Лука 1:1—80

  • Феофила каланӑ сӑмахсем (1—4)

  • Гавриил Шыва кӗртекен Иоанн ҫураласси ҫинчен маларах калать (5—25)

  • Гавриил Иисус ҫураласси ҫинчен маларах калать (26—38)

  • Мария Елизаветӑна курма каять (39—45)

  • Мария Иеговӑна аслӑлать (46—56)

  • Иоанн ҫуралать; ӑна ят параҫҫӗ (57—66)

  • Захария пророкла калани (67—80)

1  Халӗ нумайӑшӗ эпир пӗлекен ӗҫсем ҫинчен ҫырма пуҫларӗҫ. Ҫаксем чӑннипех пулса иртни ҫинчен эпир пӗртте иккӗленместпӗр.  Вӗсем ҫинчен пире ҫак ӗҫсене хӑйсен куҫӗпе курнисем тата Туррӑн хыпарне чи малтанах пӗлтерекенсем каласа пачӗҫ.  Ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофи́л, ҫакна пуҫламӑшӗнченех пӗтӗмпех лайӑх тӗпчесе тухса ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса пама шутларӑм,  хӑвна мӗне вӗрентни чӑннипех те тӗрӗс пулнине санӑн тӗппипе пӗлсе ҫитмелле пултӑр терӗм.  И́род* Иудея патши пулнӑ чухне Заха́рия ятлӑ священник пурӑннӑ. Вӑл А́вия ушкӑнӗнчен пулнӑ. Унӑн арӑмӗ Ааро́н ӑрӑвӗнчен* тухнӑ, вӑл Елизавета ятлӑ пулнӑ.  Вӗсем иккӗшӗ те Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулнӑ, Иеговӑн* заповечӗсемпе законӗсене пурне те тӗп-тӗрӗс тытса пурӑннӑ.  Анчах та вӗсен ачасем пулман, мӗншӗн тесен Елизавета ача тӑвайман. Вӗсем иккӗшӗ те ватӑлса ҫитнӗ пулнӑ.  Пӗррехинче Заха́рия, хӑйӗн ушкӑнӗн черечӗ ҫитнипе, Турӑ умӗнче священник ӗҫне туса тӑнӑ.  Священниксен йӑлипе ӑна Иегова* храмӗн сӑваплӑ вырӑнне кӗрсе фимиам ҫунтарма суйласа илнӗ пулнӑ. 10  Вӑл фимиам ҫунтарнӑ чухне халӑх тулта кӗлтуса тӑнӑ. 11  Сасартӑк Захарийӑна Иеговӑн* ангелӗ курӑннӑ, вӑл фимиам ҫунтаракан парне вырӑнӗн сылтӑм енче тӑнӑ. 12  Ангела курсан Заха́рия ҫухалсах кайнӑ, вӑл хӑраса ӳкнӗ. 13  Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Заха́рия. Турӑ эсӗ йӑлӑнса кӗлтунине илтрӗ, санӑн арӑму Елизавета сана ывӑл ҫуратса парӗ. Эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн. 14  Эсӗ савӑнмаллипех савӑнӑн, вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ, 15  мӗншӗн тесен вӑл Иегова* умӗнче аслӑ пулӗ. Унӑн хӗрлӗ эрех те, эрех-сӑра таврашӗ те ӗҫмелле мар. Амӑшӗн варӗнче пулнӑ чухнех Турӑ ӑна хӑйӗн святой сывлӑшне парӗ. 16  Тата вӑл Израиль ҫыннисене нумайӑшне хӑйсен Иегова* Турри патне таврӑнма пулӑшӗ. 17  Вӑл Илия́ хастарлӑхӗпе* тата хӑвачӗпе Турӑ умӗн пырӗ те ашшӗсен чӗрине ачисенни пек тӑвӗ* тата итлемен ҫынсене тӳрӗ ҫынсем пек ӑслӑ пулма пулӑшӗ. Ҫапла вӑл халӑха Иегова* валли хатӗрлӗ». 18  Заха́рия ангела каланӑ: «Ҫакӑ мӗнле пулма пултартӑр? Эпӗ ватӑ вӗт, манӑн арӑм та ватӑлса ҫитнӗ». 19  Ангел ӑна каланӑ: «Эпӗ Гавриил, эпӗ Турӑ умӗнче тӑратӑп. Мана сан патна ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ. 20  Эпӗ калани хӑй вӑхӑтӗнче пурнӑҫланӗ, анчах ман сӑмахсене ӗненменшӗн эсӗ вӗсем пурнӑҫланиччен калаҫайми пулӑн». 21  Ҫав хушӑра халӑх Захарийӑна кӗтсе тӑнӑ, вӑл сӑваплӑ вырӑнта чылайччен тӑнинчен тӗлӗннӗ. 22  Унтан тухсан вӑл нимӗн те калама пултарайман, мӗншӗн тесен пачах калаҫайман. Вӑл аллисемпе кӑтарта-кӑтарта халӑха тем ӑнлантарма тӑрӑшнӑ, вара вӗсем вӑл сӑваплӑ вырӑнта темӗскер курнине ӑнланса илнӗ. 23  Храмра ӗҫлесе тӑмалли кунсем вӗҫленсен, вӑл килне кайнӑ. 