Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР | САРРА

Турӑ ӑна «княгиня» тенӗ

Турӑ ӑна «княгиня» тенӗ

САРРА ӗҫлеме чарӑнса инҫетелле пӑхса илет. Кун килти ӗҫсене тунипе иртнӗ. Тарҫисене хӑйсен хуҫипе пӗрле ӗҫлеме питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ. Сарра нумай ӗҫленӗ хыҫҫӑн шухӑша кайса хӑйӗн аллисене сӑтӑрса ҫемҫетнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Тен, вӑл хӑйӗншӗн кил пулнӑ чатӑрӗ ҫине саплӑк лартнӑ. Качака ҫӑмӗнчен тунӑ хулӑн пусма, хӗвеле тата ҫумӑра пула тӗссӗрленнӗскер, ӑна вӗсем упӑшкипе пӗрле нумай ҫул куҫса ҫӳренине аса илтернӗ. Анса пыракан хӗвел тавралӑха ылтӑн тӗспе капӑрлатнӑ. Ирхине ирех Сарра Авраама * ҫула ӑсатнӑ, халӗ вара упӑшки киле таврӑнасса сӑнаса тӑрать. Сӑрт тӑрринче хӑйӗн упӑшкине курсан унӑн сӑнӗ-пичӗ савӑнӑҫпа ҫуталса каять.

Авраам хӑйӗн ҫемйипе тата нумай тарҫипе Ефрат юханшывӗ урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне кӗнӗренпе вунӑ ҫул та иртнӗ ӗнтӗ. Сарра пач пӗлмен-курман вырӑна илсе каякан ҫул тӑршшӗпех хӑйӗн упӑшкине пулӑшса пынӑ, мӗншӗн тесен Авраамӑн Иегова мӗн тума шухӑшласа хунинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнмалла пулнӑ: Авраам йӑхӗнчен пысӑк халӑх тата ятарлӑ вӑрлӑх тухмалла пулнӑ. Анчах Иегова мӗн тума шухӑшласа хунинче Сарра мӗнле вырӑн йышӑннӑ? Вӑл ача ҫуратма пултарайман, халӗ вара вӑл 75 ҫулта. Вӑл хӑйне ҫакӑн пек ыйту та панӑ пулӗ: «Эпӗ Авраамӑн арӑмӗ пулнӑ чухне Иегова сӑмах пани мӗнле пурнӑҫланӗ-ха?» Ҫакна пула вӑл пӑшӑрханнӑ пулӗ, унӑн тӳсӗмлӗхӗ те пӗтме пултарнӑ.

Хӑш-пӗр чухне пирӗн те Иегова панӑ сӑмахсем хӑҫан пурнӑҫланассине пӗлес килет. Уйрӑмах мӗне те пулин питӗ хытӑ кӗтнӗ чухне тӳсӗмлӗ пулма питӗ йывӑр. Ҫак тӗлӗнмелле хӗрарӑмӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентме пултарать?

«ҪӲЛХУҪАМӐР МАНӐН ВАРӐМА АЧА ҪУРАТМАЛЛА МАР ПИТӖРСЕ ЛАРТНӐ»

Нумаях пулмасть Авраампа Сарра Египетран таврӑннӑ (Пултарни 13:1—4). Вӗсен ҫемйи Вефильрен (хананейсем ӑна Луз тесе чӗннӗ) хӗвелтухӑҫ енче сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта хӑйӗн чатӑрӗсене лартнӑ. Ҫак ҫӳллӗ вырӑнтан Пама пулнӑ ҫӗр курӑнса тӑнӑ: хананейсем пурӑнакан ялсем, аякри ҫӗре илсе каякан ҫулсем. Кунта Саррӑна хӑйӗн тӑван ҫӗрӗ ҫинчен нимӗн те аса илтермен. Вӑл ҫак вырӑнсенчен 1 900 ҫухрӑм аяккарах вырнаҫнӑ хулара, Месопотамири Ур хулинче, ҫитӗннӗ. Унӑн хӑйӗн нумай-нумай тӑванне, чаплӑ хулари канлӗ пурнӑҫне, пасарсемпе лавккасене, ҫавӑн пекех хӑтлӑ ҫуртне хӑварма тивнӗ. Хӑварнӑ ҫуртӑн тӑррипе стенисем ҫирӗп пулнӑ; тен, унта шыв та кӗртнӗ. Анчах Сарра хӑйӗн Ур хулинчи канлӗ пурнӑҫӗ пирки тунсӑхланӑ тесе шутлатӑр пулсан, эсир ҫав хӗрарӑма пачах пӗлместӗр.

