Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | АНГЕЛСЕМ. ВӖСЕМ ЧӐНАХ ТА ПУР-И?

Ангелсем сире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

Ангелсем сире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

Шанчӑклӑ ангелсем ҫӗр ҫинче мӗн пулса пынине питӗ тимлӗ сӑнаса тӑраҫҫӗ тата Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ. Турӑ ҫӗре пултарнӑ чухне ангелсем «хӗпӗртесе тӑнӑ» тата «савӑнӑҫлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ» (Иов 38:4, 6, 7). Истори тӑршшӗпех ангелсем Библири пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланассине пӗлесшӗн ҫуннӑ (1 Петр 1:11, 12).

Библире каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр чухне Турӑ хушнипе ангелсем унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене хӳтӗленӗ (Псалом 33:8). Акӑ темиҫе тӗслӗх.

  •  Иегова аскӑнланса кайнӑ Содомпа Гоморра хулисене тӗп тума шут тытсан ангелсем тӳрӗ ҫынна, Лота, тата унӑн ҫемйине ҫӑлӑнма пулӑшнӑ (Пултарни 19:1, 15—26).

  •  Авалхи Вавилонра виҫӗ ҫамрӑк еврее вут-ҫулӑмпа ҫунакан кӑмакана пӑрахсан Турӑ хӑйӗн ангелне ярса хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫӑлнӑ (Даниил 3:19—23, 91—95).

  •  Тӳрӗ ҫын Даниил ҫӗр шӑтӑкӗнче выҫӑ арӑслансемпе ҫӗр каҫсан хӑй мӗншӗн чӗрӗ юлнине ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Туррӑм Хӑйӗн Ангелне ячӗ те арӑслансен ҫӑварне хупласа хучӗ» (Даниил 6:16, 22).

Истори тӑршшӗпех ангелсем Турра шанчӑклӑ ҫынсене пулӑшса тӑнӑ

АНГЕЛСЕМ ПӖРРЕМӖШ ӖМӖРТЕ ПУРӐННӐ ХРИСТИАНСЕНЕ ПУЛӐШНӐ

Хӑш-пӗр чухне Туррӑн ангелӗсем вӑл мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫа кӗртес тесе пӗрремӗш христиансен пухӑвӗ ҫине витӗм кӳрсе тӑнӑ. Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

  •  Ангел тӗрме алӑкне уҫса апостолсене ирӗке кӑларнӑ та ырӑ хыпара храмра малалла та калама хушнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 5:17—21).

  •  Ангел Филипп ятлӑ хыпарҫӑна Иерусалимран Газӑна каякан ҫул ҫине, ҫын ҫӳресех кайман ҫул ҫине, кай та Эфиопи ҫыннине, Иерусалима Турра пуҫҫапма ҫӳрекене, ырӑ хыпар пӗлтер тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 8:26—33).

  •  Еврей мар ҫынсен христиансем пулса тӑма Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑт ҫитсен ангел Корнилие, Рим ҫарӗнчи ҫӗр ҫын пуҫлӑхне, курӑнура курӑннӑ та Петр апостола хӑйӗн килне чӗнме хушнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 10:3—5).

  •  Петр апостол тӗрмене лексен ангел ун патне пынӑ та ӑна ирӗке кӑларнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 12:1—11).

АНГЕЛСЕМ СИРЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

Авалхи вӑхӑтра Турӑ ангелсемпе усӑ курса ҫынсене тӗлӗнмелле майпа пулӑшнӑ, халӗ вара вӑл ҫавна тунине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем ҫук. Ҫапах та пирӗн вӑхӑт пирки Иисус Христос ҫапла каланӑ: «Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ» (Матфей 24:14, ҪХ). Христосӑн вӗренекенӗсем ҫак ӗҫе ангелсемпе пӗрле туса тӑнине эсир пӗлетӗр-и?

Ангелсем Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарма пулӑшаҫҫӗ

Ӳлӗмхине кӗнекере ангелсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ҫынсене Иегова Турӑ ҫинчен тата вӑл этемлӗх валли мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлме хастаррӑн пулӑшӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Иоанн апостол ҫырнӑ: «Эпӗ тӳпе варрипе вӗҫсе пыракан тепӗр ангела куртӑм; унӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене — пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те — Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ӗмӗрлӗх Евангели пурччӗ. Вӑл хыттӑн каларӗ: Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтавлӑр: Унӑн сут тӑвас вӑхӑчӗ ҫитрӗ; тӳпепе ҫӗре, тинӗспе ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр, терӗ» (Ӳлӗмхине 14:6, 7). Ангелсем Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарма пулӑшса тӑнине паянхи вӑхӑтра нумай тӗслӗх кӑтартса парать. Пӗр ҫылӑхлӑ ҫын ӳкӗнсен тата Турӑ патне таврӑнсан ангелсем питӗ савӑнаҫҫӗ (Лука 15:10).

Ырӑ хыпар сарас ӗҫ вӗҫленсен мӗн пулса иртӗ? Ангелсенчен тӑракан «ҫӳлти ҫарсем» Иисус Христоспа — «патшасенӗн Патшипе» — пӗрле Армагеддонра, «Пурне те Тытса Тӑракан Туррӑн аслӑ кунӗнчи вӑрҫӑра», ҫапӑҫӗҫ (Ӳлӗмхине 16:14—16; 19:14—16). Иисус Ҫӳлхуҫа «Ырӑ Хыпара пӑхӑнманнисене... тавӑрмаллипех» тавӑрнӑ чухне хӑватлӑ ангелсем Туррӑн приговорне пурнӑҫа кӗртекенсем пулӗҫ (2 Фессалоника 1:7, 8).

Ангелсем пирӗнпе кашнинпе интересленни пирки пӗртте ан иккӗленӗр. Вӗсем Турӑшӑн ӗҫлес текен ҫынсен ырӑлӑхӗшӗн питӗ тӑрӑшаҫҫӗ. Иегова пӗрре анчах мар ҫӗр ҫинчи хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ангелсем урлӑ ҫирӗплетнӗ тата хӳтӗленӗ (Еврейсем 1:14).

Хальхи вӑхӑтра хӑватлӑ ангелсем пулӑшса тӑнипе пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе саракан ырӑ хыпара эсир йышӑнӑр-ши? Ҫак ыйту ҫине кашни ҫыннӑн хуравламалла. Иегова Свидетелӗсем сире ҫак ырӑ хыпар ҫинчен ытларах пӗлме хаваспах пулӑшӗҫ.