Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова сӑмах панисем пурнӑҫланасса ӗненӗр

Иегова сӑмах панисем пурнӑҫланасса ӗненӗр

«Ӗненни вӑл... курӑнманнине курӑнаканни пек шанса тӑни» (ЕВР. 11:1).

ЮРӐСЕМ: 54, 43

1. Ӗненӳ ҫине христиансен мӗнле пӑхмалла?

ӖНЕНӲ вӑл — христиансемшӗн питӗ кирлӗ лайӑх ен, анчах та «пуртех ӗненмеҫҫӗ» тенӗ Библире (2 Фес. 3:2). Ҫапах та Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен кашнин ӗненӳ пур, ӑна Иегова кама мӗн чул кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ парать (Рим 12:3; Гал. 5:22). Хамӑра ӗненӳ панишӗн пирӗн пурин те Турра тав тумалла.

2, 3. а) Ӗненӳ пуррисем мӗнле пиллӗх илӗҫ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?

2 Иисус Христос каланӑ тӑрӑх, унӑн Ашшӗ ҫынсене хӑй патне ун урлӑ ҫывхарма пулӑшать (Иоанн 6:44, 65, ҪТ). Иисуса ӗненсен вара ҫынсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнаҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем ӗмӗрлӗхех Иеговӑпа туссем пулса тӑма пултараҫҫӗ (Рим 6:23). Мӗн тери чаплӑ шанчӑк! Эпир ҫакна тивӗҫлех-ши? Ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа та эпир вилӗме ҫеҫ тивӗҫлӗ (Пс. 102:10). Анчах та эпир ырӑ ӗҫсем тума пултарассине те Иегова асӑрханӑ. Иегова хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхӗпе пире ырӑ хыпара пӗтӗм чун-чӗререн йышӑнма пулӑшнӑ. Эпир Иисуса ӗненме пуҫларӑмӑр, халӗ вара пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пур. (1 Иоанн 4:9, 10 вуласа пар.)

3 Апла пулсан та, мӗн-ши вӑл ӗненӳ? Турӑ пире валли мӗнле пиллӗхсем хатӗрлесе хунине ӑнланнипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ-ши вӑл? Унсӑр пуҫне, хамӑр ӗненнине пирӗн мӗнле кӑтартмалла?

ПӖТӖМ ЧӖРЕРЕН ӖНЕНӖР

4. Ӗненӳ пире мӗн тума хавхалантармалла?

4 Ӗненӳ вӑл Турӑ мӗн тума шутласа хунине ӑнланни кӑна мар. Ку вӑл — Турӑ ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пурӑнма хавхалантарса тӑракан шалти вӑй. Пур ҫынна та ҫӑлса хӑвармашкӑн Турӑ мӗн кирлине веҫех тунине ҫын ӗненет пулсан, вӑл ыттисене ырӑ хыпар каламасӑр тӑрас ҫук. Павел апостол ӑнлантарса панӑ: «Эсӗ чӗлхӳ-ҫӑварупа ҫирӗппӗн Иисуса Ҫӳлхуҫа теетӗн пулсассӑн, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнине чӗрӳпе ӗненетӗн пулсассӑн — ҫӑлӑнӑн: пӗтӗм чӗререн ӗненни тӳрре кӑларать, ун ҫинчен чӗлхе-ҫӑварпа каласа тӑни ҫӑлӑнӑҫ кӳрет» (Рим 10:9, 10; 2 Кор. 4:13).

5. Мӗншӗн пире ӗненӳ питӗ кирлӗ тата ӑна ҫирӗп упрас тесе мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

5 Ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнас килет пулсан, пирӗн, паллах, ӗненӳ кӑтартмалла тата ӑна ҫирӗп упрамалла. Ӗненӗве шывсӑр пурӑнма пултарайман ӳсентӑранпа танлаштарма пулать. Чӗрӗ ӳсентӑранра, чӗрӗ маррипе танлаштарсан, пӗрмаях улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Ӳсентӑрана вӑхӑтра шӑвармасан вӑл типсе ларма пултарать, вӑхӑтра шӑварсан вара — парка та илемлӗ пулать. Ҫирӗп ӳсентӑран та шывсӑр шанса типсе ларӗ. Ӗненӳпе те ҫавӑн пек пулса тухма пултарать. Ҫирӗплетсе тӑмасассӑн вӑл та хавшаса кайса пӗтсе ларӗ (Лука 22:32; Евр. 3:12). Ҫавӑнпа манӑн ӗненӳ «ҫирӗп-и» тата эпӗ «хытӑран хытӑ» ӗненсе пыратӑп-и тесе хамӑра тӗрӗслесе тӑмалла (Тит 2:2; 2 Фес. 1:3).

ӖНЕНӲ ПИРКИ БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ

6. Еврейсем 11:1-мӗшӗ тӑрӑх, ӗненӳ мӗнле икӗ япалапа ҫыхӑннӑ?

6 Ӗненӳ мӗн иккенне Еврейсем 11:1-мӗшӗнче (вуласа пар) ӑнлантарса панӑ. Ҫак сӑвӑ йӗркинчен ӗненӳ икӗ япалапа ҫыхӑнни курӑнать. Пӗрремӗшӗнчен, ӗненни «ӗмӗтленнипе» ҫыхӑннӑ, тӗслӗхрен, пуласлӑхра пӗтӗм усаллӑха пӗтерсе ҫӗнӗ тӗнче тӑвасса шанса тӑнипе. Иккӗмӗшӗнчен, «курӑнманнипе» ҫыхӑннӑ. Пирвайхи текстра ҫак сӑвӑ йӗркинче «уҫӑмлӑ ҫирӗплетӳсем» текен грек сӑмахӗ тӑрать. Ҫак ҫирӗплетӳсем «курӑнманни» пуррине — Иегова Турӑ, Иисус Христос, ангелсем тата пӗлӗтри Патшалӑх пуррине —кӑтартса параҫҫӗ (Евр. 11:3). Хамӑрӑн шанчӑк чӗрӗ пулнине тата курӑнманнине ҫирӗп ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Хамӑр ӗҫсемпе тата сӑмахсемпе, унсӑрӑн пирӗн ӗненӳ пирки чӑн-чӑн ӗненӳ тесе калаймӑн.

7. Ӗненни мӗне пӗлтернине Ной тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

7 Еврейсем 11:7-мӗшӗнче Ной ҫирӗп ӗненни ҫинчен каланӑ. «Курӑнмасӑр килекен асап ҫинчен хӑйне пӗлтерсен, Ной, чунтан-вартан ӗненсе, хӑй кил-йышне ҫӑлма карап хатӗрленӗ»,— тенӗ унта. Ной пысӑк карап туни унӑн ҫирӗп ӗненӳ пулнине кӑтартса панӑ. Таврари ҫынсем унран ку ытла та пысӑк япалана мӗншӗн тӑватӑн тесе ыйтнах пулӗ. Ной ним чӗнмесӗр тӑма е ку сирӗн ӗҫ мар тесе калама пултарнӑ-ши? Ҫук, паллах! Ӗненнӗрен Ной ырӑ хыпара хӑюллӑн каланӑ тата Туррӑн суд кунӗ ҫывхарса килни ҫинчен асӑрхаттарнӑ. Ной вӗсене Турӑ хӑйне мӗн каланинех каланӑ пуль: «Пӗтесси ҫитрӗ, мӗн пурри Манӑн умӑмра пӗтӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр вӗсенӗн усал ӗҫӗсемпе тулса ҫитрӗ... Акӑ Эпӗ ӳтӗнче чӗмӗ пуррине, тӳпе айӗнчине, пурне те пӗтермешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп». Унсӑр пуҫне, Ной вӗсене карапа кӗрсен ҫеҫ ҫӑлӑнса юлма май пур тесе каланӑ паллах. Чӑнах та, Ной «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» пулнӑ. Ҫакӑ та унӑн ӗненӳ пуррине кӑтартнӑ (Пулт. 6:13, 17, 18; 2 Петр 2:5).

8. Чӑн христиансен ӗненӗвӗ пирки Иаков мӗн каланӑ?

8 Павел апостол ӗненӳ мӗн иккенне Турӑ сывлӑшӗ пӗлтернипе ӑнлантарса ҫырнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иаков хӑйӗн ҫырӑвне ҫырнӑ пулас. Павел та, Иаков та чӑн-чӑн ӗненӳ ӗҫсенчен курӑнать тесе ҫырнӑ. Иаков: «Ху ӗненнине ырӑ ӗҫӳсемсӗр кӑтарт-ха мана, хам ӗненнине эпӗ сана ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп»,— тесе ҫырнӑ (Иак. 2:18). Унтан вӑл ахаль ӗненни тата ӗненӗве ӗҫсемпе кӑтартни хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пур тенӗ. Демонсем те Турӑ пуррине ӗненеҫҫӗ, анчах та вӗсен чӑн-чӑн ӗненӳ ҫук. Унтан та ытларах — вӗсем Турӑ ирӗкне пурнӑҫлама чӑрмантарасшӑн (Иак. 2:19, 20). Ӗненекен ҫыннӑн вара ырӑ ӗҫсем туса Турра юрама тӑрӑшмалла. Авраам ҫавнашкал ҫын пулнӑ та. Иаков ун пирки ҫапла ҫырнӑ: «Авраам аттемӗр хӑйӗн Исаак ывӑлне парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хунӑ ӗҫӗпе тӳрре тухман-и вара? Куратӑн-и, ӗненни унӑн ӗҫне ӑнтарса пынӑ, вӑл ӗненни ӗҫӗсем урлӑ вӑй илсе ҫитнӗ». Пӗтӗмлетӳ туса Иаков ӗненӳ ӗҫсенчен курӑнмалла тесе тепӗр хут каланӑ: «Чун пулмасан ӳт вилет, ырӑ ӗҫ пулмасан ӗненни те вилӗпе пӗрех» (Иак. 2:21—23, 26).

9, 10. Ӗненӳ мӗншӗн питӗ кирлине ӑнланма Иоанн апостол пире мӗнле пулӑшать?

9 Вӑтӑр ытла ҫул иртсен Иоанн хӑйӗн Евангелине тата тепӗр виҫӗ ҫырӑвне ҫырнӑ. Ытти Библи ҫыракансем пекех Иоанн апостол та ӗненӳ мӗн иккенне лайӑх ӑнланнӑ. Ыттисемпе танлаштарсан, вӑл «ӗненӳ кӑтартни» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе ытларах усӑ курнӑ.

10 Иоанн ҫапла ҫырнӑ: «Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать; Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук» (Иоанн 3:36). Турӑ ывӑлӗ мӗн хушнине итленипе эпир хамӑр ӗненнине кӑтартатпӑр. Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен ӗненнине яланах ӗҫсемпе кӑтартмалла тенӗ Иисус. Унӑн сӑмахӗсене Иоанн час-часах хӑйӗн ҫырӑвӗсенче илсе панӑ (Иоанн 3:16; 6:29, 40; 11:25, 26; 14:1, 12).

11. Чӑнлӑха пӗлнишӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

11 Иегова пире хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ чӑнлӑха ӑнланма пулӑшнӑшӑн тата ӗненӳ панӑшӑн эпир мӗн тери пархатарлӑ! (Лука 10:21 вуласа пар.) Пирӗн нихӑҫан та Иеговӑна вӑл хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ, «хамӑр тӗн Пуҫлӑхӗ, тӗне туса ҫитернӗ Иисус» урлӑ, хӑй патне ҫывхарма панӑшӑн тав тума пӑрахмалла мар (Евр. 12:1, 2). Турра кӗлтуса тата унӑн Сӑмахне вӗренсе хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетнипе эпир Туррӑн пысӑк ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартма пултаратпӑр (Эф. 6:18; 1 Петр 2:2).

Май килнӗ чухне яланах ырӑ хыпар пӗлтернипе хӑвӑр ӗненнине кӑтартӑр (12-мӗш абзаца пӑхӑр.)

12. Ӗненӳ мӗнле ӗҫсенчен курӑнать?

12 Иегова сӑмах панисене ӗненнине пирӗн яланах ӗҫпе кӑтартмалла. Ҫавна эпир тӗрлӗ майпа тума пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерме тата вӗренекенсене хатӗрлеме пӑрахманнипе. Ҫавӑн пекех пурне те ырӑ тумалла, «пуринчен ытла хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене» (Гал. 6:10). Унсӑр пуҫне, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене мӗн аркатма пултарать, ҫавсенчен пуринчен те пӑрӑнас тесе тата «кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех» пӑрахас тесе вӑй хумалла (Кол. 3:5, 8—10).

ТУРРА ӖНЕННИ ВӐЛ — НИКӖСӖН ПӖР ПАЙӖ

13. Турра ӗненни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

13 Библире каланӑ: «Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук; Турӑ патне пыраканӑн Турӑ пуррине, Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑрнине ӗненсе тӑмалла» (Евр. 11:6). Туррӑн Сӑмахӗнче каланӑ тӑрӑх, ӗненӳ кашни христианинӑн пулмалла, вӑл «никӗсӗн» пӗр пайӗ (Евр. 6:1). Анчах та Турӑпа туслӑ пулас тесен тата ҫав туслӑха ҫухатас мар тесен, ӗненӳсӗр пуҫне пирӗн ытти лайӑх енсене те аталантармалла (2 Петр 1:5—7 вуласа пар; Иуда 20, 21).

14, 15. Ӗненӳпе танлаштарсан, мӗншӗн юрату кирлӗрех?

14 Ӗненӳ питӗ кирлине кӑтартмашкӑн Грек Ҫырӑвӗсене ҫыракансем ун ҫинчен ҫӗршер хут каланӑ. Ӗненӳпе танлаштарсан, ытти лайӑх енсем ҫинчен Библире ҫав таран час-часах каламан. Ҫакӑ христиансемшӗн ӗненӳ чи кирлӗ ен пулнине пӗлтерет-и?

15 Ӗненӳпе юрату ҫинчен Павел ҫапла каланӑ: «Тусене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫармалӑхах хытӑ ӗненетӗп пулсан та, хамра юрату ҫук пулсассӑн, эпӗ — нимӗн те мар» (1 Кор. 13:2). Иисусран «саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ» тесе ыйтсан, чи кирли — Турра юратни тенӗ вӑл (Матф. 22:35—40). Христиансен пулмалли лайӑх енсенчен нумайӑшӗ, ҫав шутрах ӗненӳ те, юратӑвӑн тӗрлӗ енӗсем шутне кӗреҫҫӗ. Библире «юрату... пурне те ӗненет» тенӗ. Урӑхла каласан, Турӑ Библире мӗн каланине пурне те юрату ӗненет (1 Кор. 13:4, 7).

16, 17. Библире ӗненӳпе юрату пӗрле тӑнине кӑтартакан сӑвӑ йӗркисене илсе парӑр. Ҫак икӗ лайӑх енрен хӑшӗ кирлӗрех тата мӗншӗн?

16 Ӗненӳ те, юрату та — питӗ кирлӗ енсем, ҫавӑнпа Грек Ҫырӑвӗнче ҫак лайӑх енсем час-часах пӗрле тӑнине курма пулать. Тӗслӗхрен, Павел тӑвансене «ӗненӳпе юратӑвӑн ҫапса витерейми тумтирне» тӑхӑнӑр тесе чӗнсе каланӑ (1 Фес. 5:8). Петр: «Эсир Иисус Христоса курмасӑрах юрататӑр, халиччен Ӑна курман пулсан та, Ӑна ӗненсе тӑратӑр»,— тесе ҫырнӑ (1 Петр 1:8). Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑвансенчен Иаков ҫапла ыйтнӑ: «Ҫирӗп ӗненекен тумашкӑн, Хӑйне юратакансене асӑннӑ Патшалӑха кӗртмешкӗн Турӑ тӗнчери чухӑн ҫынсене суйласа илмен-и-ха?» (Иак. 2:5). Иоанн: «Хӑй [Турӑ] хушнӑ пек, пирӗн Унӑн Ывӑлне Иисус Христоса ӗненмелле, пирӗн пӗр-пӗрне юратса тӑмалла»,— тенӗ (1 Иоанн 3:23).

17 Ӗненӳ питӗ кирлӗ, анчах та Турӑ сӑмах панисем тата эпир мӗне шанса тӑни пурнӑҫланнӑ хыҫҫӑн урӑх ҫавна ӗненмелле пулмасть. Юрату вара малашне те кирлӗ пулать: эпир Турра тата ҫывӑх ҫынсене хытӑрах юратма вӗренес тесе малалла та тӑрӑшӑпӑр. Акӑ мӗншӗн Павел ҫакӑн пек ҫырнӑ: «Халӗ акӑ ҫаксем виҫҫӗшӗ тӑраҫҫӗ: ӗненӳ, шанчӑк, юрату; юратӑвӗ ыттисенчен аслӑрах» (1 Кор. 13:13).

ӖНЕНӲ КӐТАРТНӐШӐН ИЕГОВА ПИРЕ ПИЛЛЕТ

18, 19. Ӗненӳ чӑн христиансем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрсе тӑни мӗнрен курӑнать тата ҫавӑншӑн кам мухтава тивӗҫлӗ?

18 Туррӑн хальхи вӑхӑтри ӗҫлекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине ӗненеҫҫӗ. Ҫавна пула тӗрлӗ ҫӗршывра пурӑнакан сакӑр миллион ытла ҫын пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем пурте святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ (Гал. 5:22, 23). Ӗненӳпе юрату чӑн христиансем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳрсе тӑни яр уҫҫӑн курӑнать!

19 Ҫакнашкал тӗлӗнмелле пӗрлӗх ҫынсен вӑйӗпе мар, Турӑ пулӑшнипе ҫеҫ пулма пултарать. Ҫак пӗрлӗх Иеговӑн «мухтавӗшӗн пулӗ, нихӑҫан арканми ӗмӗрлӗх паллӑшӑн пулӗ» (Ис. 55:13). Чӑнах та, «ҫӑлӑнасси» вӑл — «Турӑ панӑ ырӑлӑх» (Эф. 2:8). Иегова малашне те хӑйне ӗненме тата нумай-нумай ҫынна пулӑшса тӑрӗ. Юлашкинчен вара пӗтӗм ҫӗр пӗр ҫитменлӗхсӗр, тӳрӗ кӑмӑллӑ, телейлӗ ҫынсемпе тулса ларӗ, вӗсем пурте ӗмӗр-ӗмӗрӗпе Иеговӑна чыс-мухтав кӳрсе тӑрӗҫ!