Хӑвӑр пиллӗхсене асра тытӑр та Иеговӑна тав тӑвӑр
«Иеговӑна тав тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ» (ПС. 106:1, ҪТ).
1. Мӗншӗн Иеговӑна пирӗн пархатарлӑ пулмалла?
«МӖН аванни те, чӑн ырӑлӑх та» Иеговӑран тухса тӑрать, ҫавӑнпа та ӑна пирӗн чӑннипех пархатарлӑ пулмалла (Иак. 1:17). Пирӗн юратакан Кӗтӳҫӗ пулнӑ май вӑл пире мӗн кирлине пурне те парса пирӗншӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшать (Пс. 22:1—3). Вӑл — уйрӑмах инкеклӗ вӑхӑтра — «пирӗн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр, вӑй-хӑватӑмӑр» (Пс. 45:2). Ҫавӑнпа та эпир псалом юрлакан каланӑ сӑмахсемпе пӗтӗмпех килӗшетпӗр: «Иеговӑна тав тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ, вӑл парӑнса юратни — ӗмӗрлӗхе» (Пс. 106:1, ҪТ).
2015 ҫул валли хатӗрленӗ ҫулталӑк тексчӗ: «Иеговӑна тав тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ» (Псалом 106:1, ҪТ).
2, 3. а) Хамӑр пиллӗхсене тивӗҫлипе хакламанни мӗншӗн хӑрушӑ пулма пултарать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?
2 Пархатарлӑ пулма кирли ҫинчен мӗншӗн шухӑшламалла? Малтанах каласа хунӑ пекех, ҫынсем ҫак юлашки кунсенче ытларах та ытларах пархатарсӑр пулса пыраҫҫӗ (2 Тим. 3:2). Нумайӑшӗ хӑйсене Иегова мӗн панине хакламасть. Коммерци тӗнчипе реклама витӗм кӳнине пула миллион-миллион ҫын хӑйсен мӗн пуррипе ҫырлахас вырӑнне ытларах та ытларах япала туянма тӑрӑшать. Ҫакӑн пек пархатарсӑрлӑх пирӗн ҫине те витӗм кӳме пултарать. Авалхи израильтянсем пекех, эпир пархатарсӑр ҫынсем пулса тӑма пултаратпӑр, ҫапла вара, тен, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хаклӑ хутшӑнусене тата вӑл парса тӑракан пиллӗхсене хаклама пӑрахӑпӑр (Пс. 105:7, 11—13).
3 Ҫавӑн пекех хамӑра питӗ йывӑр килнӗ чухне мӗн пулма пултарни ҫинчен те шухӑшласа пӑхмалла. Ҫавӑн пек вӑхӑтра ҫӑмӑллӑнах хуйха ӳкме, хамӑр пиллӗхсем ҫинчен те манса кайма пулать (Пс. 114:3). Ҫавӑнпа та хамӑр чӗрере пархатарлӑх туйӑмне аталантарас тата упраса хӑварас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Хамӑра питӗ йывӑр килнӗ чухне те ырри ҫинчен шухӑшлама пире мӗн пулӑшӗ? Айтӑр ҫак ыйтусене сӳтсе явар.
«ЭЙ ТУРРӐМ, ЭСӖ ТЕМӖН ЧУХЛЕХ ТУНӐ»
4. Хамӑр чӗрере пархатарлӑх туйӑмне упраса хӑварас тесе мӗн тума пулать?
4 Хамӑр чӗрере пархатарлӑх туйӑмне аталантарас тата упраса хӑварас тесен Иеговӑран илнӗ пиллӗхсене пирӗн асӑрхамалла та унӑн ырӑлӑхӗ ҫинчен, урӑхла каласан, вӑл парӑнса юратни ҫинчен пархатарлӑ пулса шухӑшламалла. Псалом юрлакан шӑп ҫавна тунӑ та, ҫавӑнпа та Иеговӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем унӑн кӑмӑлне ҫӗкленӗ. (Псалом 39:6; 106:43 вуласа пар.)
