Лука 6:1—49
-
Иисус — шӑматкун Хуҫи (1—5)
-
Иисус алли хӑрнӑ ҫынна сыватать (6—11)
-
12 апостол (12—16)
-
Иисус вӗрентет тата сыватать (17—19)
-
Телейлисем тата кама хуйхӑ пулать, ҫавсем (20—26)
-
Тӑшмансене юратӑр (27—36)
-
«Суд тума пӑрахӑр» (37—42)
-
«Йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ» (43—45)
-
Чул хысакӗ ҫинче туса лартнӑ ҫурт тата никӗс хумасӑрах туса лартнӑ ҫурт (46—49)
6 Пӗррехинче Иисус тырӑ пуссипе утса пынӑ. Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе, ывӑҫ тупанӗ ҫинче сӑтӑрса тыррине ҫиме пуҫланӑ.
2 Ҫакна курсан фарисейсенчен хӑшӗ-пӗрисем каланӑ: «Мӗншӗн эсир шӑматкун тума юраманнине тӑватӑр?»
3 Иисус вӗсене хуравланӑ: «Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем выҫса ҫитнӗ чухне вӑл мӗн туни ҫинчен эсир нихӑҫан та вуламан-им?
4 Вӑл Турӑ ҫуртне кӗнӗ те, ӑна сӑваплӑ ҫӑкӑра* панӑ. Ҫав ҫӑкӑра священниксемсӗр пуҫне никамӑн та ҫиме юраман пулин те, вӑл хӑй те ҫинӗ, хӑйӗнпе пулнӑ ҫынсене те панӑ».
5 Унтан вӑл вӗсене каланӑ: «Этем Ывӑлӗ — шӑматкун Хуҫи».
6 Тепӗр шӑматкун вӑл синагогӑна кӗнӗ те вӗрентме пуҫланӑ. Унта сылтӑм алли хӑрнӑ* ҫын пулнӑ.
7 Иисус шӑматкун сыватмӗ-ши тесе фарисейсемпе закон вӗрентӳҫисем ӑна айӑплас шухӑшпа тимлӗн сӑнаса тӑнӑ.
8 Вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе Иисус хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна: «Варрине тухса тӑр», — тенӗ. Вара лешӗ тухса тӑнӑ.
9 Унтан Иисус вӗсене каланӑ: «Сирӗнтен ыйтам-ха: закон тӑрӑх шӑматкун ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? Ҫын пурнӑҫне ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?»
10 Вӑл пурин ҫине пӑхса илнӗ те ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс». Лешӗ тӑснӑ та унӑн алли тӳрленнӗ.
11 Вӗсем вара урса кайнипе хӑйсем хушшинче: «Ку Иисуса мӗн тӑвар-ши?» — тесе калаҫнӑ.
12 Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ, унта вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ.
13 Тул ҫутӑлсан, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе вӗсенчен вуниккӗшне суйласа илнӗ, вӗсене апостолсем тесе ят панӑ.
14 Вӗсем ҫаксем: Си́мон (Иисус ӑна Пётр тесе те ят панӑ), унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломе́й,
15 Матфей, Фома́, Алфе́й ывӑлӗ Иаков, Си́мон (ӑна «хастарлӑскер» тесе чӗннӗ),
16 Иаков ывӑлӗ Иуда тата кайран сутӑнчӑк пулса тӑнӑ Иуда Искарио́т.
17 Иисус вӗсемпе ту ҫинчен ансан тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ. Унта унӑн вӗренекенӗсем те нумаййӑн пулнӑ тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидо́н таврашӗнчен те нумай халӑх пуҫтарӑннӑ. Вӗсем вӑл вӗрентнине итлеме тата хӑйсен чирӗсенчен сывалма пынӑ.
18 Вӑл усал сывлӑш ернипе асапланакансене те сыватнӑ.
19 Пурте ӑна сӗртӗнме тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесен унран тухакан хӑват пурне те сыватнӑ.
20 Хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине пӑхса Иисус ҫапла калама пуҫланӑ:
— Чухӑнсем, эсир телейлӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Патшалӑхӗ — сирӗн.
21 Халӗ выҫӑхса пурӑнакансем, эсир телейлӗ, мӗншӗн тесен эсир тӑранӑр.
Халӗ макӑракансем, эсир телейлӗ, мӗншӗн тесен эсир кулӑр.
22 Этем Ывӑлӗшӗн ҫынсем сире курайми пулсан, хӑваласа кӑларса ярсан, хурласан, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарсан, эсир телейлӗ.
23 Ҫав кун савӑнӑр, хӗпӗртӗр, мӗншӗн тесен сире тӳпере пысӑк награда пулӗ. Вӗсен мӑн аслашшӗсем те пророксене ҫаплах хӗсӗрленӗ.
24 Пуянсем, сире вара хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр савӑнӑҫа* туллин илтӗр ӗнтӗ.
25 Халӗ тутӑскерсем, хуйхӑ пулӗ сире, мӗншӗн тесен эсир выҫӑпа аптрӑр.
Халӗ кулакансем, сире хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен эсир хуйхӑрса макӑрӑр.
26 Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсан, сире хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсен мӑн аслашшӗсем те суя пророксене ҫаплах мухтанӑ.
27 Сире вара, итлесе тӑракансене, калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшмансене юратӑр, хӑвӑра курайманнисене ырӑ тӑвӑр,
28 хӑвӑра ылханакансене пиллӗр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн кӗлтӑвӑр.
