Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пӗр-пӗрне чыс кӑтартма васкатӑр-и?

Пӗр-пӗрне чыс кӑтартма васкатӑр-и?

Пӗр-пӗрне чыс кӑтартма васкатӑр-и?

«Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме [«чыс кӑтартма», ҪТ] васкӑр» (РИМ 12:10, ҪХ).

1, 2. а) Римри ӗненекенсем патне янӑ ҫырура Павел мӗн тума чӗнсе калать? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?

 РИМРИ христиансем патне янӑ ҫырура Павел апостол пирӗн, христиансем пулнӑ май, пухура пӗр-пӗрне юратма питӗ кирлине палӑртать. Вӑл пирӗн юрату «ячӗшӗн туни ан пултӑр» тесе аса илтерет. Апостол ҫавӑн пекех «пӗр-пӗрне тӑванла... юратасси» пирки калать те ҫав юрату чунтан, е ӑшшӑн юратни пултӑр тесе палӑртать (Рим 12:9, 10а).

2 Паллах ӗнтӗ, пӗр-пӗрне тӑванла юратни вӑл — ыттисем патне ӑшӑ туйӑмсем пулни кӑна мар. Ҫав туйӑмсене ӗҫпе кӑтартмалла. Эпир хамӑр юратӑва нимӗнле майпа та кӑтартмастпӑр пулсан, ун ҫинчен никам та пӗлеймӗ. Ҫавӑнпа та Павел малалла ҫапла чӗнсе калать: «Пӗр-пӗрне хисеплеме [«чыс кӑтартма», ҪТ] васкӑр» (Рим 12:10ӑ, ҪХ). Чыс кӑтартасси шутне мӗн кӗрет? Мӗншӗн пӗрле ӗненекенсене чыс кӑтартма васкамалла? Ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр?

Чыс тата хисеп

3. Библие ҫырнӑ чӗлхесенче «чыс» текен сӑмах мӗне пӗлтерет?

3 «Чыс» тесе куҫарнӑ авалхи еврей сӑмахӗ, тӗпрен илсен, «йывӑрӑш» тенине пӗлтерет. Кама чыс кӳреҫҫӗ, ҫав ҫынна ятлӑ-сумлӑ е кирлӗ ҫын тесе шутлаҫҫӗ. Сӑваплӑ Ҫырура ҫав сӑмахах час-часах «чап», е мухтав, тесе куҫараҫҫӗ, ҫакӑ вара ҫавӑн пек ҫынна питӗ хакланине кӑтартса парать (Пулт. 45:13). Библире чыс тесе куҫарнӑ авалхи грек сӑмахӗ сума суни, питӗ кирлӗ, питӗ хаклӑ текен шухӑшпа ҫыхӑннӑ (Лука 14:10). Чӑнах та ӗнтӗ, кама эпир чыс кӑтартатпӑр, ҫавна эпир хаклатпӑр тата пире вӑл питӗ кирлӗ.

4, 5. Чыс тата хисеп пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ? Тӗслӗх тӑрӑх кӑтартса парӑр.

4 Ытти ҫынсене чыс кӑтартасси шутне мӗн кӗрет? Пурте хисепленинчен пуҫланать. «Чыс» тата «хисеп» текен сӑмахсене, пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑран, час-часах пӗрле усӑ кураҫҫӗ. Чыс туни вӑл — хисепленине кӑтартни, е тулашӗнчен палӑртни. Урӑхла каласан, хисеплени ытларах хамӑр христиан-тӑван ҫине мӗнле пӑхнипе ҫыхӑннӑ, чыс туни вара — эпир хамӑра унпа мӗнле тытнипе.

5 Христианин пӗрле ӗненекенсене чӑннипех хисеплемест пулсан, вӑл вӗсене чун-чӗререн чыс кӑтартма пултарать-и вара? (3 Иоан. 9, 10). Ӳсентӑран лайӑх тӑпра ҫинче ӳсет пулсан кӑна вӑл ешерме тата пирӗн куҫа нумайччен савӑнтарма пултарӗ, ҫавӑн пекех чыс туни те чун-чӗререн хисеплени ҫинче никӗсленсе тӑрать пулсан кӑна нихӑҫан улшӑнмӗ тата чӑн-чӑн чыс туни пулӗ. Ячӗшӗн кӑна чыс тунинче чун-чӗререн хисеплени ҫук пирки вӑл пӗтсе ларатех — халӗ е каярахпа. Ҫавӑнпа та христиансене пӗр-пӗрне чыс кӑтартма чӗнсе калас умӗн Павел: «Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр»,— тесе каланинчен тӗлӗнме кирлӗ мар (Рим 12:9; 1 Петр 1:22 вуласа пар).

