Тӗп матералсем патне куҫӑр

ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Вӑтаннине мӗнле ҫӗнтерме пулать?

Вӑтаннине мӗнле ҫӗнтерме пулать?

 Начар хыпар. Вӑтанни сана лайӑх туссене тупма чӑрмантарма пултарать. Ҫавӑн пекех вӑтаннине пула пурнӑҫра мӗн те пулин интереслине пӗлмесӗр-курмасӑр тӑрса юлма пулать.

 Лайӑх хыпар. Вӑтаннинче лайӑххи те пур. Ҫак ен пире мӗн те пулин калас умӗн шухӑшлама пулӑшать. Тата вӑтанакан ҫынсем час-часах сӑнама тата итлеме пӗлеҫҫӗ.

 Чи лайӑх хыпар. Халӗ эсӗ вӑтанчӑк пулни малашне те вӑтанчӑк ҫын пуласса пӗлтермест. Вӑтаннӑ чухне эсӗ хӑвна алра тытма вӗренме пултаратӑн. Ҫакна мӗнле тумаллине ҫак статьяран пӗлӗн.

 Хӑв мӗнрен хӑранине палӑртса хур

 Ыттисемпе куҫа-куҫӑн калаҫасси вӑтанакан ҫынна питӗ хӑратма пултарать. Ҫакӑ эсӗ тӑр пӗччен тӗттӗм пӳлӗмре пулнипе пӗрех. Анчах та ҫутӑ ҫутса ярсан, эсӗ мӗнрен хӑрани ахалех пулнине ӑнланса илетӗн. Вӑтанчӑк ҫынна час-часах мӗн хӑратать, ҫавсенчен виҫҫӗшне пӑхса тухар.

  •   Пӗрремӗшӗ: «Эпӗ мӗн ҫинчен калаҫмаллине пӗлмес».

     Факт. Эпир ҫынсене мӗн калатпӑр, ытларах чухне ҫынсем ҫавна астумасан та пултараҫҫӗ. Анчах та ҫавӑн чухне вӗсем хӑйсене мӗнле туйнине лайӑх астӑваҫҫӗ. Мӗн ҫинчен калаҫмалла-ши тесе хӑраса тӑрас вырӑнне ыттисем хӑвна мӗн каланине тимлӗ итлеме тӑрӑш.

     Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх. Сана мӗнле ҫынсем ытларах килӗшеҫҫӗ: чарӑнма пӗлмесӗр калаҫаканнисем-и е итлеме пӗлекеннисем-и?

  •   Иккӗмӗшӗ: «Ҫынсене манпа кичем пулӗ».

     Факт. Эсӗ калаҫсан та, калаҫмасан та ҫынсем пурпӗрех сан ҫинчен мӗн те пулин шутлӗҫ. Апла пулсан мӗншӗн-ха лару-тӑрӑва алла илсе хӑвна лайӑх енчен, чӑннипех хӑв мӗнле ҫын пулнине кӑтартас мар?

     Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх. Ыттисем сан ҫинчен япӑх шутлаҫҫӗ пек туйӑнать пулсан, тӗрӗссипе каласан, тен, эсӗ вӗсем ҫинчен япӑх шутлатӑн.

  •   Виҫҫӗмӗшӗ: «Эпӗ мӗн те пулин персе яратӑпах, кайран мана намӑс пулать».

     Факт. Хушӑран пурте кирлӗ маррине калама пултараҫҫӗ. Кирлӗ маррине каласан та хӑраса ан ӳк. Эсӗ те ҫитменлӗхлӗ ҫын.

     Ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑх. Сана камсемпе хутшӑнма килӗшет: кам яланах хӑйӗнчен ытлашшине кӗтет е кам йӑнӑшсем тума хӑрамасть?

 Эсӗ пӗлетӗн-и? Хӑшӗ-пӗрисем мессенджерсем урлӑ нумай сообщенисем ярса тӑнӑран хӑйсем пирки вӑтанакан ҫынсем тесе шутламаҫҫӗ. Анчах та чӑн-чӑн туссене тупас тесен ҫынсен пӗр-пӗринпе тӗл пулса калаҫмалла. Шерри Тёркл, технологисем ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине тӗпчекен психолог, ҫапла ҫырать: «Эпир ҫыннӑн питне куратпӑр пулсан тата унӑн сассине илтетпӗр пулсан кӑна пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пултаратпӑр» a.

Эсӗ мӗнрен хӑратӑн, ҫавсене ҫӗнтерсен, ыттисемпе пырса калаҫма йывӑрах пулманнине курӑн

 Мӗн тумаллине палӑртса хур

  •   Хӑвна ыттисемпе ан танлаштар. Санран никам та экстраверт пулса тӑрасса кӗтмест. Санӑн тӗллев — вӑтаннӑ чухне хӑвна алра тытасси. Вара эсӗ ҫӗнӗ туссене тупӑн тата пурнӑҫра мӗн те пулин интереслине пӗлме-курма пултарӑн.

     «Калаҫу нумая ан тӑсӑлтӑр тата компанире пӗр вӗҫӗмех пӗр санӑн калаҫмалла мар. Хӑвна палламан ҫынсене хӑвӑн ятна кала е темиҫе ыйту пар, ҫакӑ ҫителӗклӗ» (Алиша).

     Библири принцип: «Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗрӗслетӗр, вара вӑл хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнма пултарӗ» (Галати 6:4).

  •   Сӑнама пӗл. Калаҫма юратакан ҫынсем ыттисемпе мӗнле калаҫнине сӑна. Мӗн вӗсен лайӑх пулать? Мӗн вӗсен пулсах каймасть? Ҫавна курма тӑрӑш. Вӗсенчен эсӗ мӗне вӗренесшӗн? Ҫавна палӑртса хур.

     «Кам ҫӑмӑлланах ыттисемпе туслашса каять, ҫавсене сӑна тата вӗсенчен вӗрен. Вӗсем ҫынна пӗрремӗш хут курсан хӑйсене мӗнле тытнине тата мӗн каланине сӑнама тӑрӑш» (Аарон).

     Библири принцип: «Тимӗре тимӗр, ҫынна ҫын хӑйрать» (Ытарӑшсем 27:17).

  •   Ыйтусем пар. Ҫынсене хӑйсем мӗн шутлани ҫинчен каласа пама килӗшет, ҫавӑнпа ыйтусем пани — калаҫӑва пуҫламалли чи лайӑх май. Вара пурте сан ҫине мар, вӗсем ҫине пӑхӗҫ.

     «Хатӗрленсен сахалрах пӑшӑрханӑн. Пӗр-пӗр вечеринка пуласси пирки маларах пӗлтӗн пулсан, мӗнле тема е ыйту калаҫу пуҫлама пулӑшать, ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх. Вара палламан ҫынпа калаҫу пуҫласси сана хӑратса ӳкермӗ» (Алана).

     Библири принцип: «Хӑвӑршӑн кӑна мар, ыттисемшӗн те тӑрӑшӑр» (Филиппӑ 2:4).

a «Калаҫусем патне таврӑнни» кӗнекерен (Reclaiming Conversation).