ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | БИБЛИЕ ВУЛАМА ИНТЕРЕСЛӖ ПУЛТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
Библи сирӗн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатма пултарать?
Библи вӑл ахаль кӗнеке мар. Унта пире тунӑ Туррӑн канашӗсене ҫырса хунӑ (2 Тимофей 3:16). Вӑл сирӗн пурнӑҫ ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать. Библире каланӑ: «Турӑ Сӑмахӗ чӗрӗ те витӗмлӗ» (Еврейсем 4:12, ҪТ). Библи сире кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан канашсем пама пултарать, ҫавӑн пекех Турра тата вӑл мӗн тума сӑмах панине пӗлме пулӑшать (1 Тимофей 4:8; Иаков 4:8).
Кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан канашсем. Библи пире тӗрлӗ енчен пулӑшма пултарать. Сӑмахран, вӑл пире:
-
хамӑра ыттисемпе мӗнле тытмаллине кӑтартать (Эфес 4:31, 32; 5:22, 25, 26, 28, 33);
-
сывлӑха упрама пулӑшать (Псалом 36:8; Ытарӑшсем 17:22);
-
нравственность нормисене хаклама вӗрентет (1 Коринф 6:9, 10);
-
хамӑра мӗн кирлипе мӗнле тивӗҫтермеллине кӑтартать (Ытарӑшсем 10:4; 28:19; Эфес 4:28).
Азире пурӑнакан пӗр мӑшӑра Библи хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетме пулӑшнӑ. Нумай ҫамрӑк мӑшӑр пекех, ҫак мӑшӑра пӗр-пӗрне хӑнӑхма тата пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫма йывӑр пулнӑ. Анчах вӗсем Библирен мӗн вуланине хӑйсен пурнӑҫӗнче тытса тӑма пуҫланӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? Висент ятлӑ упӑшки калать: «Библири канашсем мана хамӑр хушӑра сиксе тухакан йывӑрлӑхсене юрату кӑтартса татса пама пулӑшрӗҫ. Библире каланӑ пек туни пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ турӗ». Унӑн Аналу ятлӑ арӑмӗ ҫапла калать: «Библире асӑннӑ Турра ӗненнӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсен тӗслӗхӗсем пире питӗ пулӑшрӗҫ. Халӗ мана пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телей кӳрет тата кӑмӑла ҫырлахтарать, ҫавӑн пекех пире пӗр-пӗринпе пӗр пек тӗллевсем пӗрлештерсе тӑраҫҫӗ».
Турӑ ҫинчен калакан пӗлӳ. Библи Висента тепӗр енчен те пулӑшнӑ. Вӑл калать: «Библи вуланипе эпӗ Иеговӑпа нихҫанхинчен вӑйлӑрах ҫывӑхлантӑм». Висент сӑмахӗсем тӑрӑх, Библи пире Турӑпа паллашма пулӑшать. Ҫак кӗнекене вуланине пула эсир унти канашсенчен усӑ илсе тӑнисӗр пуҫне Турӑ ҫинчен пӗлсе пырса унӑн тусӗ пулса тӑма пултаратӑр. Вара эсир Турӑ чаплӑ пуласлӑх — эсир «чӑн пурнӑҫпа» савӑнса пурӑнма пултаракан тӗнче — туса пама сӑмах панипе пӗлсе ҫитетӗр. Ҫавӑн пек пурнӑҫ вара ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пулӗ (1 Тимофей 6:19, ҪТ). Нимле кӗнеке те сире ҫавна сӗнме пултараймасть.
Библие яланах вулама шут тытрӑр тата ҫав тӗллеве пурнӑҫа кӗртсе пыратӑр пулсан, эсир кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан канашсене тупма тата Турӑпа паллашма пултаратӑр. Анчах та Библи вуланӑҫемӗн сирӗн ыйтусем сиксе тухаҫҫех. Ҫавӑн пек чухне мӗн тумалла? Ҫав тӗлӗшрен 2 000 ҫула яхӑн каялла пурӑннӑ пӗр Эфиоп улпучӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Библи вуланӑ чухне унӑн нумай ыйту сиксе тухнӑ. Унран мӗн вуланине ӑнланатӑн-и тесе ыйтсан, вӑл хуравланӑ: «Мана кам та пулин каласа ӑнлантармасан, эпӗ епле ӑнланам?» * Ӑна Библие лайӑх пӗлекен Филипп ятлӑ христианин пулӑшу пама сӗнсен, вӑл ҫавна хаваспах йышӑннӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 8:30, 31, 34). Библи ҫинчен сирӗн те нумайрах пӗлес килет пулсан, ҫак брошюрӑра кӑтартнӑ адрессенчен пӗринпе ҫырса ярӑр. Ҫавӑн пекех эсир хӑвӑр вырӑнти Иегова Свидетелӗсемпе ҫыхӑнма е сирӗн ҫывӑхри Патшалӑх залне кайса килме пултаратӑр. Паянах Библие вулама пуҫлӑр та ӑна хӑвӑра чи лайӑх пурнӑҫ патне ертсе пыма ирӗк парӑр.
Эсир Библие пӗтӗмпех шанма май ҫук тесе шутлатӑр пулсан, «Библи Турӑ кӗнеки пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?» ятлӑ видеоролик пӑхӑр.
^ 11 абз. Ҫавӑн пекех ҫак брошюрӑри «Ҫакӑ кӑштах ӑнланманни кӑна-и?» статьяна пӑхӑр.