24  Вӑхӑт иртсен, унӑн арӑмӗ Елизавета йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Вӑл пилӗк уйӑх хушши килтен тухса ҫӳремен. Вӑл ҫапла каланӑ: 25  «Акӑ мӗн турӗ Иегова* ман валли: ҫынсем хурланине ман ҫинчен сирсе ярас тесе вӑл ман ҫинчен аса илчӗ». 26  Елизаветӑн ҫие юлни ултӑ уйӑх ҫитсен, Турӑ Гавриил ангела Галилейӑри Назарет хулине 27  Давид ӑрӑвӗнчи Иосиф ятлӑ арҫын валли ҫураҫнӑ хӗр патне янӑ. Ҫав хӗр Мария ятлӑ пулнӑ. 28  Ун патне кӗрсен ангел ӑна саламланӑ та каланӑ: «Санпала Иегова*, эсӗ пысӑк чыса тивӗҫнӗ!» 29  Унӑн сӑмахӗсене илтсен Мария пӑлхансах кайнӑ. Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши тесе шухӑшлама пуҫланӑ. 30  Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Мария. Турӑ сана ырлать. 31  Эсӗ йывӑр ҫын пулса ывӑл ача ҫуратӑн, ӑна Иисус ятлӑ хурӑн. 32  Вӑл аслӑ пулӗ, ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тейӗҫ. Иегова* Турӑ ӑна унӑн ашшӗн, Давидӑн, престолне парӗ. 33  Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ». 34  Мария ангела каланӑ: «Ку мӗнле пулӗ-ши? Эпӗ арҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗмен вӗт». 35  Ангел ӑна каланӑ: «Сан ҫине святой сывлӑш анӗ, сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ, ҫавӑнпа эсӗ ҫуратакан ачана святой, Туррӑн Ывӑлӗ тейӗҫ. 36  Санӑн тӑвану Елизавета та, ватӑ пулин те, ывӑл ача ҫуратӗ. Ун ҫинчен ача тӑвайманскер тесе калатчӗҫ пулсан та, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ. 37  Мӗншӗн тесен Турӑ пурнӑҫлама пултарайманни нимӗн те ҫук*». 38  Вара Мария каланӑ: «Эпӗ Иеговӑн* чури! Эсӗ каланӑ пек пултӑр мана». Вара ангел ун патӗнчен кайнӑ. 39  Ҫав кунсенче Мария Иудейӑри сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ хулана васкаса тухса кайнӑ. 40  Заха́рийӑн килне кӗрсен вӑл Елизаветӑна сывлӑх суннӑ. 41  Мария сывлӑх суннине илтсен Елизаветӑн варӗнчи ачи тапкалашса илнӗ, вара святой сывлӑш хавхалантарнипе 42  Елизавета хытӑ сасӑпа каланӑ: «Турӑ сана пур хӗрарӑмран та ытларах пиллерӗ, вӑл сан варунти ачана та пиллерӗ! 43  Ман пата манӑн Ҫӳлхуҫан амӑшӗ килчӗ! Мӗн тери пысӑк чыс! 44  Эсӗ мана сывлӑх суннине илтсенех манӑн варӑмри ача тапкалашса илчӗ. 45  Ӗненнӗшӗн эсӗ телейлӗ, мӗншӗн тесен Иегова* хӑвна каланӑ сӑмахсем пурте пурнӑҫланӗҫ». 46  Вара Мария ҫапла каланӑ: «Манӑн чунӑм Иеговӑна* аслӑлать, 47  манӑн чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать, 48  мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн чурине, ахаль ҫынна, асӑрхарӗ. Малашне пур ӑру та мана телейлӗ тейӗ, 49  мӗншӗн тесен хӑватлӑ Турӑ маншӑн тӗлӗнмелле ӗҫ турӗ. Унӑн ячӗ сӑваплӑ. 50  Хӑйӗнчен хӑракансене* вӑл ӑруран ӑрӑва хӗрхеннине кӑтартса тӑрать. 51  Вӑл хӑйӗн аллипе хӑватлӑ ӗҫсем турӗ, мӑнкӑмӑллисене салатса ячӗ. 52  Вӑл вӑйлисене престолӗсем ҫинчен сирпӗтсе антарчӗ, ахаль ҫынсене асла кӑларчӗ. 