2 000 ҫул каялла Павел апостол мӗн калани ҫине тимлӗр-ха. Вӑл Авраампа Сарра ҫинчен акӑ мӗн ҫырнӑ: «Хӑйсем тухса кайнӑ тӑван ҫӗр-шывне асра тытнӑ пулсан вӗсем унта тавӑрӑнма май тупнӑ пулӗччӗҫ» (Еврейсем 11:8, 11, 15, ҪХ). Сарра та, Авраам та Ур хулине таврӑнасси ҫинчен шухӑшламан. Вӗсем ҫавӑн ҫинчен ӗмӗтленнӗ пулсан килне таврӑннӑ пулӗччӗҫ. Ҫапла вара Иегова хӑйсене шанса панӑ чаплӑ тивӗҫлӗхе ҫухатнӑ пулӗччӗҫ. Юлашкинчен вӗсен ячӗсем манӑҫа тухӗччӗҫ тата вӗсем миллион-миллион ҫыннӑн чӗрисене пырса тивекен тӗслӗх — ӗненӳ кӑтартас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх — пулаймӗччӗҫ.

Сарра унчченхи пурнӑҫа мар, пулас пурнӑҫа куҫ умне тӑратнӑ. Пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳренӗ чухне вӑл яланах упӑшкине пулӑшса тӑнӑ: япалисене, чатӑрсене пуҫтарнӑ тата выльӑх-чӗрлӗхе хӑваланӑ. Ҫаксем вӑл тӗл пулнӑ йывӑрлӑхсенчен хӑшӗ-пӗрисем кӑна пулнӑ. Вӑхӑт иртсен Иегова каллех Авраама хӑй сӑмах пани ҫинчен аса илтернӗ, анчах ку хутӗнче те Сарра ҫинчен нимӗн те каламан! (Пултарни 13:14—17; 15:5—7.)

Сарра хӑй мӗн шутлани ҫинчен Авраама каласа пама вӑхӑт ҫитрӗ тесе шутланӑ. Упӑшкине: «Ҫӳлхуҫамӑр манӑн варӑма ача ҫуратмалла мар питӗрсе лартнӑ»,— тесе каланӑ чухне унӑн пичӗ ҫинче мӗнле туйӑмсем пулнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Авраамӑн ачасем пулччӑр тесе Сарра ӑна хӑйӗн Агарь ятлӑ тарҫипе выртма ыйтнӑ. Ҫакӑ Саррӑн чунне мӗн тери ыраттарнӑ пулӗ! Ҫакна тума ыйтни паян тӗлӗнтерме пултарать, анчах ӗлӗкхи вӑхӑтра йӑха тӑсас тесе арҫын тепӗр арӑм е ҫум-арӑм илме пултарнӑ *. Иегова Авраамран пысӑк халӑх кӑларасси шӑп ҫапла пулать тесе шутланӑ пулмалла Сарра. Кирек мӗнле пулсан та ҫакна тума ӑна ҫӑмӑл пулман. Авраам вара ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ? Библире каланӑ тӑрӑх, вӑл Саррӑн «сӑмахне итленӗ» (Пултарни 16:1—3).

Библире Саррӑна ҫакӑн пек утӑм тума Иегова хистенӗ тесе каланӑ-и? Ҫук. Сарра мӗн тума сӗнни ҫынсем мӗнле шухӑшланине кӑтартса парать. Турӑ ачасем памасть пулсан, апла манӑн ҫакна тӑвасси анчах юлать тесе шутланӑ вӑл. Ҫакӑн пек йышӑну туни Саррӑна нумай асаплантарнӑ. Ҫапах та вӑл мӗн туни, вӑл хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутламаннине кӑтартнӑ. Ку тӗнчери ҫынсем хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шутланӑран Сарра хӑйне мӗнле тытни пире, паллах ӗнтӗ, тӗлӗнтерет. Эпир хамӑр мӗн тӑвас килнине мар, Туррӑн ирӗкне тӑвассине мала хуратпӑр пулсан, эпир те Сарра ӗненнӗ пекех ӗненнине кӑтартӑпӑр.

