Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВУНВИҪҪӖМӖШ СЫПӐК

Хӑйӗн йӑнӑшӗсенчен ӑса вӗреннӗ

Хӑйӗн йӑнӑшӗсенчен ӑса вӗреннӗ

1, 2. а) Ионӑн айӑпне пула унпа хӑйпе тата моряксемпе мӗн пулса тухнӑ? ӑ) Ҫак калавран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

ИОНА хӑрушӑ сасӑсене илтес мар тесе тем тума та хатӗр пулнӑ! Вӑйлӑ ҫил улани, парӑссене карӑнтарнӑ вӗренсем кӗрлени-шӑхӑрни, тем пысӑкӑш хумсем шартлаттарса карапа киле-киле ҫапни, карап хӑмисем шатӑртатни унӑн сехрине хӑпартнӑ. Анчах та капитанпа моряксем кӑшкӑрашнине итлеме тата та хӑрушӑрах пулнӑ, вӗсем карапа путма парас мар тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. Иона ҫак ҫынсем пурте вилме пултарасса пӗлнӗ — ҫакӑ веҫех вӑл айӑпа кӗнине пула пулса тухнӑ-ҫке!

2 Иона ҫак инкеке мӗнле майпа кӗрсе ӳкнӗ-ши? Пророк пысӑк йӑнӑш тунӑ, ҫакӑ унӑн Туррипе, Иеговӑпа, ун хушшинчи хутшӑнусене пырса тивнӗ. Иона мӗн туса хунӑ-ха? Ҫав йӑнӑша тӳрлетме май пулнӑ-ши? Ҫак ыйтусен хуравӗсенчен эпир нумай япалана вӗренме пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, Иона ҫинчен ҫырса пани Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенсем те тӗрӗс ҫултан пӑрӑнса кайма пултарассине кӑтартса парать. Анчах та йӑнӑшсене тӳрлетме пулать.

Галилейӑран тухнӑ пророк

3—5. а) Ҫынсем Иона пирки час-часах мӗн шутлаҫҫӗ? ӑ) Эпир Иона пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.) б) Мӗншӗн Ионӑна пророк ӗҫне туса тӑма ҫӑмӑл пулман?

3 Калаҫу Иона ҫинчен тапрансан нумайӑшӗ час-часах унӑн япӑх енӗсене аса илеҫҫӗ, сӑмахран, вӑл итлеменнине тата кутӑна пенине. Анчах та Ионӑн лайӑххи те нумай пулнӑ. Иегова ӑна хӑйӗн пророкӗ пулма суйласа илни ҫинчен те манмалла мар. Иона шанчӑксӑр тата тӳрӗ мар ҫын пулнӑ пулсан, Турӑ ӑна ҫав чыслӑ ӗҫе шанса паман пулӗччӗ.

Ионӑн япӑх енсем ҫеҫ мар, лайӑххи те нумай пулнӑ

4 Библире Иона ҫинчен нумаях ҫырса паман. (4 Патшасен 14:25 вулӑр.) Вӑл Назаретран тӑватӑ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Гафхеферта ҫуралнӑ, Назаретра вара, тепӗр сакӑр ӗмӗре яхӑн иртсен, Иисус Христос ҫуралмалла пулнӑ *. Иона пророк пулса ӗҫленӗ чухне вунӑ йӑхран тӑракан Израиль патшалӑхӗнче патшара Иеровоам II ларнӑ. Илия вилнӗренпе нумай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ, ун хыҫҫӑнхи пророк Елисей те Иеровоамӑн ашшӗ патшара ларнӑ вӑхӑтра вилнӗ. Иегова ҫав пророксемпе усӑ курса Ваала пуҫҫапассине тӗп тунӑ пулин те, израильтянсем каллех чӑн Турра итлеме пӑрахнӑ. Патшалӑха «Ҫӳлхуҫана юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ» патша тытса тӑнӑ (4 Патш. 14:24). Ҫавӑнпа Туррӑн ӗҫне тума Ионӑна ҫӑмӑл пулнӑ тееймӗн. Апла пулин те вӑл Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ.