«Турӑ евӗрлӗ» пултарнисене чыс кӑтартӑр

6, 7. Мӗншӗн пирӗн ыттисене хисеплемелле?

6 Чун-чӗререн хисеплемесӗр чыс кӑтартма май ҫук пирки христиан-тӑвансене пурне те мӗншӗн хисеплеме кирли ҫинчен калакан Библире кӑтартнӑ сӑлтавсене асра тытмалла. Ҫав сӑлтавсенчен иккӗшне пӑхса тухар.

7 Ҫӗр ҫинче пултарнисемпе танлаштарсан ҫынсене «Турӑ евӗрлӗ» тунӑ (Иак. 3:9). Ҫавӑнпа та Туррӑн мӗнле лайӑх енсем пур, вӗсем пирӗнте те пур, калӑпӑр, ҫаксем: юрату, ӑслӑлӑх тата тӗрӗслӗх. Эпир хамӑра Пултараканран тата темскер илнӗ. Псалом юрлакан калать: «Эй Ҫӳлхуҫа... Санӑн мухтавлӑху тӳперен те ҫӳллӗ! [...] Эсӗ... [ҫынна] Ангелсенчен кӑшт анчах кӗҫӗнрех тунӑ: ӑна мухтав та, чыс-хисеп те пилленӗ» (Пс. 8:2, 5, 6; 103:1) a. Турӑ ҫынсене хӑш-пӗр тивӗҫлӗх, мухтав тата чыс-хисеп парса пилленӗ е илемлетнӗ. Апла пулсан пӗр-пӗр ҫыннӑн тивӗҫлӗхне хисепленине кӑтартса эпир, чӑннипе каласан, ҫынна тивӗҫлӗх паракан Ҫӑлкуҫа, Иеговӑна, чыс кӳретпӗр. Пирӗн пур ҫынна та хисеплеме сӑлтавсем пур пулсан, пӗрле ӗненекенсене мӗн тери ытларах хисеплемелле! (Иоан. 3:16; Гал. 6:10).

Эпир пӗр ҫемьерен

8, 9. Пӗрле ӗненекенсене хисеплемеллине кӑтартакан мӗнле сӑлтав пирки Павел палӑртнӑ?

8 Пӗр-пӗрне мӗншӗн хисеплеме кирлине кӑтартакан тепӗр сӑлтав ҫинчен Павел палӑртнӑ. Христиансене пӗр-пӗрне чыс кӑтартма чӗнсе калас умӗн вӑл: «Пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр»,— тет. «Чунтан» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ҫемьене — ӑҫта пурте пӗр-пӗрне юратса пулӑшса тӑраҫҫӗ — пӗрлештерсе тӑракан тачӑ ҫыхӑнусене кӑтартса парать. Ҫапла майпа, ҫак сӑмахпа усӑ курса, Павел пухури хутшӑнусем, ҫирӗп ҫемьери пекех, ҫывӑх та кӑмӑлӑ пулмаллине палӑртать (Рим 12:5). Ҫавӑн пекех Павел ҫак сӑмахсене святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем патне — кама пӗр Атте, Иегова, ывӑллӑха илнӗ, ҫавсем патне пурин патне те ҫырни ҫинчен асра тытмалла. Ҫавӑнпа та вӗсем пӗр ҫемье пулнӑ теме пулать. Апла пулсан, Павел пурӑннӑ вӑхӑтри святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансен пӗр-пӗрне хисеплеме витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ паянхи христиансем пирки те ҫавнах калама пулать.

9 «Урӑх сурӑхсем» пирки вара мӗн калама пулать? (Иоан. 10:16). Турӑ вӗсене хальлӗхе ывӑллӑха илмен пулин те, вӗсен пӗр-пӗрне тӑван тесе чӗнме пур сӑлтав та пур, мӗншӗн тесен вӗсем пӗтӗм тӗнчери христиансен ҫемйине кӗреҫҫӗ (1 Пет. 2:17; 5:9). Урӑх сурӑхсен шутне кӗрекенсем мӗншӗн вӗсем пӗр-пӗрне «тӑван» тесе чӗннине ӑнланаҫҫӗ пулсан, вӗсен те пӗрле ӗненекенсене чун-чӗререн хисеплеме витӗмлӗ сӑлтав пур. (1 Петр 3:8 вуласа пар.)

Мӗншӗн питӗ кирлӗ?