«ҪУК, ЭСӖ КУЛТӐН»

Кӗҫех Агарь йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Тен, вӑл йывӑр ҫын пулнӑран хӑй пирки Саррӑран аслӑрах тесе шутлама пуҫланӑ, ҫавӑнпа ӑна хисеплеме пӑрахнӑ. Ҫакӑ Саррӑна хуҫсах антарнӑ! Авраам ирӗк панипе Сарра пӗр-пӗр майпа Агаре наказани панӑ, ҫакна вӑл мӗнле туни ҫинчен Сӑваплӑ Ҫырура нимӗн те каламан. Иегова вара Саррӑна ҫакӑншӑн айӑпламан. Агарӗн ывӑл ача, Измаил, ҫуралнӑ (Пултарни 16:4—9, 16). Ҫулсем иртнӗ. Сарра 89 ҫулта, Авраам вара 99 ҫулта пулнӑ чухне Иегова каллех вӗсене хыпар пӗлтернӗ. Мӗн илтни вара вӗсене питӗ тӗлӗнтернӗ!

Иегова каллех хӑйӗн тусне, Авраама, санран халӑхсем пулса кайӗҫ тесе шантарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл унӑн ятне улӑштарнӑ. Ку таранччен ӑна Аврам тесе чӗннӗ. Анчах Иегова ӑна Авраам ят панӑ, ҫак ят вара «тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ» тенине пӗлтерет. Акӑ халӗ Иегова Сарра ҫинчен пӗрремӗш хут калать. Вӑл унӑн Сара ятне те (ҫак ят «хирӗлекен» тенине пӗлтернӗ пулмалла) Сарра ятпа улӑштарнӑ; эпир ӑна паян ҫак ятпа пӗлетпӗр. Унӑн ҫӗнӗ ячӗ мӗне пӗлтернӗ-ха? «Княгиня»! Иегова ҫак хисепе тивӗҫлӗ хӗрарӑм валли мӗншӗн ҫакӑн пек ят суйласа илни пирки ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Эпӗ ӑна пиллӗп, унран сан валли ывӑл ача парӑп; Саррӑна пиллӗп, унран халӑхсем ӗрчесе кайӗҫ, унран халӑхсен патшисем тухӗҫ» (Пултарни 17:5, 15, 16).

Эппин, Иегова паракан вӑрлӑх — кам урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ, ҫавӑ — Саррӑн ывӑлӗнчен пулса каять! Турӑ ҫав арҫын ачана Исаак ят, «кулӑ» тенине пӗлтерекен ят, пама хушнӑ. Саррӑн ача пулать тенине илтсен Авраам «ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та кулса янӑ» (Пултарни 17:17). Вӑл тӗлӗннӗ тата питӗ хытӑ савӑннӑ (Рим 4:19, 20). Ҫак хыпара илтсен Сарра хӑйне мӗнле тытӗ?

Кӗҫех Авраам чатӑрӗ патне виҫӗ ҫын пырса тӑнӑ. Шӑрӑх пулнӑ пулин те ҫак ватӑ мӑшӑр кӗтмен хӑнасене хӑналама васканӑ. Авраам Саррӑна: «Виҫӗ сата паха ҫӑнӑхран хӑвӑртрах чуста ҫӑрса тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫер»,— тенӗ. Ҫав вӑхӑтра хӑналас тесен нумай хыпкаланмалла пулнӑ. Анчах Авраам пӗтӗм ӗҫе арӑмӗ ҫине тиемен. Вӑл хӑйӗн кӗтӗвӗ патне чупса кайнӑ та унта пӑру суйласа илсе ӑна пӗҫерме хушнӑ, ҫавӑн пекех ӗҫмеллипе урӑх тӗрлӗ апат лартса пама хушнӑ (Пултарни 18:1—8). Ҫав хӑнасем вара Иеговӑн ангелӗсем пулнӑ! Павел апостол: «Ҫул ҫӳрекенсене хапӑллама ан манӑр: хӑшӗсем ангелсене ҫул ҫӳрекенсем тесе пӗлмесӗрех хӑна туса янӑ»,— тесе ҫырнӑ чухне ҫак пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен каланӑ пулас (Еврейсем 13:2). Эсир Авраампа Саррӑран тӗслӗх илсе ыттисене хӑналама пултаратӑр-и?

