Тӗп матералсем патне куҫӑр

Мӗн вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратни?

Мӗн вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратни?

Библире мӗн каланӑ?

 Библире анáстасис текен грек сӑмахне «вилӗмрен чӗртсе тӑратни» тесе куҫарнӑ. Ҫав грек сӑмахӗ «тӑр» е «каллех тӑр» тенине пӗлтерет. Апла пулсан, ҫын хӑй унччен мӗнле ҫын пулнӑ, ҫавӑн пек чӗрӗлсе тӑрать те каллех пурӑнма пуҫлать (1 Коринф 15:12, 13).

 Еврей Ҫырӑвӗсенче «вилӗмрен чӗртсе тӑратни» тесе калани ҫук пулин те, унта вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк пирки уҫӑмлӑн каланӑ. Сӑмахран, Турӑ ҫакӑн пек сӑмах панӑ: «Ҫӗр айӗнче ҫывӑракансем нумайӑшӗ вӑранӗҫ» (Даниил 12:2, 13; Иов 14:13—15; Исаия 26:19).

 Ҫынсем ӑҫта вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ? Хӑш-пӗрисем Христоспа пӗрле патшара ларма тӳпере пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ (2 Коринф 5:1). Библире вӗсем пирки «малтан чӗрӗлсе тӑнисем» тенӗ, ҫакӑ вара ҫакӑн хыҫҫӑн вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси татах та пулмаллине кӑтартса парать (Ӳлӗмхи 20:6). Ҫакӑ каярахпа ҫӗр ҫинче пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратни пулать, ҫынсенчен нумайӑшне вара шӑп ҫавӑн чухне вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ (Псалом 36:29).

 Ҫынсене вилӗмрен мӗнле чӗртсе тӑратӗҫ? Турӑ Иисуса вилнисене чӗртсе тӑратма вӑй панӑ (Иоанн 11:25). Иисус «тупӑкра выртакансене пурне те» чӗртсе тӑратӗ. Вӗсем ҫав ҫынсемех пулӗҫ, хӑйсен характерӗсемпе, асаилӗвӗсемпе чӗрӗлсе тӗрӗҫ (Иоанн 5:28, 29). Тӳпере пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансен кӗлетки ангелсенни пек пулӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑракансен пӗр кӑлтӑксӑр, сып-сывӑ кӗлетке пулӗ (Исаия 33:24; 35:5, 6; 1 Коринф 15:42—44, 50).

 Кама-кама вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ? Библире «вилнӗ ҫынсем — сӑваплисем те, сӑвапсӑррисем те — чӗрӗлсе тӑрӗҫ» тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Сӑваплисем шутне Турра шанчӑклӑ пулнӑ ҫынсем кӗреҫҫӗ, сӑмахран, ҫаксем — Ной, Сарра тата Авраам (Пултарни 6:9; Еврейсем 11:11; Иаков 2:21). Сӑвапсӑррисем вӗсем — Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнман ҫынсем, мӗншӗн тесен вӗсен ҫав нормӑсем ҫинчен пӗлме май пулман.

 Анчах та кама ҫылӑхсем туса пурӑннине пула тӳрлетме май ҫук, ҫавсене вилӗмрен чӗртсе тӑратмӗҫ. Ҫавӑн пек ҫынсем вилсен, вӗсем яланлӑхах вилеҫҫӗ, вӗсен вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк ҫук (Матфей 23:33; Еврейсем 10:26, 27).

 Хӑҫан вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ? Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус Христос патшара ларнӑ чухне хӑш-пӗр ҫынсене тӳпере пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ. Христос вара 1914 ҫулта патшара ларма пуҫланӑ (1 Коринф 15:21—23). Христос пин ҫул хушши патшара ларнӑ чухне ҫынсене ҫӗр ҫинче пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ. Ун чухне вара ҫӗр рай пулса тӑрӗ (Лука 23:43; Ӳлӗмхи 20:6, 12, 13).

 Ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрассине мӗншӗн ӗненме пулать? Библире вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ тӑхӑр ҫын ҫинчен каласа панӑ, ҫавсене вара куракансем те пулнӑ (3 Патшасен 17:17—24; 4 Патшасен 4:32—37; 13:20, 21; Лука 7:11—17; 8:40—56; Иоанн 11:38—44; Апостолсен ӗҫӗсем 9:36—42; 20:7—12; 1 Коринф 15:3—6). Лазаре вилӗмрен чӗртсе тӑратнине уйрӑмах палӑртма пулать, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗренпе тӑватӑ кун иртнӗ пулнӑ тата Иисус ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе нумай ҫын умӗнче тунӑ (Иоанн 11:39, 42). Иисуса хирӗҫ тӑракансем те ҫакӑ пулман тесе калама пултарайман, ҫавӑнпа вӗсем Иисуса та, Лазаре те вӗлерме калаҫса тӑтӑлнӑ (Иоанн 11:47, 53; 12:9—11).

 Вилнисене чӗртсе тӑратма Туррӑн вӑй та, кӑмӑл та пур тенӗ Библире. Вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратас текен кашни ҫынна, унӑн кашни уйрӑмлӑхне, астӑвать (Иов 37:23; Матфей 10:30; Лука 20:37, 38). Турӑ ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарать тата вӑл ҫавна питӗ тӑвасшӑн! Пуласлӑхра ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ, ҫакӑ чӑннипех пулассине палӑртса Библире Турӑ пирки ҫапла каланӑ: «Эсӗ вара хӑвӑн аллу тунӑскерӗ пирки тунсӑхласа ҫитӗн» (Иов 14:15, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ).

Вилӗмрен чӗртсе тӑратни пирки калакан тӗрӗс мар шухӑшсем

 Тӗрӗс мар шухӑш: вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси вӑл — кӗлеткепе чун пӗрлешни.

 Факт: Библи вӗрентнӗ тӑрӑх, ҫын вилсен вӑл пурӑнма пӑрахать, унӑн нимӗнле вилӗмсӗр чунӗ те малалла пурӑнмасть (Иезекииль 18:4; Екклесиаст 9:5, 10). Апла вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫын хӑйӗн чунӗпе пӗрлешмест, вӑл унчченхи пек чӗрӗ ҫын пулса тӑрать.

 Тӗрӗс мар шухӑш: хӑш-пӗр ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ те тӳрех тӗп тӑвӗҫ.

 Факт: Библире «усал тунисем айӑпа юлмашкӑн чӗрӗлӗҫ» тенӗ (Иоанн 5:29). Анчах та вӗсене вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен тунӑ ӗҫсемшӗн мар, чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн тунӑ ӗҫсемшӗн айӑплӗҫ. Иисус ҫапла каланӑ: «Вилнисем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтӗҫ, итлекенсем вара пурӑнӗҫ» (Иоанн 5:25, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Кам итлӗ, урӑхла каласан, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн илнӗ пӗлӳсемпе килӗшӳллӗн пурӑнӗ, ҫавсен ячӗсене «чӗрӗлӗх кӗнекине» ҫырса хурӗҫ (Ӳлӗмхи 20:12, 13).

 Тӗрӗс мар шухӑш: Ҫын хӑйӗн виличченхи кӗлеткипех чӗрӗлсе тӑрӗ.

 Факт: Ҫын вилсен, унӑн кӗлетки ҫӗрсе каять те ҫӗр пулса тӑрать (Екклесиаст 3:19, 20).