Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ ЫЙТУ

Мӗншӗн эпӗ хама килӗшместӗп?

Мӗншӗн эпӗ хама килӗшместӗп?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Куҫкӗски ҫинче хӑв мӗнле курӑннинчен кирлӗрех япаласем те пур.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш: Юлия куҫкӗски ҫине пӑхнӑ чухне унта вӑл мӑнтӑрккана кӑна курать. «Кӑштах начарланмалла»,— тет вӑл хӑйне, ҫав вӑхӑтрах ӑна ашшӗпе амӑшӗ тата тусӗсем «шӑрпӑк пек хыткан» теҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Юлия «пӗр-ик килограмм» начарланас тесе татӑклӑ утӑмсем тумалли ҫинчен шутлама пуҫланӑ. Ҫавна тумашкӑн унӑн темиҫе кун хушши ҫеҫ ҫимелле мар...

Эсӗ Юлия вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑн?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

Эсӗ хӑвӑн ҫинчен мӗн шутлани пӑсса кӑтартакан куҫкӗски ҫине пӑхнӑ евӗрлӗ пулма пултарать

Пӑхма хитре курӑнасшӑн пулнинче ним япӑххи те ҫук. Тӗрӗссипе каласан, Библи те хӑш-пӗр арҫынсемпе хӗрарӑмсем: Сарра, Рахиль, Авигея, Иосиф тата Давид — ҫинчен каланӑ чухне вӗсем сӑн-пичӗпе те, ӳт-пӗвӗпе те хитре пулнӑ тесе сӑнласа парать. Ависага ятлӑ хӗр пирки «питӗ илемлӗ пулнӑ» тенӗ Библире (3 Патшасен 1:4).

Анчах та ҫамрӑксем нумайӑшӗ пӑхма хитре курӑнас тесе анраса ҫӳреҫҫӗ теме пулать. Ҫакӑ вара пысӑк йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарать. Сӑмахран:

  • Пӗр тӗпчев тӑрӑх, хӗрсенчен 58 проценчӗ хӑйсем пирки ытла мӑнтӑр тесе каланӑ, тӗрӗссипе вара, вӗсенчен 17 проценчӗ кӑна мӑнтӑркка пулнӑ.

  • Акӑ тепӗр тӗпчевӗн кӑтартӑвӗсем: питӗ хыткан хӗрарӑмсенчен 45 проценчӗ хӑйсем пирки ытла мӑнтӑр тесе шутланӑ.

  • Начарланас тесе хӑш-пӗр ҫамрӑксем анорекси чирӗн аллине лекеҫҫӗ, урӑхла каласан, апат ҫимесӗр начарланса пынипе хӑйсен пурнӑҫне хӑрушӑ шая ҫитереҫҫӗ.

Эсӗ анорекси е апатланассипе ҫыхӑннӑ ытти чирсен паллисене асӑрхарӑн пулсан, пулӑшу шыра. Чи малтан ҫавӑн пирки аннӳпе, аҫупа е хӑв шанакан хӑвӑнтан аслӑрах ҫынпа калаҫса пӑх. Библире каланӑ: «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет» (Ытарӑшсем 17:17).

ЭСӖ ТУМА ПУЛТАРАКАН ЧИ ЧАПЛӐ УЛШӐНУ

Тӗрӗссипе каласан, ҫын шалтан мӗнлерех пулни ӑна е илемлӗ, е илемсӗр тӑвать. Сӑмахран, Давид патшан Авессалом ывӑлне илер. Библире каланӑ:

«Авессалом пек илемлӗ, ун пек мухтавлӑ арҫын пулман... унӑн пӗр кӑлтӑк та пулман» (2 Патшасен 14:25).

Анчах ҫав ҫамрӑк шутсӑр чапшӑн ҫуннӑ, питӗ мӑнкӑмӑллӑ тата чее те усал пулнӑ! Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Библи ӑна лайӑх енчен мар, сутӑнчӑк, курайманлӑхпа тулнӑ хаяр ҫын пек сӑнласа парать.

Ахальтен мар Библи пире ҫакӑн пек канашсем парать:

«Эсир кивӗ этеме ӗҫӗ-мӗнӗпех хывса пӑрахӑр та ҫӗнӗ этеме тӑхӑнӑр» (Колоссӑ 3:9, 10, ҪТ).

«Тулашӗнчен ҫеҫ илемлӗ пулма ан тӑрӑшӑр... чӗрере куҫа курӑнмасӑр тӑракан пӗтес ҫук илемпе илемленӗр» (1 Петр 3:3, 4).

Ҫавӑнпа та пӑхма хитре курӑнас килнинче ним япӑххи те ҫук, анчах та эсӗ мӗнле ҫын пулни чылай кирлӗрех. Тӗпрен илсен, ҫынсем санӑн мускулусене е илемлӗ кӗлеткӳне курса мар, санӑн лайӑх енсене курса сан патне туртӑнма пуҫлӗҫ! «Хитре сӑн-питпе ӳт-пӳ ҫине пӗр вӑхӑтлӑха ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ,— калать Филиссия ятлӑ хӗр,— анчах та ҫынсем ытларах чухне санӑн лайӑх енсене тата эсӗ шалтан мӗнле ҫын пулнине астуса юлаҫҫӗ».

ХӐВӐН ҪИНЕ ПӐХСА ИЛ-ХА

Сана хӑвӑн сӑн-питпе ӳт-пӳ час-часах килӗшмест-и?

Эсӗ хӑвӑн сӑн-питпе ӳт-пӳри кӑлтӑка юсамалли операци е пӗр-пӗр диета ҫинчен шухӑшланӑ-и?

Май пулнӑ пулсан, эсӗ хӑвӑнта мӗн улӑштарнӑ пулӑттӑн? (Палӑртса тух.)

  • ҪӲЛЛӖШ

  • ЙЫВӐРӐШ

  • ҪӲҪ

  • ФИГУРА

  • ПИТ

  • ӲТ ТӖСӖ

Эсӗ малтанхи икӗ ыйту ҫине «ҫапла» тесе хуравларӑн пулсан тата виҫҫӗмӗш ыйтура виҫӗ е ытларах сӑмаха палӑртрӑн пулсан, ҫакна асра тыт: ыттисем сан ҫине эсӗ хӑвӑн ҫине тиркесе пӑхнӑ пек тиркесе пӑхмаҫҫӗ. Хамӑр сӑн-питпе ӳт-пӳ пирки ытлашши пӑшӑрханма пуҫласан ҫӑмӑллӑнах виҫерен тухса кайма пулать (1 Патшасен 16:7).