10, 11. Пӗрле ӗненекенсене хисеплени тата чыс кӑтартни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

10 Мӗншӗн пӗрле ӗненекенсене хисеплени тата чыс кӑтартни питӗ кирлӗ? Ҫак сӑлтава пула: пӗрле ӗненекен тӑвансене чыс кӑтартнипе пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетме пулӑшатпӑр тата унта пурне те йӗркеллӗ пулма паратпӑр.

11 Эпир ҫакна ӑнланатпӑр: пирӗн, чӑн христиансем пулнӑ май, пире вӑй парса тӑракан чи хӑватлӑ ҫӑлкуҫсем пур — Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусем тата унӑн сывлӑшӗ пулӑшса тӑни. (Пс. 35:8; Иоан. 14:26). Ҫав вӑхӑтрах, пӗрле ӗненекенсем пире хакланине курса тӑни те пире вӑй парса тӑрать (Ытар. 25:11). Кам та пулин пире хисепленине сӑмахпа е мӗн те пулин тунипе кӑтартни пире хавхалантарать. Ҫакӑ пире пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа савӑнӑҫлӑн та ҫирӗппӗн пыма тата ытларах вӑй парса тӑрать. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек туйӑмсене эсир хӑвӑр ҫинче те туйнӑ.

12. Мӗнле майпа пухура пирӗнтен кашни пӗр-пӗрин хушшинчи хутшӑнусене кӑмӑллӑ та юратуллӑ пулма пулӑшать?

12 Пирӗн ҫуралнӑранпах хамӑра хисеплеттерес кӑмӑл пуррине Иегова пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ пире «пӗр-пӗрне... хисеплӗр» тесе чӗнсе калать (Рим 12:10; Матфей 7:12 вуласа пар). Паян кун та усӑ парса тӑракан ҫак канаша пурнӑҫра тытса пыракан христиансем пурте пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхра пӗр-пӗрин хушшинчи хутшӑнусене кӑмӑллӑ та юратуллӑ пулма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хушӑран хамӑртан: «Хӑҫан эпӗ юлашки хут пухури тӑвана сӑмахпа е ӗҫпе чун-чӗререн хисепленине кӑтартнӑ?» — тесе ыйтсан, лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Рим 13:8).

Пурне те тума хушнӑ ятарлӑ ӗҫ

13. а) Чыс кӑтартма камӑн васкамалла? ӑ) Рим 1:7-мӗш сӑвӑ йӗркинчи Павелӑн сӑмахӗсем мӗн кӑтартса параҫҫӗ?

13 Камӑн малтан чыс кӑтартма васкамалла? Христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсен пухушӑн «тӗслӗх» пулмалла тесе кӑтартать Библи (1 Пет. 5:3, ҪХ). Чӑнах та пухури нумай ӗҫсенче старейшинӑсем тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Анчах та вӗсем кӗтӗве пӑхса тӑракансем пулнӑ май, паллах ӗнтӗ, вӗсен пӗрле ӗненекенсене, ҫав шутра ытти старейшинӑсене те, чыс кӑтартма васкамалла. Сӑмахран, старейшинӑсем пухӑва Турӑпа ҫывӑхланас енчен мӗн кирлине пӑхса тухас тесе пуҫтарӑннӑ чухне вӗсем ытти старейшинӑсем мӗн каласшӑн пулнине тимлӗ итленипе пӗр-пӗрне чыс кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем пӗр-пӗр йышӑну тӑвас умӗн кашни старейшина мӗнле шухӑшланине тата мӗн каланине шута илнипе те чыс кӑтартаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 15:6—15). Анчах та Павел Римри ӗненекенсем патне янӑ хӑйӗн ҫырӑвне старейшинӑсем патне кӑна мар, пухури пур христиансем патне те ҫырса янине асра тытмалла (Рим 1:7). Апла пулсан, пӗр-пӗрне чыс кӑтартма васкамалла тесе паян пире пурне те чӗнсе каланӑ.

14. а) Чыс кӑтартасси тата чыс кӑтартас енчен пуҫарулӑха хамӑр ҫине илесси хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пуррине тӗслӗх тӑрӑх кӑтартса парӑр. ӑ) Пирӗн хамӑра мӗнле ыйту памалла?