Сарра хӑналама юратнӑ

Ангелсенчен пӗри Авраама Иегова сӑмах панине — Саррӑн ывӑл пулать тенине — тепӗр хут каланӑ чухне Сарра чатӑрта пулнӑ. Чатӑрта пулнӑ пулсан та вӑл пӗтӗмпех лайӑх илтнӗ. Хӑйӗн ҫулӗсенче ача ҫуратасси пулма пултараймасть пек туйӑннӑ ӑна, ҫавӑнпа та вӑл чӑтаймасӑр хӑйӗн ӑшӗнче кулса янӑ. Вӑл каланӑ: «Ватӑлса ҫитсессӗн манӑн ҫав савӑнӑҫа курмалла пулӗ-ши? ӗнтӗ манӑн хуҫамӑм та ватӑ». Ангел вара Саррӑна ыйту парса тӳрлетнӗ: «Ҫӳлхуҫашӑн йывӑрри пур-и вара?» Паллах, Сарра хӑраса ӳкнӗ. «Эпӗ кулман»,— тенипе вӑл хӑйне тӳрре кӑларасшӑн пулнӑ. Анчах ангел: «Ҫук, эсӗ култӑн»,— тенӗ (Пултарни 18:9—15).

Сарра Иеговӑна шанманран кулса янӑ-и? Ҫук. Библире каланӑ: «Ача ҫуратман Сарра та, ӗненнине пула, йывӑр ҫын пулма пултарнӑ, ватӑлса ҫитнӗскер, ача ҫуратнӑ — вӑл ӗнтӗ Сӑмах Параканӗ шанчӑклӑ пулнине пӗлсе тӑнӑ» (Еврейсем 11:11). Сарра Иеговӑна лайӑх пӗлнӗ. Турӑ хӑйӗн сӑмахне тытасси пирки вӑл пӗртте иккӗленмен. Пирӗнтен камӑн Сарра ӗненнӗ пек ӗненес килмӗ? Ҫакӑн пек ӗненӳ пултӑр тесен пирӗн Библие вуласа Иеговӑна лайӑхрах пӗлсе пымалла. Ҫакна тусан эпир мӗншӗн Саррӑн ҫакӑн пек ӗненӳ пулнине ӑнланӑпӑр. Иегова чӑнах та шанчӑклӑ Турӑ, вӑл хӑйӗн сӑмахне тытать. Хӑш-пӗр чухне вӑл хӑйӗн сӑмах панисене мӗнле пурнӑҫлани пире тӗлӗнтерме пултарать, тен, култарса та ярӗ!

«УНӐН СӐМАХНЕ ПУРНЕ ТЕ ИТЛЕ»

Иегова Саррӑна ӗненнӗшӗн пилленӗ

Сарра мӑшӑрланнӑранпах хӑй мӗн пирки ӗмӗтленнӗ, ҫавӑ 90 ҫула ҫитсен пурнӑҫланнӑ. Вӑл хӑйӗн юратнӑ упӑшкине, 100 ҫула ҫитнӗскере, ывӑл ҫуратса панӑ! Турӑ хушнӑ пекех Авраам ачана Исаак ят панӑ, ҫак ят «кулӑ» тенине пӗлтернӗ. Сарра ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн ывӑнса ҫитнӗ пулсан та йӑл кулса: «Турӑ ман тӗлӗшрен кулмалла турӗ; ман ҫинчен илтсессӗн кирек кам та [манпа пӗрле] кулса ярӗ»,— тесе каланӑ (Пултарни 21:6). Иегова панӑ ҫак тӗлӗнмелле парне ӑна мӗн виличченех савӑнӑҫ кӳрсе тӑнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтрах унӑн ҫӗнӗ яваплӑхсем те хушӑннӑ.

Исаак 5 ҫул тултарсан ӑна кӑкӑр ҫитерме пӑрахнӑ. Ҫак ятпа ҫемье пысӑк уяв тунӑ. Анчах Саррӑна темскер кулянтарнӑ. Вӑл Агарӗн 19 ҫулхи ывӑлӗ, Измаил, пӗчӗк Исаака кӳрентернине асӑрханӑ. Ҫакӑ ахаль ашкӑнни, е выляни, пулман. Каярахпа Павел апостол Турӑ пӗлтернипе Измаил мӗн туни пирки «хӗсӗрлени» тенӗ. Сарра хӑйӗн ывӑлӗ хӑрушлӑхра пулнине ӑнланса илнӗ. Саррӑшӑн вӑл ывӑл кӑна пулман, Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине ун урлӑ пурнӑҫлассине вӑл пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та пӗтӗм хӑюлӑхне пухса вӑл упӑшкипе уҫҫӑн калаҫнӑ. Вӑл Агарьпе Измаила хӑваласа яма ыйтнӑ (Пултарни 21:8—10; Галати 4:22, 23, 29).

