Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна мухтамалла?
«Ҫӳлхуҫана мухтӑр... Ӑна мухтани чун-чӗрене килентерет» (ПС. 146:1).
ЮРӐСЕМ: 59, 3
1—3. а) 146-мӗшпе 147-мӗш псаломсене хӑҫан ҫырнӑ пулнӑ? ӑ) 146-мӗшпе 147-мӗш псаломсенчен эпир мӗн ҫинчен пӗлме пултаратпӑр?
ЭПИР час-часах ҫынсене пӗр-пӗр ӗҫе лайӑх тунӑшӑн е пире килӗшекен лайӑх енсене кӑтартнӑшӑн мухтатпӑр. Иеговӑна мухтама вара сӑлтавсем калама ҫук нумай! Тӗслӗхрен, эпир Иеговӑна унӑн ӗҫӗсенче курӑнса тӑракан иксӗлми вӑй-хӑвачӗшӗн тата вӑл пирӗншӗн хӑйӗн Ывӑлне парса пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑшӑн мухтама пултаратпӑр.
2 146-мӗшпе 147-мӗш псаломсен авторӗн Иеговӑна мухтас килсе тӑнӑ. Вӑл ыттисене те хӑйпе пӗрле Турра мухтавлама хавхалантарнӑ. (Псалом 146:1, 7; 147:1 вуласа пар.)
3 Ҫак псаломсене кам ҫырнине эпир пӗлместпӗр, анчах та псалом юрлакан Иегова израильтянсене Вавилон тыткӑнӗнчен Иерусалима тавӑрнӑ чухне пурӑннӑ пулас (Пс. 146:2). Туррӑн халӑхӗ каллех тӑван ҫӗрте Турра пуҫҫапма пултарнӑ, ҫакӑ псалом юрлакана Иеговӑна мухтама хавхалантарнӑ. Анчах та ҫавна тума унӑн урӑх сӑлтавсем те пулнӑ, вӗсем ҫинчен вӑл хӑйӗн псаломӗсенче ҫырса панӑ. Сирӗн вара Иеговӑна мухтавлама мӗнле сӑлтавсем пур? (Пс. 146:1.)
ИЕГОВА ХУРЛӐХЛӐ ЧӖРЕЛЛИСЕНЕ СЫВАТАТЬ
4. Хӑйсене Кир ирӗке кӑларсан израильтянсем мӗн туйнӑ пулӗ тата мӗншӗн?
4 Тыткӑнра пулнӑ израильтянсем хӑйсене мӗнле туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вавилон ҫыннисем вӗсенчен: «Сион юррисене юрласа кӑтартӑр-ха пире»,— тесе тӑрӑхласа кулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Иерусалимран ишӗлчӗксем анчах юлнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа израильтянсем питӗ хурланнӑ (Пс. 136:1—3, 6). Вӗсен пачах юрлас килмен. Вӗсене, хуйхӑ пусса лартнӑскерсене, йӑпатмалла пулнӑ. Анчах та Турӑ пророкла каланипе килӗшӳллӗн Кир ятлӑ Перси патши вӗсене ирӗке кӑларнӑ. Вавилона ярса илсен вӑл пӗлтернӗ: «Тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ мана... Иерусалим хулинче Хӑйне валли Ҫурт лартса пама хушрӗ. Сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн,— ӗнтӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри вӗсемпе пӗрле пултӑр! — ҫавсем Иудейӑри Иерусалима кайччӑр» (2 Ҫулс. 36:23). Кир ҫав хушӑва кӑларсан израильтянсем мӗн тери савӑннӑ пулӗ!
5. Иегова пире мӗнле пулӑшни ҫинчен псалом юрлакан мӗн ҫырнӑ?
