Аслашшӗпе асламӑшӗ тата кукашшӗпе кукамӑшӗ
Библири тӗслӗхсем
3Пш 15:9—13. Аса патша хӑюлӑх кӑтартса хӑйӗн асламӑшне хӑйӗн тивӗҫӗсӗр хӑварнӑ; тӑванла туйӑмсем ӑна Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма чарайман.
Ыт 13:23. Аслашшӗсемпе асламӑшсем тата кукашшӗсемпе кукамӑшсем Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлес тӗлӗшрен хӑйсен мӑнукӗсене чаплӑ тӗслӗх кӑтартма пултараҫҫӗ.
2Тм 1:5; 3:14, 15. Павел апостол Тимофейӑн кукамӑшне, Лоидӑна, чун-чӗререн ӗненнӗшӗн тата Тимофея Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшнӑшӑн мухтаса илнӗ.