Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

105-МӖШ СЫПӐК

Смоквӑна тӗслӗхшӗн илсе парса ӗненӳ ҫинчен вӗрентни

Смоквӑна тӗслӗхшӗн илсе парса ӗненӳ ҫинчен вӗрентни

МАТФЕЙ 21:19—27 МАРК 11:19—33 ЛУКА 20:1—8

  • ХӐРСА ЛАРНӐ СМОКВА ЙЫВӐҪӖ — ӖНЕНӲ ПИРКИ ӐСА ВӖРЕНТНИ

  • ИИСУСӐН ВЛАҪӖ ПИРКИ ИККӖЛЕНТЕРЕҪҪӖ

Тунтикун кӑнтӑрла хыҫҫӑн Иисус Иерусалимран Вифание — Елеон тӑвӗн хӗвелтухӑҫ айккинче ларакан яла таврӑнать. Вӑл хӑйӗн тусӗсем — Лазарь, Мария тата Марфа — патӗнче ҫӗр каҫать пулмалла.

Ир пулчӗ, нисанӑн 11-мӗшӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе каллех Иерусалима каять, вара вӑл унта юлашки хут храмра пулӗ. Ҫакӑ Иисус халӑх умӗнче тӑвакан сӑваплӑ ӗҫӗн юлашки кунӗ. Вӑл хӑйне тытса суд туса вӗлериччен Пасхӑна паллӑ тӑвӗ, унтан хӑйӗн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне йӗркелесе ярӗ.

Вӗсем Вифанирен Елеон тӑвӗ урлӑ Иерусалима кайнӑ чухне Петр иртнӗ ирхине Иисус ылханнӑ йывӑҫа асӑрхать. «Равви пӑх-ха,— кӑшкӑрать вӑл,— хайхи Эсӗ ылханнӑ смоква йывӑҫӗ типсе ларнӑ» (Марк 11:21).

Анчах мӗншӗн Иисус йывӑҫа хӑрса лармалла тунӑ? Вӑл акӑ мӗнле ӑнлантарса парать: «Чӑн калатӑп сире: эсир ӗненсессӗн, иккӗленмесессӗн, смоква йывӑҫӗпе мӗн пулнине ҫеҫ мар тӑватӑр, ҫак тӑва: „ҫӗклен те тинӗсе ӳк“ тесен — ҫапла пулӗ те; ӗненсе кӗлтусассӑн эсир кирек мӗн ыйтнине пурне те илетӗр» (Матфей 21:21, 22). Эппин, Иисус хӑй унччен каланӑ шухӑша — ӗненӳ тусене куҫарса лартма пултарать текен шухӑша — тепӗр хут калать (Матфей 17:20).

Иисус хӑрса ларнӑ смоква йывӑҫне тӗслӗхшӗн илсе панипе Турра ӗненме кирлине питӗ лайӑх кӑтартса парать. Вӑл калать: «Эсир кӗлӗре кирек мӗн ыйтсассӑн та ҫавна илессине ӗненӗр — вара илетӗрех» (Марк 11:24). Иисус хыҫҫӑн пыракансемшӗн пуриншӗн те мӗн тери кирлӗ урок! Ҫакӑ апостолсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен вӗсен кӗҫех пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивет. Анчах та хӑрса ларнӑ смоква йывӑҫӗпе ӗненӳ хушшинче тепӗр ҫыхӑну та пур.

Ҫак смоква йывӑҫӗ пекех, Израиль халӑхӗ тулашӗнчен ултавлӑн курӑнса тӑрать. Израильтянсем Турӑпа килӗшӳ тунӑ, ҫавӑнпа та вӗсем унӑн Саккунне тытса тӑраҫҫӗ пек курӑнма пултарать. Анчах та халӑхӑн, пӗтӗмӗшле илес пулсан, ӗненӳ ҫук тата вӑл ырӑ ҫимӗҫ памасть. Израильтянсем Турӑ Ывӑлне те сирсе яраҫҫӗ! Ҫимӗҫ паман йывӑҫа хӑрса каймалла тунипе Иисус ҫак ӗненмен, ҫимӗҫ паман халӑха мӗн кӗтнине питӗ лайӑх кӑтартса панӑ.

Кӗҫех Иисус вӗренекенӗсемпе пӗрле Иерусалима ҫитет. Яланхи пекех Иисус храма каять те халӑха вӗрентме пуҫлать. Аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсем ун патне пыраҫҫӗ те: «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ҫапла тума Сана кам ирӗк панӑ?» — тесе ыйтаҫҫӗ (Марк 11:28). Тен, вӗсем Иисус пӗр кун маларах хӑйне укҫа улӑштаракансемпе мӗнле тытнӑшӑн ҫакӑн пек ыйту параҫҫӗ.

Иисус калать: «Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур, каласа парӑр Мана, вара Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине калӑп. Калӑр-ха Мана: Иоанн шыва кӗртни тӳперен пулнӑ-и, этемрен-и?» Халӗ вара йывӑр ыйту ҫине ӑна хирӗҫ тӑракансен хуравламалла. Священниксемпе пуҫлӑхсем мӗнле хуравламалли ҫинчен пӗр-пӗринпе канашлаҫҫӗ: «„Тӳперен“ тесен, Вӑл: „апла пулсан эсир ӑна мӗншӗн ӗненмерӗр?“ тейӗ». «Этемрен» темелле мар-ши тесе те шутлаҫҫӗ вӗсем. Халӑхран хӑранӑран вӗсем ҫапла шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен «Иоана пурте чӑн пророк» тесе хисеплеҫҫӗ (Марк 11:29—32).

Иисуса хирӗҫ тӑракансем ним калама та пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем: «Пӗлместпӗр»,— теҫҫӗ. Иисус вара вӗсене калать: «Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп» (Марк 11:33).