Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫӗр ҫул каялла. 1924 ҫул

Ҫӗр ҫул каялла. 1924 ҫул

«ҪУЛТАЛӐК пуҫламӑшӗ — шыва кӗнӗ кашни христианиншӑн... Ҫӳлхуҫашӑн ытларах ӗҫлес тесе мӗн тумалли ҫинчен шухӑшламалли чи майлӑ вӑхӑт». Ҫак сӑмахсене 1924 ҫулхи январьте тухнӑ «Бюллетеньре» a ҫырнӑ пулнӑ. Библи Тӗпчекенсем ҫулталӑкӗпех ҫав сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ: вӗсем хӑюллӑн ырӑ хыпар сарнӑ тата ҫавна тума ҫӗнӗ майсем тупнӑ.

ХӐЮЛЛӐН ЭФИРА ТУХАТПӐР

Вефильти тӑвансем Нью-Йоркри Ста́тен утравӗнче WBBR радиостанцие тумашкӑн ҫулталӑк ытла вӑй хунӑ ӗнтӗ. Вӗсем йывӑҫсем касса вырӑн хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне, ӗҫлекенсем валли пысӑк ҫурт тата студи валли уйрӑм ҫурт хӑпартнӑ. Ҫак ӗҫсене туса пӗтерсен тӑвансем эфира тухмалли оборудование вырнаҫтарма пуҫланӑ. Анчах та йывӑрлӑхсемсӗр пулман.

Тӗп антеннӑна лартма питӗ йывӑр пулнӑ. 90 метр ытла вӑрӑмӑш антеннӑна 60 метр ытла ҫӳллӗш икӗ мачта хушшине ҫакса хумалла пулнӑ. Пӗрре туса пӑхнипех ӗҫ тухман. Анчах тӑвансем парӑнман. Вара Иегова пулӑшнипе веҫех туса ҫитернӗ. Ҫав ӗҫе хутшӑннӑ Ка́лвин Про́ссер ҫапла аса илнӗ: «Пӗрре туса пӑхнипех ӗҫ тухатчӗ пулсан эпир мухтанса хамӑр пирки: „Мӗнле маттур вӗт-ха эпир!“ — тенӗ пулӑттӑмӑрччӗ». Анчах та тӑвансем хӑйсем ҫав ӗҫе Иегова пулӑшнипе кӑна тума пултарнине ӑнланнӑ. Ҫапах та ку пӗртен-пӗр йывӑрлӑх пулман-ха.

WBBR радиостанцийӗн антенни валли мачтӑсенчен пӗрне лартаҫҫӗ

Радиовещани ун чухне ҫӗнӗ япала пулнӑ. Ҫавӑнпа та лавккана кайса кирлӗ оборудовани туянма май пулман. Анчах та тӑвансем такам тунӑ 500 ватлӑ передатчик тупса алран туяннӑ. Микрофона вара ахаль телефонран кӑларса илнӗ. Февраль уйӑхӗнчи пӗр каҫ тӑвансем ҫав конструкцие тӗрӗслесе пӑхма шут тытнӑ. Мӗн те пулин выляттармалла пулнӑран вӗсем Патшалӑх юррисене юрлас тенӗ. Ҫавӑ мӗнпе вӗҫленнине Эрне́ст Ло́у йӑл кулса аса илнӗ: «Эпир юрланӑ чухне студие Рутерфорд судья b шӑнкӑравларӗ». Вӑл ҫав передачӑна вӗсенчен 25 ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ Бруклинра итленӗ пулнӑ.

Рутерфорд тӑван: «Ӳлӗме пӑрахӑр. Урамри кушаксем пекех макӑратӑр», — тенӗ. Тӑвансем тӳрех передатчика сӳнтернӗ. Паллах, вӗсем кӑштах аванмарланса кайнӑ, анчах та оборудовани ӗҫленине тата эфира тухма веҫех хатӗр пулнине ӑнланса илнӗ.

1924 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче, пӗрремӗш передача тухнӑ чухне, Рутерфорд тӑван радиостанцие «Мессианла Патшалӑхӑн ӗҫне тумашкӑн» халалланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, радиостанцин тӗллевӗ — «пур ҫынна та, вӗсем кирек мӗнле тӗне тытса тӑрсан та, Библие лайӑхрах пӗлме тата эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине ӑнланма пулӑшасси».