29 Кам сана пӗр питҫӑмартинчен ҫапать, ун енне теприне те ҫавӑрса пар. Кам санран ҫиелти тумтире туртса илет, эсӗ ӑна аялтине те илме ан чар.
30 Хӑвӑнтан ыйтакана кирек кама та пар. Ҫын санран мӗн те пулин илнӗ пулсан, ҫавна каялла пама ан ыйт.
31 Хӑвӑршӑн ҫынсене мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр.
32 Хӑвӑра юратакансене ҫеҫ юрататӑр пулсан, ҫавӑншӑн сире мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлӑ ҫынсем те хӑйсене юратакансене юратаҫҫӗ.
33 Хӑвӑра ырӑ тӑвакансене ҫеҫ ырӑ тӑватӑр пулсан, ҫавӑншӑн сире мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлӑ ҫынсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ.
34 Ҫавӑн пекех, кивҫен панӑ чухне* эсир ӑна каялла тавӑрса пама пултаракан ҫынна ҫеҫ паратӑр пулсан, ҫавӑншӑн сире мӗн мухтамалли пур? Ҫылӑхлӑ ҫынсем те, хӑйсем мӗн чухлӗ панӑ, ҫавӑн чухлех каялла илессе шанса, ҫылӑхлисене кивҫен параҫҫӗ.
35 Эсир вара хӑвӑр тӑшмансене юратӑр, ырӑ тӑвӑр, каялла тавӑрса парасса кӗтмесӗрех кивҫен парӑр. Вара сире пысӑк награда пулӗ, эсир Ҫӳлти Туррӑн ывӑлӗсем пулӑр, мӗншӗн тесен вӑл пархатарсӑр та усал ҫынсемшӗн те ырӑ.
36 Сирӗн Аҫӑр хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑ пекех, эсир те хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр.
37 Унсӑр пуҫне, суд тума пӑрахӑр, вара хӑвӑра та суд тумӗҫ. Айӑплама пӑрахӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ. Каҫарӑр, вара хӑвӑра та каҫарӗҫ.
38 Парӑр, вара хӑвӑра та парӗҫ: сире кӗпе арки ҫине тулли виҫепе виҫсе, силлесе, пусса, тӳпелесе тултарса парӗҫ. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ.
39 Унтан вӑл вӗсене тӗслӗхсем каласа панӑ: «Суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳреме пултарать-и? Вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкмӗҫ-и?
40 Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, анчах та кама вӗрентсе ҫитернӗ, ҫавӑ вӗрентекенӗ пек пулса тӑрӗ.
41 Мӗншӗн эсӗ тӑвану куҫӗнчи улӑм пӗрчине* куратӑн, хӑвӑн куҫунти пӗренене вара асӑрхамастӑн?
42 Хӑвӑн куҫунти пӗренене курман ҫӗртенех мӗнле-ха эсӗ тӑванна: „Тӑванӑм, сан куҫунти улӑм пӗрчине кӑларам-ха“, — тесе калама пултаратӑн? Икӗпитлӗскер! Малтан хӑвӑн куҫунти пӗренене кӑлар, вара тӑванун куҫӗнчи улӑм пӗрчине мӗнле кӑлармаллине курӑн.
43 Лайӑх йывӑҫ начар ҫимӗҫ памасть, начар йывӑҫ та лайӑх ҫимӗҫ памасть.
44 Кашни йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, йӗплӗ ӳсентӑран ҫинчен инжир е виноград пуҫтармаҫҫӗ.
45 Ырӑ ҫын хӑйӗн чӗринче ыррине упранӑран унран ырри тухать, усал ҫын хӑйӗн чӗринче усаллине упранӑран унран усалли тухать. Мӗншӗн тесен ҫыннӑн чӗри мӗнпе тулнӑ, вӑл ҫавӑн ҫинчен калаҫать.
46 Мӗншӗн эсир мана: „Ҫӳлхуҫа! Ҫӳлхуҫа!“ — тесе чӗнетӗр, хӑвӑр вара эпӗ каланине тумастӑр?
47 Ман пата килекен, ман сӑмахсене итлекен, вӗсене пурнӑҫлакан кашни ҫын кам евӗрлине каласа парам-ха сире.
48 Вӑл тарӑн чавса, никӗсне чул хысакӗ ҫине хурса ҫурт лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Шыв илме пуҫласан, юханшыв шывӗсем ҫав ҫурта пырса ҫапнӑ, анчах ӑна хускатайман, мӗншӗн тесен ӑна ҫирӗп туса лартнӑ пулнӑ.
49 Ман сӑмахсене итлесе вӗсене пурнӑҫламан ҫын — никӗс хумасӑрах ҫуртне ҫӗр ҫине лартнӑ ҫын евӗрлӗ. Юханшыв шывӗсем пырса ҫапсан, ҫав ҫурт тӳрех йӑтӑнса аннӑ, ишӗлчӗк ҫеҫ тӑрса юлнӑ».
Сноскӑсем
^ Е «Турӑ умне хумалли ҫӑкӑра».
^ Е «типнӗ; аллине паралич ҫапнӑ».
^ Е «йӑпатӑва».
^ Урӑхла каласан, процентсӑр кивҫен панӑ чухне.
^ Е «ҫӳппе».