Иоанн 15:1—27

  • «Эпӗ — чӑн виноград авӑрӗ» (1—10)

  • Христос пекех юратма хушакан заповедь (11—17)

    • «Хӑйӗн тусӗсемшӗн пурнӑҫне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук» (13)

  • Тӗнче Иисусӑн вӗренекенӗсене кураймасть (18—27)

15  Эпӗ — чӑн виноград авӑрӗ, манӑн Атте вара — пахчаҫӑ.  Ҫимӗҫ паман кашни туратӑма вӑл касса пӑрахать, ҫимӗҫ параканнине вара, ҫимӗҫ тата нумайрах пултӑр тесе, тасатса тӑрать.  Эпӗ сире каланӑ сӑмаха пула эсир таса ӗнтӗ.  Манпа пӗрлӗхре пулӑр, вара эпӗ те сирӗнпе пӗрлӗхре пулӑп. Турат виноград авӑрӗ ҫинче пулмасан ҫимӗҫ параймасть. Ҫавӑн пекех эсир те манпа пӗрлӗхре пулмасан ҫимӗҫ параймастӑр.  Эпӗ — виноград авӑрӗ, эсир — турачӗсем. Кам манпа пӗрлӗхре тата эпӗ кампа пӗрлӗхре, ҫавӑ нумай ҫимӗҫ парать. Мансӑр вара эсир нимӗн те тӑваймастӑр.  Кам манпа пӗрлӗхре пулма пӑрахать, ҫавӑ кӑларса пӑрахнӑ, типсе кайнӑ турат пекех пулать. Кун пек туратсене пуҫтарса вута пӑрахаҫҫӗ те, вӗсем ҫунса каяҫҫӗ.  Эсир манпа пӗрлӗхре пулсан тата манӑн сӑмахсем сирӗн чӗрере пулсан, мӗн ыйтас килнине ыйтӑр та, сире ӑна парӗҫ.  Эсир нумай ҫимӗҫ парса тӑнипе тата манӑн вӗренекенсем пулнине ҫирӗплетсе панипе манӑн Атте мухтава тухать.  Атте мана юратнӑ пекех, эпӗ те сире юрататӑп. Эсир вара малалла та манӑн юратӑва тивӗҫлӗ пулма тӑрӑшӑр. 10  Эпӗ Аттен заповечӗсене тытса тӑтӑм, ҫавӑнпа вӑл нихӑҫан та мана юратма пӑрахмӗ. Ҫавӑн пекех эсир манӑн заповедьсене тытса тӑрсан, эпӗ те сире нихӑҫан та юратма пӑрахмӑп. 11  Ҫакна эпӗ сирӗн савӑнӑҫ манӑнни пекех пултӑр тесе тата сирӗн савӑнӑҫ тулли пултӑр тесе каларӑм. 12  Акӑ манӑн заповедь: эпӗ сире юратнӑ пекех, эсир те пӗр-пӗрне юратӑр. 13  Хӑйӗн тусӗсемшӗн пурнӑҫне параканӑн юратӑвӗнчен пысӑкрах юрату ҫук. 14  Эсир эпӗ мӗн хушнине тӑватӑр пулсан, манӑн туссем пулатӑр. 15  Халӗ ӗнтӗ эпӗ сире чурасем теместӗп, мӗншӗн тесен чура хӑйӗн хуҫи мӗн тунине пӗлмест. Эпӗ сире туссем тетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ сире хам Аттерен мӗн илтнине пурне те каласа патӑм. 16  Эсир мана суйласа илмен, эпӗ сире суйласа илтӗм. Эпӗ сире ҫимӗҫ кӳме тата ҫав ҫимӗҫ упранса юлтӑр тесе суйласа илтӗм. Вара эсир Аттерен ман ятпа кирек мӗн ыйтсан та, вӑл сире ҫавна парӗ. 17  Ҫакна эпӗ сирӗн пӗр-пӗрне юратмалла пултӑр тесе хушатӑп. 18  Тӗнче сире кураймасть пулсан, ҫакна пӗлсе тӑрӑр: сире курайми пуличчен вӑл мана курайми пулчӗ. 19  Эсир ҫак тӗнченӗн пулнӑ пулсан, тӗнче сире, эсир унӑн пулнӑран, юратнӑ пулӗччӗ. Анчах эсир тӗнченӗн мар, эпӗ сире тӗнчерен суйласа илтӗм, ҫавӑнпа тӗнче сире кураймасть. 20  Эпӗ хӑвӑра мӗн каланине асра тытӑр: чура хӑйӗн хуҫинчен аслӑрах мар. Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ. Манӑн сӑмаха тытса тӑчӗҫ пулсан, сирӗнне те тытса тӑрӗҫ. 21  Вӗсем ҫакна пурне те сире хирӗҫ манӑн ятшӑн тӑвӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем мана яракана пӗлмеҫҫӗ. 22  Эпӗ килмен пулсан, вӗсене каламан пулсан, вӗсем ҫылӑхсӑр пулнӑ пулӗччӗҫ. Халӗ вара вӗсем хӑйсен ҫылӑхне тӳрре кӑлараймӗҫ. 23  Кам мана кураймасть, ҫавӑ манӑн Аттене те кураймасть. 24  Эпӗ вӗсене никам туман ӗҫсене туса кӑтартман пулсан, вӗсем ҫылӑхсӑр пулнӑ пулӗччӗҫ. Анчах вӗсем мана* курчӗҫ, пурпӗрех мана та, манӑн Аттене те курайми пулчӗҫ. 25  Ҫакӑ вӗсен законӗнче „Вӗсем мана сӑлтавсӑрах курайми пулчӗҫ“ тесе ҫырни пурнӑҫлантӑр тесе пулса иртрӗ. 26  Эпӗ Атте патӗнчен пулӑшакана — Атте паракан чӑнлӑх сывлӑшне — ярсан, вӑл килӗ те ман ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗ. 27  Эсир те ман ҫинчен пӗлтерсе тӑракансем пулатӑр, мӗншӗн тесен эсир пуҫламӑшӗнченех манпа пӗрле пулнӑ.

Сноскӑсем

Е «манӑн ӗҫсене».