5 Иегова Израиль халӑхне кӑна мар, кашни израильтянина та лӑплантарнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Иегова ҫапла тӑвать. Псалом юрлакан Турӑ ҫинчен акӑ мӗн ҫырнӑ: «Вӑл хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать, вӗсенӗн суранне эмеллет» (Пс. 146:3). Эпир чирлесен е хуйха ӳксен Иегова пирӗншӗн тӑрӑшасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Вӑл яланах пире йӑпатма тата чунри сурансене сиплеме хатӗр (Пс. 33:19; Ис. 57:15). Кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшас тесе вӑл пире ӑслӑлӑхпа вӑй парать (Иак. 1:5).
6. Псалом 146:4 пире мӗнле питӗ кирлӗ япала ҫинчен вӗрентет? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
6 Унтан псалом юрлакан тӳпенелле пӑхса Иегова «ҫӑлтӑрсен шутне палӑртса хурать; вӗсене ят парса тухать» тенӗ (Пс. 146:4). Вӑл ҫӑлтӑрсене курнӑ пулин те вӗсем чӑннипе мӗн чухлӗ пулнине пӗлмен. Пирӗн вӑхӑтра ҫынсем чылай нумайрах ҫӑлтӑр курма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр ученӑйсем шутланӑ тӑрӑх, Хуркайӑк ҫулӗ галактикинче миллиард-миллиард ҫӑлтӑр. Ҫут тӗнчере вара темиҫе триллион галактика пулас! Этем ҫӑлтӑрсем мӗн чухлӗ пулнине шутласа кӑлараяс ҫук, вӗсене Тӑваканӗ вара кашнине ят парса тухнӑ. Ҫакӑ Иеговӑшӑн кашни ҫӑлтӑр хӑйне евӗрлӗ пулнине кӑтартать (1 Кор. 15:41). Ҫынсем пирки вара мӗн калама пулать? Турӑ ҫак самантра кашни ҫӑлтӑр ӑҫта пулнине тӗп-тӗрӗс пӗлет. Ҫавӑн пекех вӑл сирӗн ҫинчен те веҫех пӗлет — эсир ҫак самантра ӑҫта пулнине те, мӗн туйнине те, сире мӗн кирлине те.
7, 8. а) Пирӗн ҫинчен Иегова мӗн пӗлет? ӑ) Иегова ҫитменлӗхлӗ ҫынсене хӗрхенсе пулӑшнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.
7 Иегова сирӗнпе интересленет кӑна мар, вӑл сире чунтан хӗрхенет тата йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшмашкӑн унӑн вӑйӗ те пур. (Псалом 146:5 вуласа пар.) Хушӑран сиксе тухнӑ йывӑрлӑх ытла пысӑк пек, ҫӗклем вара чӑтма ҫук йывӑр пек туйӑнма пултарать. Иегова эпир мӗн тума пултарнипе пултарайманнине пӗлет тата «эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать» (Пс. 102:14). Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран эпир пӗр йӑнӑшах ҫине-ҫине тума пултаратпӑр. Хӑш-пӗр чухне эпир мӗн те пулин каланӑшӑн кулянатпӑр, унсӑр пуҫне, чӗрере тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑм ҫуралнӑшӑн е кама та пулин кӗвӗҫме-ӑмсанма пуҫланӑшӑн намӑсланатпӑр. Иегова нихӑҫан та хӑйне ҫакнашкал туйса курман пулин те, пире тӗлӗнмелле лайӑх ӑнланать (Ис. 40:28).
8 Тен, эсир хӑвӑр та йывӑр килнӗ вӑхӑтра Иегова хӑйӗн хӑватлӑ аллипе пулӑшнине туйса курнӑ пулӗ (Ис. 41:10, 13). Акӑ пионер пулса ӗҫлекен Кёко ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлеме хӑйне урӑх вырӑна ярсан вӑл хуйха ӳкнӗ. Иегова унӑн туйӑмӗсене ӑнланнине мӗнле кӑтартнӑ? Ҫӗнӗ пухура ӑна лайӑх ӑнланакан тӑвансем нумай пулнӑ. Ҫак тӑвана Иегова ҫапла каланӑнах туйӑннӑ: «Эпӗ сана пионер пулса ӗҫленӗшӗн мар, эсӗ манӑн хӗрӗм пулнишӗн тата хӑвӑн пурнӑҫна мана халалланӑшӑн юрататӑп. Эп сана савӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн, мӗншӗн тесен эсӗ манӑн Свидетель!» Иегова сире пуринчен те лайӑхрах ӑнланнине мӗнле кӑтартнӑ?