5. Пархатарлӑх туйӑмне аталантарас тӗлӗшрен эпир Павел апостолран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
5 Пархатарлӑх туйӑмне аталантарас тӗлӗшрен эпир Павел апостолран нумайӑшне вӗренме пултаратпӑр. Вӑл хӑй илнӗ пиллӗхсем ҫинчен шухӑшланӑ курӑнать, мӗншӗн тесен вӑл час-часах чун-чӗререн тав тунӑ. Павел хӑй унччен «хурлакан, хӗсӗрлекен усал ҫын» пулнине питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл, хӑйӗн унчченхи ҫылӑхӗсене пӑхмасӑрах, хӑйне хӗрхенӳ кӑтартнӑшӑн тата сӑваплӑ ӗҫ шанса панӑшӑн Турӑпа Христоса тав тунӑ. (1 Тимофей 1:12—14 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех Павел христианла тӑвансене питӗ хакланӑ тата вӗсен лайӑх енӗсемшӗн, вӗсем сӑваплӑ ӗҫе шанчӑклӑ туса тӑнӑшӑн Иеговӑна час-часах тав тунӑ (Флп. 1:3—5, 7; 1 Фес. 1:2, 3). Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Павел хӑйӗнпе пӗрпек ӗненекенсем хӑйне вӑхӑтра пулӑшу панӑшӑн пуринчен малтан Иеговӑна тав тунӑ (Ап. ӗҫ. 28:15; 2 Кор. 7:5—7). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Павел хӑйӗн ҫырӑвӗсенче христиансене ҫакна тума хавхалантарнӑ: «Кӑмӑлӑрсем пархатарлӑ пулччӑр. [...] Пӗр-пӗрне псалом, мухтав юрри, кӗлӗ юрри сӑмахӗсемпе ӑслӑн ӳкӗтлӗр. Пӗтӗм чӗререн Хуҫа Турра тав туса юрлӑр» (Кол. 3:15—17, ҪХ).
ШУХӐШЛАНИПЕ КӖЛТУНИ ПАРХАТАРЛӐ ПУЛМА ПУЛӐШАҪҪӖ
6. Иеговӑна эсир уйрӑмах мӗншӗн пархатарлӑ?
6 Павелран тӗслӗх илсе эпир пархатарлӑх туйӑмне мӗнле аталантарма тата кӑтартма пултаратпӑр? Павел пекех пирӗн те Иегова пирӗншӗн мӗн туни ҫинчен шухӑшламалла (Пс. 115:3). Сирӗнтен: «Мӗнле пиллӗхсемшӗн эсир Иеговӑна пархатарлӑ?» — тесе ыйтсан, эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр? Эсир Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусем ҫинчен каланӑ пулӑттӑрччӗ-ши? Е Христосӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненнине пула Иегова сире каҫарни ҫинчен-и? Йывӑр вӑхӑтра сире пулӑшу панӑ пухури тӑвансене аса илнӗ пулӑттӑрччӗ-ши эсир? Паллах ӗнтӗ, эсир хӑвӑр мӑшӑрупа ачусене те асӑннӑ пулӑттӑр. Пирӗн юратнӑ Аттемӗр, Иегова, пире парса тӑракан пиллӗхсем ҫинчен эпир шухӑшлама вӑхӑт уйӑратпӑр пулсан, пирӗн чӗрере пархатарлӑх туйӑмӗ вӑйланса пырӗ, ҫакӑ вара пире ӑна кашни кун тав тума хавхалантарса тӑрӗ. (Псалом 91:2, 3 вуласа пар.)
7. а) Мӗншӗн кӗлӗре Турра тав тумалла пирӗн? ӑ) Кӗлӗре тав туни пире мӗнле усӑ парӗ?
Пс. 94:2; 99:4, 5). Нумайӑшӗ кӗлӗ вӑл Турӑран мӗн те пулин ыйтма кӑна кирлӗ тесе шутлать. Анчах та эпир ҫакна пӗлетпӗр: эпир хамӑрӑн мӗн пурришӗн Иеговӑна тав тӑватпӑр пулсан, ҫакӑ Ӑна савӑнтарать. Библире чун-чӗререн тав туса каланӑ кӗлӗсем нумай: вӗсен шутӗнче Аннӑпа Езекиян кӗллисем те (1 Патш. 2:1—10; Ис. 38:9—20). Туррӑн ҫав шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пекех пархатарлӑ пулӑр. Кӗлӗре Иеговӑна хӑвӑр пиллӗхсемшӗн тав тӑвӑр (1 Фес. 5:17, 18). Ҫакӑ сире нумай енчен усӑ парӗ: сире телейлӗрех тӑвӗ, Иегова патне сирӗн юрату ӳссех пырӗ тата сире унпа ытларах ҫывӑхланма пулӑшӗ (Иак. 4:8).
