышу та ҫӑлӑнӗ», — тенӗ. 32  Вара ӑна хӑйне те, унӑн килӗнчи пур ҫынна та Иеговӑн* сӑмахне пӗлтерме пуҫланӑ. 33  Ҫӗр варринчех тӗрме хуралҫи вӗсене хӑйпе пӗрле илсе кайса вӗсен суранӗсене ҫуса тасатнӑ. Унтан вӑл хӑй те, унӑн пӗтӗм кил-йышӗ те тӳрех шыва кӗнӗ. 34  Тӗрме хуралҫи вӗсене хӑйӗн килне илсе пырса вӗсем валли сӗтел хатӗрленӗ. Турра ӗненме пуҫланӑшӑн вӑл хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле савӑнмаллипех савӑннӑ. 35  Ирхине хула пуҫлӑхӗсем хӑйсен хуралҫисене тӗрме хуралҫи патне ярса: «Ҫав ҫынсене кӑларса яр», — теме хушнӑ. 36  Тӗрме хуралҫи Павела каланӑ: «Хула пуҫлӑхӗсем сире иксӗре те кӑларса яма хушрӗҫ. Эппин, тухӑр, чипер кайӑр». 37  Анчах та Павел ҫапла каланӑ: «Пире, Рим гражданӗсене, пӗтӗм халӑх умӗнче судсӑр-мӗнсӗр хулӑпа хӗнесе тӗрмене хупрӗҫ. Халӗ вара вӗсем пире вӑрттӑн кӑларса ярасшӑн-и? Ҫук, килччӗр те хӑйсемех пире кӑларччӑр!» 38  Хуралҫӑсем ҫак сӑмахсене хула пуҫлӑхӗсене кайса каласа панӑ. Лешсем вара Павелпа Си́ла Рим гражданӗсем пулнине пӗлсен хӑраса ӳкнӗ. 39  Хула пуҫлӑхӗсем пырса вӗсенчен каҫару ыйтнӑ, вара вӗсене тӗрмерен илсе тухнӑ та хуларан тухса кайма ыйтнӑ. 40  Анчах та тӗрмерен тухсан Павелпа Си́ла Ли́дия килне кайнӑ, унта тӑвансене курсан вӗсене хавхалантарнӑ та хуларан тухса кайнӑ.

Сноскӑсем

Словаре пӑхӑр.
Ку вӑл Эге́й тинӗсӗ хӗрринчи Греци хули.
Е «пурпур тӗслӗ пир». Тен, вӑл пурпур тӗслӗ тумтирпе ҫавӑн тӗслӗ сӑрӑ та сутнӑ.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пасар вырӑнне».
Е «магистратсем». Словаре пӑхӑр.