Мӑшӑр улталарӗ пулсан
МӐШӐР улталани ураран ӳкерет. Хӑш-пӗрисем мӑшӑра каҫарма шутлаҫҫӗ тата хутшӑнусене лайӑхлатма вӑй хураҫҫӗ *. Мӑшӑрсем ҫемьене упраса хӑвараҫҫӗ-и е ҫук-и, ҫав-ҫавах мӑшӑр улталани нумай асап кӳрет. Чун ыратӑвне пусарма мӗн пулӑшма пултарать?
ЙӐПАТМА ПУЛТАРАКАН БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕМ
Мӑшӑр улталани питӗ нумай хуйхӑ кӳрет, анчах та Библи йӑпатма пултарать. Ӑна вуланӑ май ҫынсем Турӑ вӗсен куҫҫульне тата чун ыратӑвне курнине ӑнланса илеҫҫӗ (Малахия 2:13—16).
«Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать» (Псалом 93:19).
«Ҫак сӑмахсене вуланӑ чухне эпӗ Иегова * юратакан атте пекех хама лӑплантарнине куҫ умне кӑларса тӑрататтӑм»,— тет Билл.
«Эй Ҫӳлхуҫамӑм, шанчӑклӑ Туррӑм» (Псалом 30:6).
Карменӑн упӑшки ӑна темиҫе уйӑх хушши улталаса пурӑннӑ. Кармен ҫапла калать: «Манӑн упӑшка мана шанчӑклӑ пулман. Иегова пирки вара вӑл мана нихӑҫан та сутмӗ тесе ҫирӗппӗн калама пултаратӑп. Вӑл мана нихӑҫан та пӑрахмӗ».
«Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра... каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Филиппӑ 4:6, 7).
«Эпӗ ҫак сӑмахсене нумай хут вуласа тухрӑм,— тет Саша.— Турра мӗн чухлӗ ытларах кӗлтӑваттӑм, ҫавӑн чухлӗ хама лӑпкӑрах туяттӑм».
Ҫак ҫынсен пурин те парӑнас шухӑш пулнӑ. Анчах та вӗсем Иегова Турра шаннӑ. Унӑн Сӑмахӗ, Библи, вӗсене малалла пурӑнма пулӑшнӑ. Билл хӑйӗн туйӑмӗсем пирки ҫапла калать: «Пурнӑҫ пӗтнӗ пек туйӑннӑ чух ӗненӳ манӑн пурнӑҫа тӗллевлӗ турӗ. Эпӗ пӗр вӑхӑт „вилӗм ӗмӗлки тӑракан айлӑмпа“ пытӑм пулсан та, Турӑ манпа юнашар пулчӗ» (Псалом 22:4).