ИЕГОВА ПИРЕ МӖН КИРЛИПЕ ТИВӖҪТЕРЕТ
9, 10. Пуринчен малтан Иегова пире хӑш енчен пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.
9 Пире пурсӑмӑра та апат, тумтир тата пурӑнмалли вырӑн кирлӗ. Хӑш чухне эпир пирӗн апат ҫителӗклех пулать-ши тесе пӑшӑрханатпӑр пулӗ. Анчах та Иегова ҫӗре апат-ҫимӗҫ ӳстермелле тунӑ. Псалом юрлакан Турӑ «хӑйӗнчен кӑшкӑрса ыйтакан ҫӑхан чӗпписене те апат парать» тесе ҫырнӑ. (Псалом 146:8, 9 вуласа пар.) Иегова ҫӑхансемшӗн тӑрӑшать пулсан, вӑл сире те мӗн кирлине парасси пирки ан иккӗленӗр (Пс. 36:25).
10 Анчах та чи пӗрремӗшӗнчен Иегова пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесе тӑрӑшать тата «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» парать (Флп. 4:6, 7). Японире пурӑнакан Муцуо ятлӑ арҫын тӑванпа тата унӑн арӑмӗпе акӑ мӗн пулса тухнӑ. 2011 ҫулта вӗсен ҫӗршывне цунами килсе ҫапсан, вӗсем Иегова пулӑшнине хӑйсем ҫинче туйса курнӑ. Вӗсем хӑйсен пӳрт тӑррине хӑпарса ҫӑлӑнса юлнӑ. Анчах та ҫав кун Муцуопа унӑн арӑмӗн пӗтӗм пурлӑхӗ пӗтнӗ. Вӗсем хӑйсен ҫурри таранах ишӗлнӗ ҫуртӗнчи иккӗмӗш хутри тӗттӗм те сивӗ пӳлӗмре ҫӗр каҫнӑ. Ирхине вара хӑйсене хавхалантарма пултаракан мӗнле те пулин публикацие тупас тесе шырама пуҫланӑ. Мӗн тупни те 2006 ҫулхи «Ежегодник» пулнӑ. Муцуо тӳрех «Историри чи хӑрушӑ цунами» ятлӑ подзаголовока асӑрханӑ. Унта 2004 ҫулта Суматра ҫинче пулса иртнӗ ҫӗр чӗтренӗвӗ ҫинчен ҫырса панӑччӗ. Ӑна пула питӗ вӑйлӑ цунами ҫӗкленнӗ, ун пекки историре нихӑҫан та пулман. Муцуопа унӑн арӑмӗ ҫав инкеке тӳссе ирттернӗ тӑвансем мӗн каласа панине макӑра-макӑра вуланӑ. Ҫав мӑшӑр Иегова хӑйсемшӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине, ҫав вӑхӑтра шӑпах мӗн кирлине панине туйса илнӗ. Иегова вӗсемшӗн урӑх майпа та тӑрӑшнӑ. Тӑвансем вӗсем валли гуманитарлӑ пулӑшу ярса панӑ. Анчах та пуринчен ытла вӗсене пухӑва Иеговӑн организацийӗ янӑ арҫын тӑвансем килни хавхалантарнӑ. Муцуо калать: «Иегова пирӗнпе юнашар пулнӑнах туйӑнчӗ, вӑл пирӗншӗн кашниншӗн тӑрӑшрӗ. Ҫакӑ чуна ҫав тери лӑплантарчӗ!» Куртӑмӑр ӗнтӗ, чи малтанах Иегова пирӗн ӗненӳ хавшаса каясран пулӑшать, унтан вара пурӑнма мӗн кирлине те парать.