5 Анчах пӗррехинче Иона пурнӑҫӗ кӗтмен ҫӗртен улшӑннӑ. Иегова ӑна пӗр ӗҫ хушнӑ, ҫав ӗҫ Ионӑна ытла та йывӑр пек туйӑннӑ. Иегова ӑна мӗн тума хушнӑ-ха?

«Тӑр та Ниневие... кай»

6. Иегова Ионӑна мӗнле ӗҫ хушнӑ тата ҫав ӗҫе тӑвасси ӑна мӗншӗн хӑратса пӑрахма пултарнӑ?

6 Иегова Ионӑна каланӑ: «Тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, унта вӗрентсе кала, мӗншӗн тесессӗн унӑн усал ӗҫӗсем Ман патӑма ҫитрӗҫ» (Иона 1:2). Ҫак ӗҫе тӑвасси Ионӑна мӗншӗн хӑратса пӑрахнине ӑнланма йывӑр мар. Ниневия хӗвелтухӑҫ енче, 800 ҫухрӑма яхӑн аякра вырнаҫнӑ, унта ҫуран ҫитес тесен уйӑх майлах утмалла пулнӑ. Анчах та чи хӑрушши ҫулӗ йывӑр пулни мар-ха. Ниневире Ионӑн Иеговӑн приговорне Ассири ҫыннисене пӗлтермелле-ҫке, вӗсем вара тискер те хаяр ҫынсем пулнӑ. Ионӑн хыпарне Туррӑн халӑхӗнчи ҫынсем итлемен пулсан, йӗрӗхсене пуҫҫапакан ҫынсенчен вара мӗн ыррине кӗтмелли пултӑр-ха унӑн? Пысӑк Ниневире, каярахпа «юн тӑкакан хула» тенӗ хулара, Иеговӑн пӗр ӗҫлекенӗ мӗн тӑвайӗ-ши? (Наум 3:1, 7.)

7, 8. а) Иегова хушнӑ ӗҫе тӑвас мар тесе Иона мӗн тума хатӗр пулнӑ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн Иона пирки хӑравҫӑ тесе шутлама васкамалла мар?

7 Ҫавнашкал шухӑшсем Ионӑн пуҫне кӗнӗ-и, кӗмен-и, эпир пӗлместпӗр, анчах та вӑл чӑнахах тарнине эпир пӗлетпӗр. Иегова Ионӑна хӗвелтухӑҫ еннелле кайма хушнӑ, вӑл вара хӗвеланӑҫалла, май килнӗ таран аяккарах тарнӑ. Вӑл тинӗс хӗрринчи, карапсем чарӑнакан Иоппи ятлӑ хулана ҫитнӗ те Фарсиса каякан карап ҫине ларнӑ. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗсем Фарсис Испанире вырнаҫнӑ теҫҫӗ. Ҫакӑ тӗрӗс пулсан, Иона Ниневирен 3 500 ҫухрӑм таранах аякка кайма тухнӑ пулать. Аслӑ тинӗс (халӗ Вӑтаҫӗр тинӗс) тӑрӑх Фарсиса ҫитмешкӗн пӗр ҫулталӑках кирлӗ пулма пултарнӑ! Иегова хушнӑ ҫак ӗҫе тӑвас мар тесе Иона акӑ ӑҫта ҫитиех кайма хатӗр пулнӑ иккен! (Иона 1:3 вулӑр.)

8 Анчах та Иона пирки хӑравҫӑ тесе калама пулать-ши? Ҫапла калама васкама кирлӗ мар. Малалла мӗн пулса иртнине пӑхсан, эпир вӑл паттӑр ӗҫсем тума пултаракан ҫын пулнине курӑпӑр. Анчах та, Иона та, пирӗн пекех, ҫитменлӗхлӗ ҫын пулнӑ, ӑна та хӑйӗн япӑх енӗсемпе кӗрешме тивнӗ (Пс. 50:7). Пирӗнтен хӑшӗ хӑранинчен хӑтӑлма тӑрӑшман-ши?

