Ӳлӗмхи 21:1—27

  • Ҫӗнӗ тӳпе тата ҫӗнӗ ҫӗр (1—8)

    • Текех вилӗм пулмӗ (4)

    • Пӗтӗмпех ҫӗнӗ туни (5)

  • Ҫӗнӗ Иерусалима сӑнласа пани (9—27)

21  Эпӗ ҫӗнӗ тӳпе тата ҫӗнӗ ҫӗр куртӑм, мӗншӗн тесен малтанхи тӳпепе малтанхи ҫӗр пӗтрӗҫ, тинӗс те урӑх ҫук.  Тата эпӗ тӳперен Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ хулана, Ҫӗнӗ Иерусалима, куртӑм. Вӑл пулас упӑшкипе тӗл пулма хатӗрленнӗ, илемлӗ тумланнӑ ҫураҫнӑ хӗр пекчӗ.  Унтан эпӗ престол патӗнчен тухакан хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: «Туррӑн чатӑрӗ — ҫынсем хушшинче, Турӑ вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ. Вӗсем унӑн халӑхӗ пулӗҫ, вӑл вӗсемпе пӗрле пулӗ.  Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ. Текех ӗнтӗ вилӗм те, хуйхӑ та, йӗни-макӑрни те, ыратни те пулмӗ. Унчченхи пӗтӗмпех иртсе кайрӗ».  Престол ҫинче лараканӗ ҫапла каларӗ: «Акӑ эпӗ пӗтӗмпех ҫӗнӗ тӑватӑп!» Тата вӑл: «Ҫырса хур, ҫак сӑмахсем шанӑҫа тивӗҫлӗ тата чӑн», — терӗ.  Унтан вӑл мана ҫапла каларӗ: «Вӗсем пурнӑҫланчӗҫ! Эпӗ А́льфа тата Оме́га*, пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ. Камӑн ӑшӗ хыпнӑ, ҫавна эпӗ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗнчен юхса тӑракан шыва ахалех ӗҫме парӑп.  Ҫӗнтерекен ҫакна пурне те илӗ*. Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл манӑн ывӑлӑм пулӗ.  Анчах хӑравҫӑсене, ӗненменнисене, йӗрӗнтерекен те таса мар ӗҫсем тӑвакансене, ҫын вӗлерекенсене, аскӑнланса пурӑнакансене*, асамлакан-тухатлакан ҫынсене, йӗрӗхсене пуҫҫапакансене тата суеҫӗсене кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле пӑрахӗҫ. Ку иккӗмӗш вилӗме пӗлтерет».  Юлашки ҫичӗ асаппа тултарнӑ ҫичӗ чашӑка тытса тӑракан ҫичӗ ангелтан пӗри пычӗ те мана каларӗ: «Айта, эпӗ сана ҫураҫнӑ хӗре, Путекӗн пулас арӑмне, кӑтартӑп». 10  Вара вӑл мана святой сывлӑш хӑвачӗпе пысӑк та ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайрӗ те тӳперен Турӑ патӗнчен анакан сӑваплӑ хулана, Иерусалима, кӑтартрӗ. 11  Ҫав хула Туррӑн мухтавлӑхӗпе ҫиҫсе тӑратчӗ. Унӑн ҫути хаклӑ йышши чулӑн ҫути пекчӗ, хрусталь пек таса яшма чулӗн ҫути пекчӗ. 12  Хула тавра 12 хапхаллӑ пысӑк та ҫӳллӗ хӳме пурччӗ, хапхисем умӗнче 12 ангел тӑратчӗ. Хапхисем ҫине Израилӗн 12 йӑхӗн ячӗсене ҫырнӑччӗ. 13  Виҫӗ хапхи — тухӑҫ енчеччӗ, виҫӗ хапхи — ҫурҫӗр енчеччӗ, виҫӗ хапхи — кӑнтӑр енчеччӗ, тепӗр виҫӗ хапхи анӑҫ енчеччӗ. 14  Хула хӳмин никӗсне 12 чул хунӑччӗ. Ҫав чулсем ҫинче Путекӗн 12 апостолӗн ячӗсене ҫырнӑччӗ. 15  Манпа калаҫаканӗ хулана, унӑн хапхисемпе хӳмине виҫме ылтӑн патак* тытнӑччӗ. 16  Хула тӑваткалччӗ: унӑн тӑршшӗпе сарлакӑшӗ пӗрехчӗ. Вӑл хулана патакпа виҫсе тухрӗ те — 12 000 ста́ди* пулчӗ; унӑн тӑршшӗ, сарлакӑшӗ тата ҫӳллӗшӗ пӗрехчӗ. 17  Ангел ҫынсем усӑ куракан виҫепе усӑ курса хӳмене виҫсе тухрӗ те, унӑн ҫӳллӗшӗ 144 чике* пулчӗ. 18  Хула хӳмине яшмӑран тунӑччӗ, хулана вара витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнран тунӑччӗ. 19  Хула хӳмин никӗсне тӗрлӗ хаклӑ йышши чулпа илемлетнӗччӗ. Никӗсӗн пӗрремӗш чулӗ — яшма*, иккӗмӗшӗ — сапфир, виҫҫӗмӗшӗ — халцедо́н, тӑваттӑмӗшӗ — изумруд, 20  пиллӗкмӗшӗ — сардони́кс, улттӑмӗшӗ — сердоли́к, ҫиччӗмӗшӗ — хризоли́т, саккӑрмӗшӗ — бери́лл, тӑххӑрмӗшӗ — топа́з, вуннӑмӗшӗ — хризопра́з, вунпӗрмӗшӗ — гиаци́нт, вуниккӗмӗшӗ — аметист. 21  12 хапха — 12 ӗнчӗ. Кашни хапхине пӗр ӗнчӗрен тунӑччӗ. Хулан тӗп урамӗ — витӗр курӑнакан кӗленче пек таса ылтӑнранччӗ. 22  Эпӗ хулара храм курмарӑм, мӗншӗн тесен унӑн храмӗ — Пурне те Тума Пултаракан Иегова* Турӑ тата Путек. 23  Хулана ҫутатма хӗвел ҫути те, уйӑх ҫути те кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ мухтавлӑхӗ ҫутатса тӑрать тата унӑн ҫутаткӑҫӗ — Путек. 24  Ун ҫутинче халӑхсем ҫӳрӗҫ, ҫӗр ҫинчи патшасем ӑна мухтава кӑларӗҫ. 25  Хула хапхисене кӑнтӑрла питӗрмӗҫ, каҫ вара унта пулмасть. 26  Унта халӑхсен мухтавӗпе чысне илсе пырӗҫ. 27  Ҫав хулана ирсӗрленни нимӗн те кӗреймӗ, унта йӗрӗнтерекен тата ултавлӑ ӗҫсене тӑвакансем те кӗреймӗҫ. Унта Путекӗн пурнӑҫ чӗркемӗ ҫине ҫырса хунисем кӑна кӗрӗҫ.

Сноскӑсем

Ҫаксем грек алфавитӗнчи пӗрремӗш тата юлашки саспаллисем.
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «еткерлӗхе илӗ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑмӑш».
2 220 ҫухрӑм. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
64 м яхӑн. Ӑ14-мӗш приложение пӑхӑр.
Ҫакӑ тӗрлӗ тӗслӗ, витӗр курӑнакан чул пулмалла. Хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑ алмаза пӗлтерет тесе шутлаҫҫӗ.