Сулахай енче: Рутерфорд тӑван пӗрремӗш студире

Сылтӑм енче: передатчик тата трансляци валли оборудовани

Пӗрремӗш передача питӗ лайӑх иртнӗ. Тепӗр 33 ҫул хушши Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпар сармашкӑн WBBR радиостанципе нумай усӑ курнӑ.

ТӖН ПУҪЛӐХӖСЕНЕ ХӐЮЛЛӐН ПИТЛЕТПӖР

1924 ҫулхи июльте Библи Тӗпчекенсем Ога́йо штатӗнчи Колумбусра конгреса пуҫтарӑннӑ. Вӗсем тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ. Докладсене акӑлчан, араб, венгр, грек, итальян, литва, нимӗҫ, поляк, вырӑс, украин, француз тата скандинав чӗлхисемпе итлеме май пулнӑ. Хӑш-пӗр докладсене радиопа выляттарнӑ. Тата, тӑвансем ыйтнипе, вырӑнти хаҫат конгресра мӗн пулса иртнине кашни кун ҫырса тӑнӑ.

Огайо штатӗнчи Колумбусри конгресс. 1924 ҫул

Июлӗн 24-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, 5 000 ытла арҫын тӑванпа хӗрарӑм тӑван ырӑ хыпар сарма кайнӑ. Вӗсем 30 000-е яхӑн кӗнеке салатнӑ тата пин-пин ҫынпа Библи вӗренме пуҫланӑ. «Хурал башнинче» ҫав кун пирки «конгресӑн чи савӑнӑҫлӑ пайӗ» тенӗ.

Июлӗн 25-мӗшӗнче, эрнекун, тата пӗр пӗлтерӗшлӗ событи пулса иртнӗ. Доклад вӑхӑтӗнче Рутерфорд тӑван тӗн пуҫлӑхӗсене питлекен документа вуласа панӑ. Ӑна юристсен докуменчӗ пек ҫырнӑ пулнӑ. Унта политика ертӳҫисем, тӗн пуҫлӑхӗсем тата бизнесменсем ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ парас пиллӗхсем ҫинчен пӗлме чӑрмантараҫҫӗ тенӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне, унта ҫав ҫынсем «Нацисен Лиги майлӑ тӑнӑ тата ун урлӑ Турӑ ҫӗр ҫинче ертсе пырать тесе калаҫҫӗ» тенӗ. Ҫак хыпара пӗлтермешкӗн Библи Тӗпчекенсен питӗ хӑюллӑ пулмалла пулнӑ.

Каярахпа «Хурал башнинче» ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Колумбусра пуҫтарӑннӑ Ҫӳлхуҫан пысӑках мар ҫарӗ ӗненӗве тата хытӑрах ҫирӗплетнӗ... ...Халӗ вӗсем нимӗнле вӑйран та, тӑшманӑн ҫунакан ухӑ йӗпписенчен те хӑрамаҫҫӗ». Ҫав конгресра пулнӑ Ле́о Кла́ус ҫапла аса илнӗ: «Конгресран кайнӑ чухне эпир унта мӗн илтнине хамӑр пурӑнакан вырӑнти пур ҫынна та каласа парасшӑн ҫунаттӑмӑр».

«Тӗн пуҫлӑхӗсем айӑплӑ» буклет

Рутерфорд конгресра вуланӑ сӑмахсене каярахпа «Тӗн пуҫлӑхӗсем айӑплӑ» текен буклетра пичетленӗ пулнӑ. Ҫак буклет миллион-миллион экземплярпа тухнӑ, вара октябрьте Библи Тӗпчекенсем ӑна салатма пуҫланӑ. Кливлендра, Оклахо́ма штатӗнчи пӗчӗк хулара, Фрэнк Джо́нсон тӑван хӑйӗн участокӗнче буклетсем салатса тухнӑ та тӑвансем хӑйне килсе илессе кӗтнӗ. Унӑн пӗр 20 минут кӗтмелле пулнӑ. Анчах та урамра кӗтме хӑрушӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ӑна вӑл ырӑ хыпар сарнӑшӑн тарӑхса кайнӑ арҫынсем шыранӑ. Джонсон тӑван ҫывӑхри чиркӳре пытанас тенӗ. Чиркӳре никам та пулман, ҫавӑнпа та вӑл «Тӗн пуҫлӑхӗсем айӑплӑ» пӗр буклета пасторӑн Библи ӑшне чиксе хунӑ тата ҫав буклетсене саксем ҫине хурса тухнӑ. Вӑл вӑр-вар ӗҫленӗ. Вӑхӑчӗ татах та юлнӑран вӑл тепӗр икӗ чиркӳре те ҫавнах тунӑ.