ТУРӐ СИРЕ ПУЛӐШМА ЯЛАНАХ ХАТӖР
11. Хӑйсене Иегова пулӑшасса кӗтекенсен мӗн тумалла?
11 Иегова йӑваш ҫынсен хутне кӗме яланах хатӗр (Пс. 146:6а). Анчах та пирӗн хамӑр енчен мӗн тумалла-ши? Пирӗн унпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене упрамалла. Ҫавӑнпа йӑваш кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшмалла (Соф. 2:3). Йӑваш ҫынсем Турӑ пӗтӗм тӗрӗсмарлӑха тата хӑйсен асапӗсене пӗтерес вӑхӑта чӑтӑмлӑн кӗтеҫҫӗ. Иегова ҫавӑн пек ҫынсем ҫине пӑхса савӑнать.
12, 13. а) Иегова пире пулӑштӑр тетпӗр пулсан, мӗнрен пӑрӑнмалла? ӑ) Иегова мӗнле ҫынсем ҫине пӑхса савӑнать?
12 Тепӗр енчен, Турӑ «усал ҫынсене ҫӗр ҫумнех пӗшкӗртет» (Пс. 146:6ӑ). Пирӗнпе ҫакӑн пекки ан пултӑрччӗ! Иегова хамӑра чун-чӗререн юратнине туйса илес тесен тата унӑн ҫилли пире ан ҫиттӗр тесен пирӗн вӑл мӗне кураймасть, ҫавна курайми пулмалла (Пс. 96:10). Тӗслӗхрен, аскӑн ӗҫрен пӑрӑнмалла. Ҫавӑнпа ҫылӑх тума тӗртекен япаласенчен, ҫав шутрах порнографирен те, аякра тӑмалла (Пс. 118:37; Матф. 5:28). Ҫак кӗрешӳ питӗ йывӑр пулма пултарать пулин те, Иеговӑран пиллӗхсем илмешкӗн пирӗн пӗтӗм вӑя хумалла.
13 Ҫак кӗрешӳре пирӗн хамӑр ҫине мар, Иегова ҫине шанмалла. Ҫӑлӑнас тесе эпир ҫынсем шанакан япаласем ҫине шанма пуҫласан, е хамӑр вӑйпа ҫӑлӑнасса, е ытти ҫынсем ҫӑласса шанатпӑр пулсан, Иегова пирӗнпе кӑмӑллӑ пулать-и? Псалом 146:10-мӗшӗнче Турӑ ҫинчен ҫапла каланӑ: «Урхамах вӑйне пӑхмасть Вӑл, этем ҫӑмӑл ураллӑ пулнине те кӑмӑл тумасть». Пирӗн Иеговӑран кӗлӗре тархасласа пулӑшу ыйтмалла. Ҫынсемпе танлаштарсан, Иегова, эпир унран ҫине-ҫинех пулӑшу ыйтсан та, пире итлеме нихӑҫан та ывӑнмасть. «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене, Хӑйӗн ырӑлӑхне шанакансене кӑмӑллать» (Пс. 146:11). Иегова пире чун-чӗререн юратса пулӑшасси пирки пирӗн пӗртте иккӗленмелле мар. Вӑл пире хӑвармӗ тата хамӑрӑн тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлсене ҫӗнтерме пулӑшӗ.
14. Псалом юрлакан мӗн пирки иккӗленмен?