14 Ҫавӑн пекех Павел панӑ канаша тата тепӗр енчен пӑхса тухар-ха. Вӑл Римри христиансене пӗр-пӗрне чыс кӑтартмалла тесе чӗнсе каланӑ кӑна мар, вӑл чыс кӑтартас енчен васкамалла, урӑхла каласан, пирӗн хамӑрӑн чи малтан пуҫаруллӑ пулмалла тесе хавхалантарнӑ. Ҫакӑнта уйрӑмлӑх пур-и? Ҫакна курма пире ҫак тӗслӗх пулӑшӗ. Вулама пӗлекен вӗренекенсене учитель вулама вӗренме хавхалантарнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук. Вӗсем вулама пӗлеҫҫӗ-ҫке. Ун вырӑнне учитель вӗсене лайӑхрах вулама вӗренме пулӑшас тесе тӑрӑшнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех, пӗр-пӗрне чыс кӑтартма хавхалантаракан юрату та эпир чӑн христиансем пулнине палӑртса тӑрать ӗнтӗ (Иоан. 13:35). Вулама вӗреннӗ вӗренекенсем лайӑхрах вулама вӗренсе пыма пултарнӑ пекех, эпир те ыттисене чыс кӑтартас тесе пуҫарулӑха хамӑр ҫине илес енчен ҫитӗнӳсем тума пултаратпӑр (1 Фес. 4:9, 10). Ҫак ятарлӑ ӗҫе пире пурне тума хушнӑ. Пирӗн хамӑртан ыйтмалла: «Эпӗ пухура ыттисене чыс кӑтартас енчен пуҫарулӑха хам ҫине илетӗп-и?»

«Чухӑна» чыс кӑтартӑр

15, 16. а) Ыттисене чыс кӑтартнӑ чухне кам ҫинчен манса каймалла мар тата мӗншӗн? ӑ) Эпир пухури тӑвансене пурне те хисеплени мӗнрен курӑнса тӑрать?

15 Чыс кӑтартнӑ чухне пухура кам ҫинчен манса каймалла мар? Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Чухӑна пулӑшакан Ҫӳлухҫана кивҫен парать, Вӑл ӑна ырӑ ӗҫӗшӗн ырӑпа тавӑрать» (Ытар. 19:17). Ыттисене чыс кӑтартас енчен пуҫарулӑха хамӑр ҫине илме тӑрӑшнӑ чухне ҫак сӑмахсенчи принцип пирӗн ҫине витӗм мӗнле кӳрсе тӑмалла?

16 Ҫынсенчен нумайӑшӗ пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракан ҫынсене чыс кӑтартать, анчах та вӗсем кама хӑйсенчен начартарах тесе шутлаҫҫӗ, ҫавсене пачах хисеплемесен те пултараҫҫӗ тенипе эсир килӗшетӗр пулӗ. Анчах та Иегова пӗртте ун пек мар. Вӑл калать: «Эпӗ Хама мухтакансене мухтатӑп [«чыслакансене чыс кӑтартӑп», ҪТ]» (1 Патш. 2:30; Пс. 112:5—7). Иегова хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑракансене тата ӑна чыслакансене пурне те чыс кӑтартать. «Чухӑна» унӑн ним вырӑнне хурасси ҫук. (1 Патшасен 2:8 вуласа пар; 2 Ҫулс. 16:9). Паллах ӗнтӗ, эпир Иегова пек пуласшӑн. Ҫавӑнпа та ыттисене чун-чӗререн чыс кӑтартнипе кӑтартманнине пӗлес тесен пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйту памалла: «Пухура пысӑк, е яваплӑ, вырӑн йышӑнманнисемпе эпӗ хама мӗнле тытатӑп?» (Иоан. 13:14, 15). Ҫак ыйту ҫине хуравлани ыттисене эпир мӗнле хисеплени пирки нумай уҫса парать. (Филиппӑ 2:3, 4 вуласа пар.)

Ыттисем валли вӑхӑт уйӑрса вӗсене чыс кӑтартатпӑр

17. Пухура пурне те чыс кӑтартма васкас тесен эпир пуринчен малтан мӗн тума пултаратпӑр тата мӗншӗн ҫакӑ кирлӗ?

17 Пухура пурне те чыс кӑтартма васкас тесен эпир пуринчен малтан мӗн тума пултаратпӑр? Вӗсем валли хамӑр вӑхӑта уйӑрма. Мӗншӗн ҫакӑ кирлӗ? Христиансем пулнӑ май эпир тулли пурнӑҫпа пурӑнатпӑр тата пухура та пирӗн питӗ кирлӗ нумай ӗҫ тумалла. Ҫавӑнпа та эпир вӑхӑта питӗ хакланинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Пухури тӑвансем пирӗн валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрма пултарасси тӗлӗшӗнчен пирӗн виҫине пӗлмеллине те эпир ӑнланатпӑр. Ҫавӑн пекех, пухура ыттисем пире хӑйсем валли вӑхӑт уйӑрма ыйтсан, ытлашши ыйтма кирлӗ маррине ӑнланаҫҫӗ пулсан, эпир ҫавӑншӑн пархатарлӑ.