9. Эпир хӑш-пӗр чухне Иегова хушнӑ ӗҫ пирки мӗн шутлама пултаратпӑр тата ҫав вӑхӑтра мӗнле чӑнлӑха асра тытмалла?

9 Вӑхӑтран вӑхӑта Турӑ пире ытла та йывӑр е эпир пурнӑҫлама пултарайман ӗҫе тума хушнӑ пек туйӑнма пултарать. Сӑмахран, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарма хушнӑ ӗҫ пире хӑратма пултарать (Матф. 24:14). Иисус каланӑ чӑнлӑха, «Турӑ пурне те пултарать» тенине, мӗн тери хӑвӑрт манса кайма пулать! (Марк 10:27.) Хӑш-пӗр чухне пире Турӑ хушнине тума пултараймастпӑр пек туйӑнать, ҫавнашкал самантсенче эпир Иона мӗн туйнине ҫӑмӑллӑнах ӑнланма пултаратпӑр. Иона тарни вара мӗн патне илсе ҫитернӗ-ха?

Иегова итлемен пророка ӑса кӗртет

10, 11. а) Тавар турттаракан карап портран тухсан, Иона мӗн шутлама пултарнӑ? ӑ) Карап тата ун ҫинчи ҫынсем мӗнле хӑрушлӑха лекнӗ?

10 Иона Финикийӑна каякан тавар турттаракан карап ҫине ларнӑ пулас. Карап ҫыран хӗрринчен тапранса тухса кайнӑ чухне вӑл капитанпа унӑн ҫыннисем васкаса ӗҫленине пӑхса тӑнӑ пулӗ. Тинӗс хӗрри аяккарах юлса пынине, унтан вара пачах куҫран ҫухалнине сӑнанӑ май, Иона хӑрушлӑхран тинех хӑтӑлтӑм тесе шутланӑ, тен. Анчах та сасартӑк ҫанталӑк улшӑннӑ.

11 Хӑрушӑ ҫил вӗрнӗрен тинӗс кӑпӑкланса тӑнӑ, вара питӗ вӑйлӑ тӑвӑл пуҫланнӑ. Хумсем шутсӑр ҫӳллӗ пулнӑ, вӗсен ҫумӗнче хальхи карапсем те тетте пек ҫеҫ курӑннӑ пулӗччӗҫ. Кӗҫех тем ҫӳллӗш те тем вӑрӑмӑш хумсене пула йывӑҫ карап, турпас татӑкӗ пекех, е ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, е хумсем хушшине лексе курӑнми пулса тӑнӑ. Каярахпа Иона «Ҫӳлхуҫа тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил кӑларнӑ» тесе ҫырнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ-ши? Ҫирӗплетсе калама ҫук. Вӑл моряксем тӗрлӗ турӑсене йӑлӑнма пуҫланине курнӑ, анчах та ҫав турӑсенчен пулӑшу кӗтни усӑсӑррине пӗлсе тӑнӑ (Лев. 19:4). Иона ҫырнӑ: «Карап кӗҫ-вӗҫ саланса каяс патнех ҫитнӗ» (Иона 1:4). Иона вара хӑйӗн Туррине кӗлтума пултарнӑ-ши, вӑл унран тарас тенӗ вӗт?

12. а) Тинӗс ҫинче ҫил-тӑвӑл кӗрленӗ вӑхӑтра ҫывӑрса кайнӑшӑн Ионӑна мӗншӗн айӑплама васкамалла мар? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.) ӑ) Инкеке лекнӗшӗн кам айӑплине Иегова мӗнле кӑтартнӑ?

