9-МӖШ УРОК
Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?
1. Мӗншӗн ҫырӑнса мӑшӑрланмалла?
Ырӑ хыпар Иеговӑран, телейлӗ Турӑран, тухать, вӑл ҫӗр ҫинчи пур ҫемьене те телейлӗ тӑвасшӑн (1 Тимофей 1:11, ҪТ). Ҫемьене вӑл йӗркеленӗ. Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен ҫырӑнса мӑшӑрланмалла. Ҫапла тусан ҫемьерисем пурте ҫакӑ вӗсене хӳтӗленине, ҫемье шанчӑклӑ вырӑн пулнине, ачасем вара хӑйсене юратнине туйса илӗҫ. Христиансен ҫырӑнса мӑшӑрланас тӗлӗшпе йышӑннӑ вырӑнти саккунсене тытса тӑмалла. (Лука 2:1, 4, 5 вулӑр.)
Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине Турӑ мӗнле пӑхать? Вӑл мӑшӑрсен хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗп тӑвасшӑн, ӗмӗрлӗхе пыртарасшӑн. Иегова упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пултарасшӑн (Еврейсем 13:4). Иегова уйрӑлнине кураймасть (Малахия 2:16). Анчах та упӑшки е арӑмӗ аскӑн ӗҫ турӗ пулсан, Турӑ христианина уйрӑлма тата ҫӗнӗрен мӑшӑрланма ирӗк парать. (Матфей 19:3—6, 9 вулӑр.)
2. Упӑшкипе арӑмӗн хӑйсене пӗр-пӗринпе мӗнле тытмалла?
Иегова арҫынпа хӗрарӑма пӗр-пӗрне пулӑшса тӑма пултарнӑ (Пултарни 2:18). Упӑшка — ҫемье пуҫӗ. Арӑмӗпе ачисене мӗн кирлипе тивӗҫтересси тата ҫемьепе пӗрле Библи вӗренесси унӑн тивӗҫлӗхӗ шутланать. Упӑшкин арӑмӗшӗн хӑйне шеллемесӗр тӑрӑшма хатӗр пулмалла. Мӑшӑрсен пӗр-пӗрне юратмалла тата хисеплемелле. Ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ пулнӑран ҫывӑх ҫынсен йӑнӑшӗсене каҫарма вӗренни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ ҫемьене телейлӗ тума пулӑшать. (Эфес 4:31, 32; 5:22—27, 33; 1 Петр 3:7 вулӑр.)
3. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телей кӳмест пулсан мӗн тумалла?
Ҫемьере йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ пулсан упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне юратнине кӑтартма вӗренмелле (1 Коринф ). Турӑ Сӑмахӗ ҫемьери йывӑрлӑхсене татса парас шутпа уйрӑм пурӑннине ырламасть. ( 13:4, 51 Коринф 7:10—13 вулӑр.)
4. Ачасем, Турӑ сире мӗнле пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн?
Иегова сире савӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Ӑна итлесе пурӑнсан сирӗн йывӑрлӑхсем сахалтарах пулӗҫ тата эсир телейлӗ пулма пултаратӑр. Вӑл сире аҫӑр-аннӗре итлесе пурӑнтарасшӑн, мӗншӗн тесен вӗсем сирӗнтен ӑслӑрах тата пурнӑҫ тутине курнӑ (Колоссӑ 3:20). Ҫавӑн пекех Иегова сире хӑйӗншӗн тата Ывӑлӗшӗн мӗн те пулин тутарасшӑн. Вӗт вӑл ҫакӑ сире савӑнӑҫ панине пӗлет. (Екклесиаст 11:9—12:1; Матфей 19:13—15; 21:15, 16 вулӑр.)
5. Ашшӗ-амӑшӗ, эсир ачӑрсемшӗн мӗн тума пултаратӑр?
Сирӗн ачӑрсен ҫимелли, тӑхӑнмалли тата пурӑнмалли пултӑр тесе тӑрӑшмалла (1 Тимофей 5:8). Анчах ачасем телейлӗ пулччӑр тесен сирӗн вӗсене Турра юратма тата итлеме вӗрентмелле (Эфес 6:4). Ҫак тӗлӗшрен эсир хӑвӑр тӗслӗх кӑтартни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ачӑрсем эсир Турра юратнине кураҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене сирӗн пек пулма хавхалантарӗ. Турӑ Сӑмахӗ сире ачӑрӑн кӑмӑл-туйӑмне йӗркелеме тата ӑна тӗрӗс шухӑшлама вӗрентме пулӑшӗ. (Саккуна астутарни 6:4—7; Ытарӑшсем 22:6 вулӑр.)
Ачасене мухтани тата юратни ҫинчен шантарса калани питӗ кирлӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене тӳрлетмелле тата наказани памалла. Ҫакӑн пек тусан вӗсем тӗрӗс мар утӑмсем тумӗҫ, вӗсен ачалӑхӗ, каярахпа вара пӗтӗм пурнӑҫӗ те телейлӗ пулӗ (Ытарӑшсем 22:15). Анчах наказани панӑ чухне хаяр е тӳрккес пулмалла мар. (Колоссӑ 3:21 вулӑр.)
Иегова Свидетелӗсем ашшӗ-амӑшӗсене тата ачасене пулӑшма темиҫе кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак кӗнекесем Библи ҫинче никӗсленнӗ. (Псалом 18:8, 12 вулӑр.)