7 Хамӑр пиллӗхсене эпир асра тытатпӑр тата пӗтӗм чӗререн хаклатпӑр пулсан, ҫакӑ пире кӗлӗре Иеговӑна тав тума хавхалантарӗ (8. Мӗне пула эпир Иегова пирӗншӗн мӗн тунине хаклама пӑрахма пултаратпӑр?
8 Иеговӑн ырӑлӑхӗшӗн пархатарлӑ пулма пӑрахас мар тесе пирӗн яланах сыхӑ тӑмалла. Мӗншӗн? Пирӗн ҫине пархатарсӑр пулас кӑмӑл куҫнӑран. Аса илер-ха: пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ, Адампа Ева, райра пурӑннӑ. Унта вӗсене мӗн кирли пурте пулнӑ, ҫавӑн пекех вӗсен ӗмӗр-ӗмӗрӗпе мирлӗ пурӑнас май та пулнӑ (Пулт. 1:28). Анчах та вӗсем хӑйсен пиллӗхӗсене хакламан. Вӗсем ҫӑткӑнланса тата ытларах илесшӗн ҫуннӑ. Ҫавна пула вӗсем пурне те ҫухатнӑ (Пулт. 3:6, 7, 17—19). Пархатарсӑр тӗнчере пурӑннӑран эпир те Иегова пирӗншӗн мӗн тунине хаклама пӑрахма пултаратпӑр. Тен, унпа хамӑр хушӑри туслӑх пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ пулма пӑрахӗ. Пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхӑн пайӗ пуласси мӗн тери пысӑк чыс пулнине эпир, тен, хаклама пӑрахӑпӑр. Ҫак кӗҫех пӗтес тӗнчен ӗҫӗсем ӑшне те эпир путма пултаратпӑр (1 Иоанн 2:15—17). Пирӗнпе ун пекки ан пултӑр тесен пирӗн хамӑрӑн пиллӗхсем ҫинчен шухӑшламалла та Иеговӑна пире хӑйӗн халӑхӗн ҫынни пулма май панӑшӑн яланах тав тумалла. (Псалом 26:4 вуласа пар.)
ЙЫВӐРЛӐХСЕМПЕ ТӖЛ ПУЛСАН
9. Мӗншӗн инкек-синкеклӗ вӑхӑтра хамӑр пиллӗхсем ҫинчен шухӑшламалла?
9 Пархатарлӑ чӗре пире пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӗ. Тӗрлӗ инкек-синкеке пула, сӑмахран, мӑшӑр шанчӑклӑ пулма пӑрахнине пула, йывӑр чире пула, ҫывӑх ҫын вилнине пула е ҫутҫанталӑк инкекӗсем сиен кӳнине пула пирӗн пурнӑҫ кӗтмен ҫӗртен
тӗпрен улшӑнсан, эпир хуйха ӳкме пултаратпӑр. Ҫавӑн пек вӑхӑтра хамӑр пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлани чуна канӑҫлӑх парӗ тата пире тӗреклетӗ. Халӗ вара пурнӑҫра пулса иртнӗ хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.10. Айринӑна хӑйӗн пиллӗхӗсем ҫинчен шухӑшлани мӗнле пулӑшнӑ?
10 Ҫурҫӗр Америкӑра пурӑнакан тата тулли пионер пулса ӗҫлекен Айрина * старейшинӑн арӑмӗ пулнӑ. Каярахпа упӑшки аскӑн ӗҫ тунӑ, вара ӑна та, ачисене те пӑрахса тухса кайнӑ. Айринӑна малашне те Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑма мӗн пулӑшнӑ? Вӑл каласа парать: «Иегова маншӑн тӑрӑшнӑшӑн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ. Эпӗ кашни кун хамӑн пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлама шут тытрӑм. Ҫавна пула эпӗ пирӗн тӑрӑшакан ҫӳлти Аттемӗр мана пӗлнине, юратнине тата ытларах хаклама пуҫларӑм. Эпӗ пӗлетӗп: вӑл мана нихӑҫан та пӑрахмӗ». Айринӑн нумай хӗн-хур курма тивнӗ пулин те, вӑл пурнӑҫра ыррине курма тӑрӑшать тата ыттисене хавхалантарсах тӑрать.