12 Иона хӑй нимпе пулӑшма пултарайманнине ӑнланнӑран трюма аннӑ та вырӑн тупса ҫывӑрма выртнӑ. Унта вӑл тарӑн ыйха путнӑ *. Капитан Ионӑна шыраса тупнӑ та ыйхӑран вӑратнӑ, вара ӑна хӑйӗн туррине ыттисем пекех кӗлтума хушнӑ. Моряксем ҫав ҫил-тӑвӑла ҫӳлти вӑйсем кӑларнӑ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа инкек сиксе тухнӑшӑн карап ҫинче хӑшӗ айӑплине пӗлес тесе шӑпа янӑ. Паллах ӗнтӗ, шӑпа пӗрне, теприне... нихӑшне те тухманнине пӑхса тӑнӑ май, хӑранипе Ионӑн чӗри хӗссе ырата пуҫланӑ пулӗ. Кӗҫех тӗрӗсси ҫиеле тухнӑ. Иегова ҫил-тӑвӑла Иона пирки кӑларнине уҫҫӑн кӑтартса шӑпине ӑна тухмалла тунӑ. (Иона 1:5—7 вулӑр.)

13. а) Иона моряксене мӗн каласа панӑ? ӑ) Иона моряксене хӑйпе мӗн тума сӗннӗ?

13 Иона моряксене веҫех каласа панӑ. Вӑл пурне те тума пултаракан Иегова Туррӑн ӗҫлекенӗ пулнӑ, халӗ унран тарса ӑна кӳрентернӗ, ҫапла вӑл пурне те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ. Моряксем ним тума аптӑранӑ. Иона вӗсем питӗ хӑраса ӳкнине курнӑ. Вӗсем карапа тата хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлмашкӑн Ионӑран унпа мӗн тумалли ҫинчен ыйтнӑ. Иона мӗн хуравланӑ? Кӗрлесе тӑракан сивӗ тинӗсре путса вилесси ҫинчен шухӑш пуҫа кӗрсенех вӑл шартах сикнӗ пулӗ. Анчах та ҫав ҫынсене хӑй ҫӑлса хӑварма пултарнӑ ҫӗртенех вӑл вӗсене пӗтме парӗ-и вара? Иона каланӑ: «Тытӑр та мана — тинӗсе ывӑтӑр, вара тинӗс сирӗншӗн лӑпланӗ; ҫакӑ хӑватлӑ тӑвӑл сирӗн тӗле мана пула килсе ҫитнине пӗлетӗп эпӗ» (Иона 1:12).

14, 15. а) Эпир Иона пек хытӑ ӗненнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ӑ) Иона хӑйне тинӗсе ывӑтма сӗнсен, моряксем мӗн тунӑ?

14 Хӑравҫӑ ҫавнашкал сӑмахсем каламан пулӗччӗ. Ҫак йывӑр самантра Иона хӑюлӑх кӑтартни тата хӑйӗн пурнӑҫне ыттисемшӗн пама хатӗр пулни Иеговӑна савӑнтарнӑ пулӗ. Ҫав самант Иона хытӑ ӗненнине кӑтартать. Эпир паян Ионӑран тӗслӗх илме пултаратпӑр: пирӗн ыттисен ырӑлӑхне хамӑрӑннинчен мала хумалла (Иоанн 13:34, 35). Камӑн та пулин укҫа-тенкӗ ҫитсе пымасть пулсан, е ҫын хуйха ӳкнӗ пулсан, е Иеговӑпа унӑн хушшинчи хутшӑнусем хавшанӑ пулсан, е ҫын чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫунать пулсан, эпир вӗсене пулӑшма хатӗр-и? Ҫапла тусан эпир Иеговӑна питӗ савӑнтаратпӑр!