53  Вӑл выҫӑхнисене тӑрантарчӗ, пуяннисене пуш алӑпах ячӗ. 54  Ӗмӗрех хӗрхенме сӑмах панине асра тытса вӑл Израиле, хӑйӗн ӗҫлекенне, пулӑшма килчӗ. 55  Ҫапла вӑл, пирӗн мӑн асаттесене каланӑ пек, Авраампа унӑн тӑхӑмне ӗмӗрех хӗрхеннине кӑтартрӗ». 56  Мария Елизавета патӗнче виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑнсан килне таврӑннӑ. 57  Вӑхӑт ҫитсен, Елизавета ывӑл ача ҫуратнӑ. 58  Унӑн кӳршисемпе тӑванӗсем Иегова* ӑна ҫав тери хӗрхенни ҫинчен илтнӗ те унпа пӗрле савӑннӑ. 59  Саккӑрмӗш кунне ачан ӳтне касма пырсассӑн вӗсем ӑна ашшӗ ячӗпе Заха́рия ятлӑ хурасшӑн пулнӑ. 60  Анчах ача амӑшӗ ҫакна хирӗҫ: «Ҫук! Вӑл Иоанн ятлӑ пулать», — тесе каланӑ. 61  «Санӑн тӑванусем хушшинче ун пек ятли никам та ҫук-ҫке», — тенӗ вӗсем. 62  Унтан вӗсем, аллисемпе кӑтарта-кӑтарта, ывӑлне мӗнле ят хурас килнине ашшӗнчен ыйтнӑ. 63  Заха́рия хӑма татӑкӗ ыйтса илнӗ те: «Унӑн ячӗ — Иоанн», — тесе ҫырса хунӑ. Ҫакӑнтан пурте тӗлӗннӗ. 64  Ҫав самантрах унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ уҫӑлнӑ та, вӑл калаҫма тата Турра мухтама пуҫланӑ. 65  Вӗсен таврашӗнче пурӑнакансем пурте хӑраса ӳкнӗ. Мӗн пулса иртни ҫинчен сӑртлӑ-туллӑ Иудейӑра пур ҫӗрте те калаҫнӑ. 66  Ҫак хыпара илтнисем пурте мӗн илтнине хӑйсен чӗрине хывнӑ та: «Ку ача кам пулӗ-ши?» — тенӗ, мӗншӗн тесен унпа пӗрле Иегова* пулни паллӑ пулнӑ. 67  Иоанӑн ашшӗ Заха́рия святой сывлӑш хавхалантарнипе пророкла калама пуҫланӑ: 68  «Иеговӑна*, Израиль Туррине, мухтав пултӑр! Вӑл хӑйӗн халӑхӗ ҫинчен аса илчӗ, ӑна хӑтарчӗ. 69  Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗн, Давидӑн, йӑхӗнчен пире хӑватлӑ ҫӑлакана пачӗ*. 70  Вӑл хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ каланӑ пек, 71  пире хамӑр тӑшмансенчен тата хамӑра курайман ҫынсенчен пуринчен те ҫӑлса хӑварӗ. 72  Вӑл пирӗн мӑн асаттесене панӑ сӑмаха пурнӑҫласа пире хӗрхенӗ, вӑл хӑйӗн сӑваплӑ килӗшӗвӗ ҫинчен, 73  пирӗн мӑн асаттене Авраама тупа туни ҫинчен, аса илӗ. 74  Хӑй тупа тунӑ тӑрӑх, пире тӑшмансенчен хӑтарсан, вӑл пире хӑйӗншӗн пӗр хӑрамасӑр ӗҫлесе тӑма май парса чыс тӑвӗ, 75  пире хамӑр пурнӑҫ тӑршшӗпех хӑйӗншӗн чунтан парӑнса тата пӗр айӑпсӑр пулса ӗҫлемелле тӑвӗ. 76  Сана вара, ывӑлӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Иегова* валли ҫул хатӗрлеме ун умӗн пырӑн, 77  Турӑ хӑйӗн халӑхӗн ҫылӑхӗсене каҫарнине пула вӗсене ҫӑласси ҫинчен хыпар пӗлтерӗн. 78  Пирӗн Турӑ ҫаксене пурне те питӗ хытӑ хӗрхеннӗрен тӑвӗ. Унӑн хӗрхенӗвӗ пирӗншӗн ҫутӑлса килекен шурӑмпуҫ ҫути пек пулӗ. 79  Ҫапла майпа вӑл тӗттӗмлӗхре тата вилӗм ӗмӗлки айӗнче ларакансене ҫутӑ парӗ тата пире мир ҫулӗ ҫине тӑратӗ». 80  Ача ӳснӗ, Турӑ сывлӑшне пула вӑйлӑ пулса тӑнӑ. Израиль халӑхӗ патне киличчен вӑл пушхирте пурӑннӑ.

Сноскӑсем

Ку вӑл I Аслӑ И́род.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «Ааро́н хӗрӗсенчен пӗри пулнӑ».
Е «сывлӑшӗпе».
Е «ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ».
Е «Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурнӑҫланмасӑр юлмасть».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «пире валли ҫӑлӑнӑҫ мӑйракине ҫӗклерӗ».