14 Иегова хӑйӗн халӑхне йывӑр вӑхӑтра пӑрахас ҫуккине ӗненме пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Иерусалима ҫӗнӗрен туса лартасси ҫинчен псалом юрлакан акӑ мӗн ҫырнӑ: «Вӑл санӑн хапху юписене тӗреклетет, ху патӑнти ывӑлусене пиллӗх парать; санӑн ҫӗрне тӑнӑҫлӑ тӑратать» (Пс. 147:2, 3). Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӳтӗлес тесе хула хапхисене тӗреклетет тени псалом юрлакана мӗн тери лӑплантарнӑ пулӗ!
15—17. а) Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан эпир хамӑра мӗнле туйма пултаратпӑр, анчах та Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ мӗнле пулӑшать? ӑ) Иеговӑн «сӑмахӗ хӑвӑрт сарӑл[нине]» кӑтартакан тӗслӗхе илсе парӑр.
15 Йывӑрлӑхсене пула эпир канӑҫа ҫухатма пултаратпӑр, анчах та Иегова ҫав йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пире ӑслӑлӑх пама пултарать. Псалом юрлакан Иегова пирки «ҫӗр ҫине Хӑйӗн сӑмахне ярать; Унӑн сӑмахӗ хӑвӑрт сарӑлать» тата Вӑл «юр ҫутарать... пас тӑкать; катӑк-катӑк пӑр пӑрахать» тенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ҫакӑн пек ыйту панӑ: «Унӑн сиввине кам чӑтайӗ?» Унтан вара: «Хӑйӗн сӑмахне ярӗ те — пӗтӗмпех ирӗлтерӗ»,— тесе ҫырнӑ (Пс. 147:4—7). Пурне те пӗлекен, пурне те тума пултаракан Турӑ, пӑра та, юра та хӑй аллинче тытса тӑраканскер, пире кирек мӗнле йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме пулӑшма пултарать.
16 Хальхи вӑхӑтра Иегова пире Хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ ертсе пырать. Унӑн сӑмахӗ пире пулӑшма «хӑвӑрт сарӑлать». Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Библие тата «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» парса тӑракан публикацисене вулани, пирӗн интернет-ресурссенчи материалсем, старейшинӑсем пулӑшни тата пухури тӑвансемпе хутшӑнни пире мӗн тери нумай усӑ парать (Матф. 24:45). Иегова хӑвӑра мӗн тумаллине шӑпах кирлӗ вӑхӑтра кӑтартнине аса илме пултаратӑр-и?
17 Симон ятлӑ хӗрарӑм тӑван Туррӑн Сӑмахӗ мӗн тери хӑватлӑ пулнине хӑй туйса
курнӑ. Вӑл хӑй пирки ниме тӑман ҫын тесе шутланӑ тата хӑйне Турӑ хаклани пирки те иккӗленнӗ. Хӑйне уйрӑмах япӑх туйнӑ чухне Симон йӑлӑнсах Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл тӑрӑшса Библи вӗреннӗ. Иегова ҫинчен вӑл акӑ мӗн калать: «Иегова пулӑшманни, мӗн тумаллине кӑтартманни нихӑҫан та пулман». Ҫакӑ пурте ӑна савӑнӑҫне упраса хӑварма пулӑшнӑ.18. Иегова хӑвӑра хаклани пирки эсир мӗншӗн иккӗленместӗр?
18 Иегова хӑйӗн халӑхӗ пулма авалхи Израиль халӑхне суйласа илни ҫинчен Псалом юрлакан пӗлнӗ. «Хӑйӗн сӑмахне» те, «Хӑйӗн йӗркисемпе Хӑйӗн сучӗсене» те Иегова ҫав халӑха ҫеҫ панӑ. (Псалом 147:8, 9 вуласа пар.) Хальхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн ячӗпе ҫӳрекен халӑх пулма пире суйласа илсе чыс тунӑ. Иеговӑна пӗлнине пула тата унӑн Сӑмахӗнчи канашсемпе усӑ курнине пула эпир унӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр. 146-мӗшпе 147-мӗш псаломсен авторӗ пекех, пирӗн те Иеговӑна мухтама сӑлтавсем питӗ нумай.