15 Иона каланӑ сӑмахсем моряксен чунне пырса тивнӗ пулас, мӗншӗн тесен вӗсем Иона каланине малтан тӑвасшӑн пулман. Вӗсем ҫил-тӑвӑла пӑхмасӑр ҫыран хӗррине тухас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ, анчах пӗтӗмпех усӑсӑр пулнӑ. Тӑвӑл хаярлансах пынӑ. Юлашкинчен моряксем хӑйсен урӑхла май ҫуккине ӑнланнӑ. Вӗсем Иеговӑна, Иона Туррине, хӑйсене хӗрхенме тархасласа ыйтнӑ, вара пророка тинӗсе пӑрахнӑ (Иона 1:13—15).

Иона ыйтнипе моряксем ӑна тинӗсе пӑрахнӑ

Иегова Ионӑна хӗрхенсе ҫӑлать

16, 17. Ионӑна тинӗсе пӑрахсан унпа мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене пӑхӑр.)

16 Иона хаяр хумсем хушшине лекнӗ. Тен, пӗр вӑхӑт хушши шыв ҫинче тытӑнса тӑма тӑрӑшса вӑл хӑвӑрттӑн аяккалла каякан карап ҫине шыв кӑпӑкӗпе шыв сирпӗнчӗкӗ витӗр пӑхнӑ пулӗ. Анчах та кӗҫех Ионӑна ҫӳллӗ хум хупласа хунӑ та вара вӑл тинӗс тӗпнелле путса анса кайнӑ. Аяларах та аяларах анса пынӑҫемӗн вӑл хӑйӗн пӗр шанчӑк та юлманнине ӑнланнӑ.

17 Каярахпа Иона ҫавӑн чухне хӑй мӗн туйнине ҫырса кӑтартнӑ. Унӑн куҫӗ умне пӗр самантлӑха пӗтӗм пурнӑҫӗ тухса тӑнӑ. Вӑл Иерусалимри Иеговӑн илемлӗ храмне урӑх нихӑҫан та кураймӑп тесе кулянса шухӑшланӑ. Ионӑна тӗпсӗр авӑра, ту тӗпне анса кайнӑнах туйӑннӑ, унта ӑна шыв курӑкӗсем яваласа илнӗ. Ҫакӑнта хӑйӗн виле шӑтӑкне тупнӑ пекех туйӑннӑ ӑна. (Иона 2:3—7 вулӑр.)

18, 19. Тинӗс авӑрӗнче Ионӑпа мӗн пулса иртнӗ, ӑна мӗн ҫӑтса янӑ тата ҫав ӗҫсене чӑннипе кам тунӑ? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)

18 Анчах та мӗн ку? Юнашар темӗн питӗ пысӑкскер тата тӗксӗмскер курӑнса кайнӑ. Вӑл Иона патнелле ишсе пынӑ. Ҫывӑхарах пырсан вӑл пысӑк ҫӑварне карнӑ та пророка ҫӑтсах янӑ!

Иегова пысӑк пулла «Ионӑна ҫӑтса яма хушнӑ»

19 Иона пӗтрӗм тесех шутланӑ пулӗ. Анчах та тӗлӗнтермӗш! Вӑл чӗрех юлнӑ! Унӑн шӑммисем тӗрӗс-тӗкелех пулнӑ, ҫав чӗрчун хырӑмӗнче вӑл ирӗлсе-шӑранса та кайман, сывлӑш ҫитменнипе те аптраман. Вӑл хӑйшӗн виле шӑтӑкӗ пулса тӑмалли вырӑнта пулнӑ пулин те, унӑн сывлан сывлӑшӗ хӑй ӑшӗнчех пулнӑ. Майӗпен Ионӑн чӗри Иеговӑна чунтан-вартан хисеплес туйӑмпа тулнӑ. Паллах ӗнтӗ, пысӑк пулла «Ионӑна ҫӑтса яма» хушаканӗ Иегова Турӑ пулнӑ, урӑх никам та мар * (Иона 2:1).

20. Иона пысӑк пулӑ хырӑмӗнче мӗнле сӑмахсемпе кӗлтуни ун ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?