11. Кюнг-Сука йывӑр чирпе кӗрешме мӗн пулӑшнӑ?
11 Кюнг-Сук Азире пурӑнать. Вӑл хӑйӗн упӑшкипе пӗрле 20 ҫул ытла пионер пулса ӗҫленӗ. Пӗррехинче ӑна тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн унӑн ӳпкинче аталанса пыракан рак чирне асӑрханӑ, тухтӑрсем вара унӑн 3—6 уйӑх пурӑнма юлнӑ тесе пӗлтернӗ ӑна. Упӑшкипе иккӗшӗн вӗсен тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивнӗ пулин те, вӗсем сывлӑх пирки нихӑҫан та ӳпкелешмен. Вӑл каласа парать: «Ҫак чир мана аптратсах ӳкерчӗ. Мана хамӑн мӗн пуррине пурне те ҫухатнӑ пек туйӑнчӗ. Мана питӗ хӑрушӑччӗ». Кюнг-Сука мӗн пулӑшнӑ? Вӑл калать: «Кашни каҫ ҫывӑрас умӗн эпӗ хамӑр ҫурт тӑррине хӑпаратӑп та сасӑпа кӗлтуса Иеговӑна ҫак кунхи пилӗк пиллӗхшӗн тав тӑватӑп. Ҫакӑ мана канӑҫлӑх парать, вара Иеговӑна манӑн эпӗ сана питӗ юрататӑп тесе калас килсе каять». Ҫак каҫхи кӗлӗсем Кюнг-Сука мӗнле пулӑшнӑ? Вӑл калать: «Эпӗ Иегова пире йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнине тата пурнӑҫра пиллӗхсен шучӗ йывӑрлӑхсен шутӗнчен чылай нумайрах пулнине ӑнланса илтӗм».
12. Джейсона хӑйӗн арӑмӗ вилнӗ хыҫҫӑн чун канӑҫлӑхне тупма мӗн пулӑшать?
12 Африкӑри филиалсенчен пӗринче ӗҫлекен Джейсон сӑваплӑ ӗҫе 30 ҫул ытла ӗнтӗ тулли вӑхӑтпа туса тӑрать. Вӑл каласа парать: «Ҫичӗ ҫул каялла рак чирӗнчен арӑм вилчӗ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне чун питӗ хытӑ ыратать. Арӑма чирпе кӗрешнӗ чухне мӗн тӳссе ирттерме тивни ҫинчен шухӑшлани мана питӗ хурлантарать». Джейсона ҫавӑн пек туйӑмсемпе кӗрешме мӗн пулӑшнӑ? Вӑл калать: «Пӗррехинче эпӗ арӑмпа пӗрле пулнӑ чухнехи телейлӗ вӑхӑта аса илме пуҫларӑм, вара кӗлӗре Иеговӑна ҫавӑншӑн тав турӑм. Хама канлӗрех туйма пуҫларӑм, ҫавӑнтанпа эпӗ ҫав телейлӗ асаилӳсемшӗн Иеговӑна час-часах тав тӑватӑп. Пархатарлӑха пула эпӗ пурнӑҫ ҫине пачах урӑхла пӑхма тытӑнтӑм. Ҫав ҫухату халӗ те хутран-ситрен чуна ыраттарать пулин те, эпӗ Иеговӑна манӑн телейлӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пулнӑшӑн тата Ӑна чунтан юратнӑ ҫынпа пӗрле Уншӑн ӗҫлеме май пулнӑшӑн тав тӑватӑп. Ҫакӑ мана пурнӑҫра лайӑххине курма пулӑшать».
«Иегова — манӑн Турӑ, ҫакӑншӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ» (Шерил).
13. Шерила хӑйӗн ҫемйинчи нумай ҫынна ҫухатсан, ӑна мӗн пулӑшнӑ?