18. Мӗнле майпа эпир пӗрле ӗненекенсем валли вӑхӑт уйӑрма хатӗр пулнине кӑтартма пултаратпӑр?

18 Ҫапах та эпир (уйрӑмах, кам пухура кӗтӳҫ ӗҫне туса тӑрать, ҫавсем) пӗрле ӗненекенсем валли вӑхӑт уйӑрас тесе хамӑр ӗҫсене урӑх вӑхӑта хӑварма хатӗр пулни эпир вӗсене хисепленине кӑтартса панине те ӑнланатпӑр. Мӗнле майпа? Хамӑр ӗҫсене урӑх вӑхӑта хӑварса, тӑвансем валли вӑхӑт уйӑрса эпир вӗсене ҫапла калатпӑр теме пулать: «Эпӗ сана питӗ хаклатӑп, ҫавӑнпа та ытти ӗҫсем тӑвиччен мана санпа калаҫни кирлӗрех» (Марк 6:30—34). Е пачах урӑхла, енчен те эпир ӗҫрен татӑлас килмесӗрех пухури тӑван валли вӑхӑт уйӑратпӑр пулсан, вӑл вара эпир ӑна хакламастпӑр тесе шутлама пултарать. Паллах, васкавлӑ ӗҫсем пулаҫҫӗ — вӗсене урӑх вӑхӑта хӑварма май ҫук пулма пултарать. Ҫапах та ыттисем валли вӑхӑт уйӑрма хатӗр пулни — е кӑмӑл туманни — эпир хамӑр чӗрере мӗн таран пухури тӑвансене хисеплени ҫинчен нумай калать (1 Кор. 10:24).

Пуҫарулӑха хӑвӑн ҫине илме ҫирӗп шут тыт

19. Пӗрле ӗненекенсене, вӗсем валли вӑхӑт уйӑрнисӗр пуҫне, тата мӗнле майсемпе чыс кӑтартма пултаратпӑр?

19 Пӗрле ӗненекенсене чыс кӑтартма тата ытти кирлӗ майсем те пур. Сӑмахран, вӗсем валли вӑхӑт уйӑртӑмӑр пулсан, вӗсемпе тимлӗ те пулмалла. Каллех Иегова пире тӗслӗх кӑтартать. Псалом юрлакан Давид калать: «Ҫӳлхуҫан куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем йӑлӑннӑ енче» (Пс. 33:16). Хамӑр куҫпа хӑлхана — хамӑрӑн пӗтӗм тимлӗхе — пухури тӑвансем, уйрӑмах пирӗнтен пулӑшу ыйтакансем, енне ҫавӑрнипе эпир Иегова пек пулма тӑрӑшатпӑр. Ҫакӑн пек туса эпир вӗсене чыс кӑтартатпӑр.

20. Ыттисене чыс кӑтартас тесен пирӗн мӗне асра лайӑх тытмалла?

20 Халӗ эпир мӗн пӑхса тухрӑмӑр, ҫавна шута илнӗ май мӗншӗн пӗрле ӗненекенсене чун-чӗререн хисеплемеллине асра лайӑх тытасшӑн. Ҫавӑн пекех эпир пурне те, ҫав шутра «чухӑнсене» те, чыс кӑтартма васкас тесе майсем шыратпӑр. Ҫав утӑмсене туса эпир тӑвансем хушшинчи юратӑва тата пухури пӗрлӗхе ҫирӗплетӗпӗр. Ҫавӑнпа та, айтӑр, малалла та пӗр-пӗрне чыс кӑтартса тӑрар кӑна мар, ҫавна тӑвас енчен пуҫарулӑха хамӑр ҫине илер. Эсир ҫапла тума шут тытнӑ-и?

[Сноска]

a Саккӑрмӗш Псаломра ҫырнӑ Давидӑн сӑмахӗсем ҫавӑн пекех Иисус Христос, пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, ҫине пророкла кӑтартса тӑраҫҫӗ (Евр. 2:6—9).

Астӑватӑр-и эсир?

• Чыс тата хисеп пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

• Мӗнле сӑлтавсене пула пирӗн пӗрле ӗненекенсене чыс кӑтартмалла?

• Мӗншӗн пӗр-пӗрне чыс кӑтартни питӗ кирлӗ?

• Пӗрле ӗненекенсене эпир мӗнле майпа чыс кӑтартма пултаратпӑр?

[Сӳтсе явмалли ыйтусем]