Фрэнк тӑвансемпе тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ вырӑна чупса ҫитнӗ те автозаправка хыҫне пытаннӑ. Ҫав вырӑнтан вӑл хӑйне шыракан арҫынсем машинӑпа иртсе кайнине курнӑ, вӗсем ӑна асӑрхаман. Нумай та вӑхӑт иртмен, тӑвансем ҫитнӗ. Вӑл машинӑна сикнӗ те, вӗсем кайнӑ.

«Хуларан тухса кайнӑ чухне эпир ҫав виҫӗ чиркӗве курса юлтӑмӑр, — аса илнӗ пӗр арҫын тӑван. — Кашни умӗнчех 50 ҫын патнелле тӑратчӗ. Хӑш-пӗрисем буклет вулатчӗҫ, теприсем ӑна пастора кӑтартатчӗҫ. Юрать-ха эпир вӑхӑтра тухса тартӑмӑр! Иегова пире тӑшмансен куҫӗ умӗнчех хӑйӗн ӗҫне тума пулӑшнӑшӑн эпир ӑна тав турӑмӑр».

ТӖРЛӖ ҪӖРШЫВРА ХӐЮЛЛӐН ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР

Юзеф Кретт

Ытти ҫӗршывсенче те Библи Тӗпчекенсем ҫавӑн пекех хӑюллӑ пулнӑ. Францин ҫурҫӗр пайӗнче Ю́зеф Кретт Польшӑран килнӗ шахтёрсене ырӑ хыпар каланӑ. Вӑл «Вилнисем кӗҫех чӗрӗлсе тӑрӗҫ» текен доклада калас тенӗ. Пухури тӑвансем ӑна чӗнӳ хучӗсене салатма пулӑшнӑ. Вырӑнти священник ҫавӑн ҫинчен пӗлсен хӑйӗн чиркӗвне ҫӳрекен ҫынсене унта ура та ярса ан пусӑр тенӗ. Анчах та пачах урӑхла пулса тухнӑ. 5 000 ытла ҫын, ҫав шутрах священник та, доклада итлеме пынӑ. Кретт тӑван священника хӑй мӗне ӗненнине хӳтӗлеме ыйтнӑ, анчах та лешӗ килӗшмен. Доклад хыҫҫӑн пирӗн тӑван хӑйӗн пур литературине те салатса пӗтернӗ, мӗншӗн тесен ҫынсем Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырнине пӗлесшӗн ҫуннӑ (Ам. 8:11).

Клод Браун

Клод Бра́ун Африкӑри Ганӑна (унччен ӑна Ылтӑн Ҫыран тенӗ) ырӑ хыпар сарма кайнӑ. Вӑл докладсем каланӑ, литература салатнӑ. Ҫавна пула нумай ҫын чӑнлӑха илтнӗ. Джон Бла́нксон, фармацевта вӗренекенскер, Браун тӑванӑн пӗр докладне итленӗ чухне чӑнлӑха тупнине ӑнланса илнӗ. «Савӑннипе эпӗ ниҫта та кайса кӗрейместӗмччӗ, — аса илет Джон. — Пӗрле вӗренекенсене чӑнлӑх ҫинчен ҫӑвара хупмасӑр калаттӑм».

Джон Бланксон

Библирен Джон Турӑ Троица пулманнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ҫавӑн ҫинчен священникран ыйтса пӗлмешкӗн англикан чиркӗвне кайнӑ. Анчах та священник ӑна: «Эсӗ христианин мар, эсӗ Шуйттан чури! Кай кунтан!» — тесе хӑваласа янӑ.