13 2013 ҫулӑн вӗҫӗнче Филиппин варрине «Хайян» ятлӑ питӗ хӑватлӑ тайфун йӑтӑнса ансан, Шерил 13 ҫулта кӑна пулнӑ-ха. Ҫавӑн чухне вӑл нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ теме пулать. Вӑл калать: «Эпӗ килсӗр тӑрса юлтӑм тата ҫемьери нумай ҫынна ҫухатрӑм». Ҫӗре питӗ вӑйлӑ шыв илнӗ чухне унӑн ашшӗпе амӑшӗ тата виҫӗ пӗртӑванӗ шыв айне пулса вилнӗ. Ҫак инкеке хуйха ӳкмесӗр пурӑнса ирттерме Шерила мӗн пулӑшнӑ? Эф. 5:20; Филиппӑ 4:6, 7 вуласа пар).
Унӑн — пархатарлӑ чӗре, ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн хальхи пиллӗхӗсене те хаклать. «Пулӑшу кирлисене пухури тӑвансем мӗнле пулӑшма тата хавхалантарма тӑрӑшнине эпӗ куртӑм. Маншӑн тӑвансем пӗтӗм тӗнчипе кӗлтунине эпӗ пӗлетӗп». Вӑл малалла ҫапла калать: «Иегова — манӑн Турӑ, ҫакӑншӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ. Вӑл пире мӗн кирлине яланах парса тӑрать». Чӑнах та, хамӑр пиллӗхсене асра тытни пире ытлашши хуйха ӳкме памӗ. Пархатарлӑ чӗре пире кирек мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та алла усмасӑр малалла утма пулӑшӗ («ҪАВӐН ЧУХНЕ ТЕ ЭПӖ ҪӲЛХУҪАШӐН САВӐНӐП»
14. Мӗнле пулас пиллӗхсене эпир кӗтетпӗр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
14 Иеговӑн халӑхӗ хӑйӗн пиллӗхӗсемшӗн яланах савӑннӑ. Сӑмахран, Иегова израильтянсене Хӗрлӗ тинӗс патӗнче фараонпа унӑн ҫарӗнчен хӑтарсан, вӗсем хӑйсен савӑнӑҫӗпе пархатарлӑхне юрӑсем юрланипе кӑтартнӑ (Тух. 15:1—21). Хальхи вӑхӑтра пирӗн чи хаклӑ пиллӗхсенчен пӗри вӑл — пире мӗн хӗн-хур кӳрет, ҫавсенчен пуринчен те хӑтӑлас шанчӑк (Пс. 36:9—11; Ис. 25:8; 33:24). Иегова хӑйӗн пур тӑшманне те пӗтерсен тата пире хӑйӗн тӳрӗ те мирлӗ ҫӗнӗ тӗнчине илсе кӗрсен, эпир мӗн тери пархатарлӑ пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! (Ӳлӗм. 20:1—3; 21:3, 4.)
15. 2015 ҫулта эпир мӗн тума ҫирӗп шут тынӑ?
15 2015 ҫулта эпир Иеговӑран нумай чаплӑ пиллӗх илессе кӗтетпӗр. Паллах ӗнтӗ, йывӑрлӑхсем те пирӗн пулӗҫ. Анчах та эпир ҫакна пӗлетпӗр: Иегова пире нихӑҫан та пӑрахмӗ (Сак. аст. 31:8; Пс. 9:10, 11). Вӑл пире хӑйӗншӗн малалла та шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑма мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ. Ҫавӑнпа та эпир Аввакум пророк пекех ҫирӗп шухӑшлӑ пуласшӑн. Вӑл каланӑ: «Смоква йывӑҫӗ ҫеҫке ҫурмасан та, иҫӗм йывӑҫӗ ҫимӗҫ памасан та, ҫу йывӑҫӗ ӑнмасан та, тырӑ пусси ҫиме памарӗ пулсан та, картара — сурӑх, пӳлмекре мӑйракаллӑ выльӑх юлмасан та — ҫавӑн чухне те эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑп, хама ҫӑлакан Туррӑмшӑн хӗпӗртенӗп» (Аввак. 3:17, 18). Айтӑр ҫак ҫул хушшинче хамӑр пиллӗхсем ҫинчен пархатарлӑ пулса шухӑшлар та 2015 ҫул валли хатӗрленӗ ҫулталӑк текстӗнчи канаша тытса пырар: «Иеговӑна тав тӑвӑр, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ» (Пс. 106:1, ҪТ).
^ 10 абз. Ҫак статьяра хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.