20 Минут хыҫҫӑн минут, сехет хыҫҫӑн сехет иртнӗ. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче нихҫан курман сӗм тӗттӗмлӗхре вӑл тарӑн шухӑша путнӑ, вара Иегова Турра кӗлтума пуҫланӑ. Ҫав кӗлле Иона кӗнекинче 2-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ, унти сӑмахсенчен пророк ҫинчен нумай пӗлме пулать. Вӑл Иона Сӑваплӑ Ҫырусене питӗ лайӑх пӗлнине кӑтартса парать, мӗншӗн тесен пророк час-часах Псаломсенчи сӑмахсемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех Иона мӗнле сӑмахсемпе кӗлтунинчен вӑл пархатарлӑ ҫын пулни те курӑнать. Кӗлӗ вӗҫӗнче вӑл акӑ мӗнле сӑмахсем каланӑ: «Эпӗ вара Сана мухтаса парне кӳрӗп, сӑмах панине тӑвӑп: ҫӑлӑнӑҫ — Ҫӳлхуҫара» (Иона 2:10).

21. Иона Иегова ҫинчен мӗн пӗлнӗ тата пирӗн мӗнле питӗ кирлӗ чӑнлӑха асра тытмалла?

21 Пысӑк пулӑ «ӑшӗнче» пулнӑ чухне Иона Иегова кирек кама та, кирек хӑҫан та, кирек ӑҫта та ҫӑлма пултарассине хӑй туйса курнӑ. Иегова инкеке лекнӗ хӑйӗн ӗҫлекенне ҫав вырӑнта та тупнӑ тата вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ (Иона 2:1). Пысӑк пулӑ хырӑмӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ ҫынна Иегова ҫеҫ чӗрӗ упраса хӑварма пултарнӑ. Паян та пирӗн манмалла мар: Иегова — пирӗн «пурнӑҫа... Тытса Тӑракан Турӑ» (Дан. 5:23). Сывлама пултарнӑшӑн та, пурӑннӑшӑн та пирӗн Турра тав тумалла. Иеговӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр-и эпир? Пирӗн ӑна пӑхӑнса пурӑнмалла мар-и вара?

22, 23. а) Иона пархатарлӑ ҫын пулнипе пулманни мӗнле тӗрӗсленнӗ? ӑ) Йӑнӑш тусан эпир Иона тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

22 Иона ҫинчен вара мӗн калама пулать? Вӑл Иеговӑна итлеме, ҫапла майпа пархатарлӑ пулнине кӑтартма вӗренсе ҫитнӗ-и? Ҫапла, вӗренсе ҫитнӗ. Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ иртсен пулӑ тинӗс хӗррине ишсе пынӑ та «Ионӑна ҫӗр ҫине кӑларса пӑрахнӑ» (Иона 2:11). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн Ионӑна тинӗс хӗрринелле ишме те тивмен! Паллах ӗнтӗ, хӑй ӑҫта лекнине тата ӑҫталла каймаллине унӑн пӗлмелле пулнӑ. Анчах кӑшт вӑхӑт иртсенех вӑл пархатарлӑ ҫын пулнипе пулманни тӗрӗсленнӗ. Иона 3:1, 2-мӗшӗсенче каланӑ: «Ионӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ: тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, Эпӗ сана мӗн калама хушнине ҫавӑнта вӗрентсе ҫӳре». Пророк мӗн тунӑ-ши?

23 Вӑл мӗшӗлтетсе тӑман. Эпир вулатпӑр: «Иона тӑнӑ та, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе, Ниневие кайнӑ» (Иона 3:3). Ҫапла, вӑл Иегова хушнине тунӑ. Иона хӑйӗн йӑнӑшӗсенчен вӗренни курӑнать. Ҫак тӗлӗшрен те эпир унран тӗслӗх илме пултаратпӑр. Эпир пурте ҫылӑха кӗретпӗр тата йӑнӑшсем тӑватпӑр (Рим 3:23). Анчах ун пек чухне эпир алла усатпӑр-и? Е хамӑрӑн йӑнӑшсенчен вӗренсе каллех Турра итлесе пурӑнма тата уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма тӑрӑшатпӑр?

24, 25. а) Иегова Ионӑна мӗнле пилленӗ? ӑ) Пуласлӑхра Ионӑна мӗнле пиллӗхсем кӗтеҫҫӗ?

24 Хӑйне итленӗшӗн Иегова Ионӑна пилленӗ-и? Паллах, пилленӗ. Сӑмахран, Иона ҫав моряксем чӗрӗ юлни ҫинчен пӗлнӗ пулас. Иона паттӑр ӗҫ тунӑ хыҫҫӑнах тӑвӑл шӑпланнӑ. Моряксем «Ҫӳлхуҫаран сехӗрленсех ӳкнӗ», вара хӑйсен суя туррисене мар, Иеговӑна парнесем кӳнӗ (Иона 1:15, 16).

25 Каярахпа Иегова Ионӑна ҫавӑнтан та пысӑкрах пиллӗх панӑ. Иона пысӑк пулӑ хырӑмӗнче пулнӑ вӑхӑта Иисус хӑй виле шӑтӑкӗнче, е шеолта, пулас вӑхӑтпа танлаштарса пророкла каланӑ. (Матфей 12:38—40 вулӑр.) Ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑрсан тата ҫавӑн ҫинчен пӗлсен Иона мӗн тери хытӑ савӑнӗ! (Иоанн 5:28, 29.) Иеговӑн сире те пиллес килет. Эсир, Иона пекех, хӑвӑрӑн йӑнӑшсенчен вӗренӗр-и, чи малтан ыттисемшӗн тӑрӑшӑр-и тата Турра итлесе пурӑнӑр-и?

^ 4 абз. Иона чӑнах та Галилейӑри хулара ҫуралса ӳснине палӑртса хӑвармалла, мӗншӗн тесен фарисейсем Иисус ҫинчен каланӑ чухне мӑнкӑмӑллӑн: «Тӗпчесе тух-ха, Галилейӑран пророк тухманнине курӑн вара»,— тенӗ (Иоанн 7:52). Библи куҫаракансемпе тӗпчекенсенчен нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, фарисейсем нимпе те палӑрса тӑман Галилея ҫӗрӗнчен пӗр пророк та тухман, тухма та пултараймасть тени пуш сӑмах пулнӑ. Ҫакӑ тӗрӗс пулсан, вӗсем историе тата пророкла каланисене курмӑш пулнӑ (Ис. 9:1, 2).

^ 12 абз. Септуагинта куҫарӑвӗнче Иона харлаттарсах ҫывӑрнӑ тенӗ. Ҫакӑ вӑл тарӑн ыйха путнине кӑтартать. Анчах та ҫакӑ Ионӑшӑн пӗтӗмпех ик айкки те тӑвайкки пулнине пӗлтермест, мӗншӗн тесен хуйха ӳксен ҫынна ыйхӑ пусма пултарать. Тӗслӗхрен, Гефсимани садӗнче Иисус асап тӳснӗ чухне Петр, Иаков тата Иоанн «хуйхӑпа аптӑраса ҫывӑрса» кайнӑ (Лука 22:45).

^ 19 абз. Еврей чӗлхинчи «кит» сӑмаха авалхи грек чӗлхине «тинӗсри хӑрушӑ чӗрчун» е «пысӑк пулӑ» тесе куҫарнӑ. Тинӗсри мӗнле чӗрчун ҫинчен сӑмах пыни пирки тӗп-тӗрӗс калама ҫук. Анчах та Вӑтаҫӗр тинӗсӗнче ҫынна ҫӑтса яма пултаракан пысӑк акулӑсем тӗл пулаҫҫӗ. Ытти тинӗссенче унтан та пысӑкрах акулӑсем пур. Сӑмахран, кит евӗрлӗ акулӑн тӑршшӗ 15 метр е ытларах та пулма пултарать.