Библи тата сирӗн пуласлӑх
КАЛӐПӐР, эсир каҫхине тӗттӗм аллейӑпа утатӑр. Хӗвел тахҫанах анса ларнӑ пулин те эсир пӑшӑрханмастӑр, мӗншӗн тесен сирӗн алӑра вӑйлӑ ҫутатакан фонарь пур. Ура айне ҫутатсан, хӑвӑр умра мӗн пуррине уҫҫӑн куратӑр. Малалла ҫутатсан — фонарь таҫта ҫитиех ҫутатать.
Библие ҫав фонарьпе танлаштарма пулать. Унчченхи статьясенчен куртӑмӑр ӗнтӗ, Библи пирӗн «урана ҫутӑ кӑтартать», урӑхла каласан, кулленхи йывӑрлӑхсемпе пӑшӑрханусене ҫӗнтерме пулӑшать. Анчах та Библи пире пуласлӑхра мӗн кӗтнине те — Турӑ пире валли мӗнле пурнӑҫ хатӗрлесе хунине те — курма пулӑшать. Библи чӑн-чӑн телей патне илсе каякан ҫула ҫутатса тӑрать тата ҫав ҫулпа ниҫталла пӑрӑнмасӑр пыма пулӑшать (Псалом 118:105). Мӗнле майпа?
Библи пире малашлӑха ҫирӗп шанчӑкпа пӑхма мӗнле икӗ майпа пулӑшнине пӑхса тухар. Вӑл пире 1 тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшать тата 2 хамӑрпа Турӑ хушшинчи ҫирӗп туслӑха мӗнле аталантармаллине ӑнлантарса парать.
1 ПУРНӐҪ ТӖЛЛЕВӖ
Библире шанчӑклӑ канашсем нумай, анчах та вӑл лайӑхланма пулӑшакан кӗнеке кӑна мар. Библи пире хамӑр ҫинчен тата хамӑра мӗн кирли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлас вырӑнне ыттисем ҫинчен те шухӑшлама хавхалантарать. Ҫапла тусан ҫеҫ эпир чӑннипех те тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарӑпӑр.
Тӗслӗхшӗн «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» текен Библири принципа илер (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35). Кама та пулин укҫа-тенкӗпе пулӑшнине е хӑвӑрӑн тусу чӗрине уҫса панӑ чухне вӑхӑта шеллемесӗр тимлӗн итленине аса илӗр-ха. Ҫын хуйхине ҫӑмӑллатма пултарнӑ чухне эсир хӑвӑр та савӑнман-и вара?
Ыттисене пулӑшнӑ чухне хамӑра мӗн те пулин парасса кӗтместпӗр пулсан, хамӑра телейлӗ туятпӑр. Пӗр ҫыравҫӑ каланӑ тӑрӑх, «ыттисене пулӑшсан каялла чылай ытларах таврӑнать — паллах, пулӑшнӑшӑн ним те кӗтместпӗр пулсан». Чӑннипе Ытарӑшсем 19:17). Эпир ыттисемшӗн тунӑ ӗҫсене вӑл питӗ хаклать тата ҫавӑншӑн пире пиллеме сӑмах парать — эпир ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӑпӑр. Мӗн тери чаплӑ шанчӑк! (Псалом 36:29; Лука 14:12—14.)
вара, ыттисене — уйрӑмах хамӑра нимпе те тавӑрса пама пултарайман ҫынсене — хамӑра шеллемесӗр пулӑшнӑ чухнех эпир награда илетпӗр. Пирӗн пурнӑҫ тӗллевлӗ пулса тӑрать. Эпир хамӑра пурнӑҫ панӑ Турӑпа ҫума-ҫумӑн ӗҫлетпӗр, вӑл вара эпир ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑлпа ыттисене ырӑ тунӑшӑн хӑйне пирӗн умра парӑмлӑ туять (Унсӑр пуҫне, Библире каланӑ тӑрӑх, чӑн Турӑшӑн, Иеговӑшӑн, ӗҫлесе эпир пурнӑҫӑн чӑн-чӑн тӗллевне тупатпӑр. Библи пире Турра чыс-мухтав кӳме тата ӑна итлесе пурӑнма хавхалантарать (Екклесиаст 12:13; Ӳлӗмхине 4:11). Ҫапла тусан эпир пуҫа шӑнӑҫма пултарайман япалана тӑвӑпӑр: Туррӑн туйӑмӗсем ҫине витӗм кӳрӗпӗр! Турӑ хӑй пире Библи урлӑ: «Ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар»,— тесе хавхалантарать (Ытарӑшсем 27:11). Шухӑшласа пӑхӑр кӑна: Библири принципсемпе усӑ курса ӑслӑ йышӑнусем тӑватпӑр пулсан, хамӑра юратакан Ҫӳлти Аттемӗре савӑнтаратпӑр. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен вӑл пире ыррине сунать тата чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗпе пыма пулӑшакан канашсене парать (Исаия 48:17, 18). Ҫут тӗнчене Тытса Тӑраканшӑн ӗҫленисӗр пуҫне тата ӑна савӑнтарса пурӑннисӗр пуҫне лайӑхрах тӗллев пулма пултарать-и вара?
2 ТУРӐПА ТУСЛАШНИ
Библире Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ. Унта каланӑ: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иаков 4:8). Хӑш-пӗр чухне эпир Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан пирӗн Тус пулма пултарни пирки иккӗленме пултаратпӑр. Анчах та Библи пире шантарса калать: эпир Турра шыратпӑр пулсан ӑна тупатпӑрах, мӗншӗн тесен «Вӑл пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех» (Апостолсен ӗҫӗсем 17:27). Унсӑр пуҫне, пирӗн пуласлӑх Турӑпа туслӑ пулнинчен килет. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?
Тӗслӗхрен, темле тӑрӑшсан та эпир хамӑрӑн тӗп тӑшмана — вилӗме — ҫӗнтерейместпӗр (1 Коринф 15:26). Турӑ вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнать. Вӑл нихӑҫан та вилмест, хӑйӗн тусӗсене те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн. Иеговӑн тусӗсен пуласлӑхӗ ҫинчен Библире акӑ мӗн каланӑ: «Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:17).
Хамӑрпа Турӑ хушшинчи туслӑх ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр тесен мӗн тумалла? Малалла та Библи вуласа Турӑ ҫинчен пӗлсе пырӑр (Иоанн 17:3; 2 Тимофей 3:16). Мӗн вуланине ӑнланма унран пулӑшу ыйтӑр. Библи пире Турӑран чун-чӗререн ӑслӑлӑх ыйтсан Вӑл паратех тесе шантарать (Иаков 1:5) *. Ҫавӑн пекех мӗн пӗлнипе усӑ курма тӑрӑшӑр, вара халӗ те, пуласлӑхра та ҫапла калама пултарӑр: «Санӑн сӑмаху манӑн урана ҫутӑ кӑтартать, манӑн сукмака ҫутатать» (Псалом 118:105).
^ 13 абз. Турӑ Сӑмахне лайӑхрах ӑнланас текенсене Иегова Свидетелӗсем Библие тӳлевсӗр вӗренме сӗнеҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен ытларах пӗлес тесен «Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртет?» видеоролика пӑхма пултаратӑр.
Турӑ нихӑҫан та вилмест, хӑйӗн тусӗсене те вӑл ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн