Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Соломон храмӗн умӗнчи пӑлтӑрӗ мӗн ҫӳллӗш пулнӑ?

Пӑлтӑр витӗр храмӑн сӑваплӑ пӳлӗмне кӗнӗ пулнӑ. Библире: «Ҫурт умӗнчи пӑлтӑрӑн тӑршшӗ, Ҫурт сарлакӑшне кура, ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ вара ҫӗр ҫирӗм чике пулнӑ», — тенӗ (2 Ҫул. 3:4). Библин ытти куҫарӑвӗсенче, ҫав шутрах 2023 ҫулччен тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӗн кӑларӑмӗсенче те, «120 чике» тенӗ. Ҫакӑ чӑнах та ҫапла пулнӑ пулсан ҫав пӑлтӑр 53 метр ҫӳллӗш башня пулнӑ!

Анчах та 2023 ҫултан пуҫласа «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура Соломон храмӗн пӑлтӑрӗн ҫӳллӗшӗ 20 чике, е 9 метра яхӑн, пулнӑ тесе ҫырма пуҫланӑ a. Мӗншӗн? Акӑ темиҫе сӑлтав.

3 Патшасен 6:3-мӗшӗнче пӑлтӑрӑн ҫӳллӗшӗ пирки асӑнман. Патшасен кӗнекине ҫырнӑ Иеремия ҫак сӑвӑ йӗркинче пӑлтӑрӑн тӑршшӗпе вӑрӑмӑшӗ ҫинчен ҫырнӑ, ҫӳллӗшӗ ҫинчен вара ҫырман. Малалла, тепӗр сыпӑкра, вӑл храмӑн тӗрлӗ пайӗсем ҫинчен, ҫав шутрах вӑр-ҫаврака тинӗс, вунӑ пӗчӗк урапа тата пӑлтӑр умӗнче тӑнӑ икӗ пӑхӑр юпа ҫинчен тӗплӗн ҫырса панӑ (3 Пат. 7:15—37). Пӑлтӑрӑн ҫӳллӗшӗ чӑнах та 50 метр ытла пулнӑ пулсан тата вӑл храмран ҫӳллӗрех курӑнса тӑнӑ пулсан, мӗншӗн Иеремия ҫавӑн пирки асӑнман-ши? Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен те еврейсен историкӗсем пӑлтӑр Соломон храмӗнчен ҫӳллӗрех пулнӑ тесе ҫырман.

Пӑлтӑрӑн ҫӳллӗшӗ 120 чике пулнӑ пулсан, унӑн стенисем чӑтайман пулӗччӗҫ пуль. Авалхи вӑхӑтра чулран е кирпӗчрен тунӑ ҫӳллӗ ҫуртсем, сӑмахран, Египетри храмӑн хапхисем, аялта питӗ сарлака пулнӑ, ҫӳлелле — ансӑрланса пынӑ. Соломон храмне вара урӑхла тунӑ пулнӑ. Учёнӑйсем шутланӑ тӑрӑх, унӑн стенисем 6 чикерен, е 2,7 метртан, хулӑнрах пулман. Ҫавӑнпа та Те́одор Бу́синк, архитектура историкӗ, ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Пӑлтӑрӑн стенисен хулӑнӑшне шута илсен, унӑн ҫӳллӗшӗ 120 чике пулма пултарайман».

Ҫырса илекенсем 2 Ҫулсеренхи 3:4-мӗшӗнче йӑнӑш тума пултарнӑ. Хӑш-пӗр авалхи манускриптсенче ҫак сӑвӑ йӗркинче 120 тесе ҫырнӑ. Шанӑҫа тивӗҫлӗ урӑх алҫырусенче вара, сӑмахран, Александрия кодексӗнче (пирӗн эрӑри V ӗмӗрте ҫырнӑ тесе шутлаҫҫӗ) тата Амвросий кодексӗнче (пирӗн эрӑри VI ӗмӗрте ҫырнӑ тесе шутлаҫҫӗ), ҫак сӑвӑ йӗркинче «20 чике» тесе ҫырнӑ. Мӗншӗн ҫырса илекен йӑнӑшса «120» тесе ҫырса хума пултарнӑ? Еврей чӗлхинче 120 тенине «ҫӗр тата ҫирӗм» тесе ҫыраҫҫӗ, «20 чике» тенине вара — «чике ҫирӗм». «Ҫӗр» тата «чике» сӑмахсем пӗрпекрех ҫырӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫырса илекен «чике ҫирӗм» вырӑнне «ҫӗр тата ҫирӗм» ҫырма пултарнӑ.

Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн пек вак-тӗвексене пӗлме пире интереслӗ. Тата эпир Соломон храмне май килнӗ таран тӗрӗсрех ӳкерме тӑрӑшатпӑр. Анчах та ҫак храм аслӑ сӑнарлӑ храма сӑнарласа пани пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗрех. Эпир сӑнарлӑ храмра пуҫҫапма пултарнӑшӑн ҫав тери пархатарлӑ (Евр. 9:11—14; Ӳлӗм. 3:12; 7:9—17).

a 2023 ҫул хыҫҫӑн тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарура 2 Ҫулсеренхи 3:4-мӗш валли илсе панӑ сноскӑра ҫапла каланӑ: «Хӑш-пӗр авалхи алҫырусенче „120“ тенӗ, урӑх алҫырусенче тата Библин ытти куҫарӑвӗсенче вара „20 чике“ тенӗ».