Авраам ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ? Библире каланӑ: «Авраама ҫакӑ хӑйӗн ывӑлӗшӗн [Измаилшӑн] питех те аван мар пек туйӑннӑ». Ашшӗ пулнӑран вӑл Измаила юратнӑ, ҫав туйӑмсем вара ӑна лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхма чӑрмантарнӑ. Анчах Иегова ҫакна лайӑх курса тӑнӑ, ҫавӑнпа ӗҫе хутшӑнас тенӗ. Вӑл Авраама: «Ачупа хӑрхӑмушӑн ан пӑшӑрхан; Сарра хӑвна мӗн каласассӑн та, унӑн сӑмахне пурне те итле, мӗншӗн тесессӗн санӑн вӑрлӑху Исаак урлӑ ӗрчӗ»,— тесе каланӑ. Иегова Авраама эпӗ Агарьпе унӑн ывӑлне пулӑшӑп тесе шантарнӑ. Авраам вара Иеговӑна итленӗ (Пултарни 21:11—14).

Сарра Авраамшӑн питӗ лайӑх арӑм тата пулӑшакан пулнӑ. Сарра Авраама вӑл мӗн илтес килнине ҫеҫ каламан. Ҫемьене е ҫемьерисен пуласлӑхне пырса тивекен хӑрушлӑха курсан Сарра ҫакӑн ҫинчен упӑшкине уҫҫӑн каласа панӑ. Анчах та вӑл тӳррӗн каланине упӑшкине хисеплеменнипе пӑтраштармалла мар. Каярахпа Петр апостол, авланнӑ ҫын пулнӑскер, христианкӑсене Саррӑн чаплӑ тӗслӗхӗ ҫине, хӑйӗн упӑшкине хисеплекен арӑмӑн тӗслӗхӗ ҫине, тимлеттернӗ (1 Коринф 9:5; 1 Петр 3:5, 6). Тӗрӗссипе каласан, Сарра ҫав лару-тӑрура шарламан пулсан, ҫакӑ упӑшкине хисеплеменни пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ун чухне Авраам та, вӗсен пӗтӗм ҫемйи те хӗн курӗччӗҫ. Сарра мӗн каламаллине каланӑ, ҫакна вӑл ыррӑн тунӑ.

Саррӑн тӗслӗхӗ нумай арӑма килӗшет. Вӑл вӗсене хӑйсен упӑшкисемпе уҫҫӑн тата хисеплӗн калаҫма вӗрентет. Хутран-ситрен хӑш-пӗр арӑмсем Иегова вӗсен хутне кӗрсе упӑшкисене: «Арӑмун сӑмахне итле»,— тесе калатӑрччӗ теҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, ҫак хӗрарӑмсем Сарра пекех ӗненнине, юратнине тата тӳсӗмлӗ пулнине кӑтартаҫҫӗ.

Иегова Саррӑна «княгиня» тенӗ пулсан та Сарра хӑйӗнпе патша майрипе тытнӑ пек тытасса кӗтмен

Иегова Саррӑна «княгиня» тенӗ пулсан та Сарра хӑйӗнпе патша майрипе тытнӑ пек тытасса кӗтмен. Вӑл 127 ҫулта вилсен Авраам уншӑн макӑрни, хурланса хӳхлени пӗртте тӗлӗнтермест (Пултарни 23:1, 2) *. Вӑл хӑйӗн юратнӑ арӑмӗшӗн питӗ тунсӑхланӑ. Паллах, Иегова Турӑ та ҫак шанчӑклӑ хӗрарӑмшӑн тунсӑхлать, ҫавӑнпа ӑна ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма чӗртсе тӑратӗ. Саррӑна та, вӑл ӗненнӗ пек ӗненекен пур ҫынна та чаплӑ пуласлӑх кӗтет, вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӗҫ (Иоанн 5:28, 29).

^ 3 абз. Малтан вӗсене Аврам тата Сара тесе чӗннӗ. Каярахпа Турӑ вӗсене ҫӗнӗ ятсем панӑ, чылайӑшӗ вӗсене ҫав ятсемпе пӗлет. Ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, эпир ҫак ятсемпе усӑ курӑпӑр.

^ 10 абз. Авалхи вӑхӑтра Иегова арҫынна темиҫе арӑм е ҫум-арӑм илме чарман. Анчах та каярахпа вӑл Иисус Христос урлӑ Эдем садӗнче хунӑ йӗркене — арҫыннӑн пӗр арӑм пулмаллине — каллех тытса тӑмалла тесе пӗлтернӗ (Пултарни 2:24; Матфей 19:3—9).

^ 25 абз. Библире асӑннӑ хӗрарӑмсенчен Сарра ҫинчен анчах вӑл миҫере вилнине ҫырса панӑ.