Киле таврӑнсан Джон священник патне ҫыру ҫырса янӑ. Унта вӑл тӗл пулса ҫынсем умӗнче Троица ҫинчен калаҫма сӗннӗ. Священник вара ӑна аслӑ преподаватель патне кайма хушнӑ. Преподаватель Джонран: «Эсӗ чӑнах та священник патне ҫыру ҫырнӑ-и?» — тесе ыйтнӑ.

— Ҫапла, сэр, — хуравланӑ Джон.

Преподаватель Джона священник патне ҫыру ҫырса каҫару ыйтма хушнӑ. Ҫавӑнпа та Джон ҫапла ҫырнӑ:

«Сэр, преподаватель сирӗнтен каҫару ыйтма хушрӗ. Эсир хӑвӑр суяна вӗрентнине йышӑнсан эпӗ те каҫару ыйтӑп».

— Бланксон, эсӗ чӑнах та ҫапла ҫырса ярасшӑн-и? — тӗлӗннӗ преподаватель.

— Ҫапла, сэр. Ҫырас пулсан та ҫакна кӑна ҫыратӑп.

— Сана кунтан тӳрех кӑларса яраҫҫӗ вӗт. Эсӗ патшалӑх чиркӗвӗн священникне хирӗҫ каланӑ ҫӗртенех патшалӑх учрежденийӗнче вӗренме пултаратӑп тесе шутлатӑн-и?

— Сэр, сирӗн лекцисене итленӗ чухне мӗн те пулин ӑнланмасан эпир ыйтусем пама пултаратпӑр вӗт?

— Паллах, пултаратӑр.

— Эпӗ шӑп ҫапла турӑм та. Ҫав джентльмен пире Библие вӗрентетчӗ, эпӗ вара ӑна ыйту патӑм. Вӑл ҫав ыйту ҫине хуравлаймасть пулсан мӗншӗн манӑн унран каҫару ыйтмалла?

Бланксон нимӗнле ҫыру ҫырман пулин те, ӑна хӑй вӗреннӗ ҫӗртен кӑларса яман.

МАЛАЛЛА МӖН ПУЛАТЬ?

Ҫулталӑк вӗҫӗнче «Хурал башнинче» ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Эпир Давидӑн сӑмахӗсемпе пӗтӗмпех килӗшетпӗр: „Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхрӑн“ (Псалом 17:40). Ҫакӑ питӗ чаплӑ ҫул пулчӗ! Эпир ӑнӑҫлӑ пултӑмӑр, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа алли пирӗнпе пулчӗ... Унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем... хаваспах ырӑ хыпар сарчӗҫ».

Ҫав ҫул вӗҫӗнче тӑвансем Чикагоран аякрах мар тепӗр радиостанци тума шутланӑ. Ӑна WORD ят панӑ, ҫакӑ «сӑмах» тенине пӗлтерет. Ҫак ят питӗ вырӑнлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫав радиостанцие пула Турӑ Сӑмахӗ тата анлӑрах сарӑлнӑ. 5 000 ватлӑ передатчик ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм аякка, Канадӑна ҫитичченех, сигнал янӑ.

1925 ҫулта Иегова Ӳлӗмхи кӗнекери 12-мӗш сыпӑкри пророкла каланине лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ. Ҫӗнӗлле ӑнлантарса пани хӑш-пӗрисене килӗшмен, вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме те пӑрахнӑ. Тӑвансенчен ытларахӑшӗ вара тӳпере мӗн пулса иртни ҫинчен тата ҫакӑ ҫӗр ҫинчи Туррӑн халӑхӗ ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен пӗлсен питӗ савӑннӑ.

a Халӗ «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ.

b Ҫав вӑхӑтра Библи Тӗпчекенсен ӗҫ-хӗлне ертсе пыракан Джозеф Франклин Рутерфорд тӑвана «судья» тенӗ. Мӗншӗн тесен Вефильте ӗҫлеме пуҫличчен вӑл Миссури штатӗнчи 8-мӗш суд округӗнче ятарлӑ судья пулса ӗҫлекеленӗ.