Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Авалхи Израильте юрӑ-кӗвӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ тесе мӗншӗн калама пулать?

АВАЛХИ Израильте юрӑ-кӗвӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Библире музыка инструменчӗсемпе калани ҫинчен тата юрлани ҫинчен нумай асӑннӑ. Чӑннипе каласан, Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн вуннӑмӗш пайӗ тенӗ пекех юрӑсем. Вӗсенчен чи паллисем Псалом, Юрӑсен юрри тата Иеремия хӳхлевӗ. Авалхи пурнӑҫ пирки калакан кӗнекере: «Израильтянсем хӑйсен пурнӑҫӗнче юрӑ-кӗвӗпе час-часах усӑ курни Библирен уҫҫӑн курӑнать», — тенӗ a.

Кулленхи пурнӑҫра юрӑ-кӗвӗ калани. Юрӑ-кӗвӗ каласа израильтянсем хӑйсем мӗн туйнине кӑтартнӑ (Ис. 30:29). Ҫӗнӗ патша лартнӑ чухне, вӑрҫӑсенче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн тата уявсенче хӗрарӑмсем бубен ҫапнӑ, хавассӑн юрланӑ тата ташланӑ (Тӳр. 11:34; 1 Пат. 18:6, 7; 3 Пат. 1:39, 40). Кам та пулин вилсен вара израильтянсем хуйхӑрнине кӑтартса хурлӑхлӑ юрӑсем юрланӑ (2 Ҫул. 35:25). Макклинтокпа Стронгӑн энциклопедийӗнче «израильтянсем юрӑ-кӗвӗ калама, юрлама питӗ юратнӑ» тенӗ.

Патша керменӗнче юрӑ-кӗвӗ калани. Израиль патшисем юрӑ-кӗвве питӗ юратнӑ. Саул Давида хӑйӗн патне кӗсле калама илнӗ (1 Пат. 16:18, 23). Давид хӑй патша пулса тӑрсан музыка инструменчӗсене ӑсталанӑ, хитре юрӑсем хайланӑ тата оркестр йӗркеленӗ. Ҫав оркестр каярахпа Иеговӑн храмӗнче вылянӑ (2 Ҫул. 7:6; Ам. 6:5). Соломон патшан керменӗнче вара арҫын юрӑҫсемпе хӗрарӑм юрӑҫсем пулнӑ (Еккл. 2:8).

Турра пуҫҫапнӑ чухне юрӑ-кӗвӗ калани. Турра пуҫҫапнӑ чухне юрӑ-кӗвӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Сӑмахран, Иерусалимри храмра юрӑ-кӗвӗ калакан 4 000 ҫын пулнӑ (1 Ҫул. 23:5). Вӗсем труба кӑшкӑртнӑ, кимвал ҫапнӑ, кӗслепе тата ытти хӗлӗхлӗ инструментсемпе каланӑ (2 Ҫул. 5:12). Анчах та ӑста музыкантсем кӑна мар, ытти ҫынсем те юрӑ-кӗвӗ каласа Иеговӑна мухтанӑ. Нумай израильтянин Иерусалима ҫулсеренхи уявсене кайнӑ май «Улӑхнӑ чухнехи юрӑсем» юрланӑ (Пс. 119—133). Унсӑр пуҫне, Пасха уявӗ вӑхӑтӗнче, иудейсен авалхи алҫырӑвӗсенче ҫырнӑ тӑрӑх, израильтянсем Халлел b текен псаломсем юрланӑ.

Туррӑн ӗҫлекенӗсемшӗн юрӑ-кӗвӗ халӗ те питӗ пӗлтерӗшлӗ (Иак. 5:13). Юрӑсем юрлани Иеговӑна пуҫҫапни шутне кӗрет (Эф. 5:19). Юрӑ-кӗвӗ пире хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе пӗрлештерет (Кол. 3:16). Унсӑр пуҫне, юрӑ-кӗвӗ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать (Ап. ӗҫ. 16:25). Юрӑ-кӗвӗ пурри мӗн тери аван! Вӑл пире Иеговӑна ӗненнине тата юратнине кӑтартма май парать.

a Jonathan L. Friedman. Music in Biblical Life: The Roles of Songs in Ancient Israel. Jefferson, NC, 2013. P. 13.

b Израильтянсем 112—117 Псаломсене Халлел тенӗ. Ҫав псаломсене вӗсем Иеговӑна мухтаса юрланӑ.