ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ
Мӗншӗн Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулусене ҫӳремелле?
Иегова Свидетелӗсем Патшалӑх залӗсем теекен пуҫҫапмалли вырӑнӗсенче эрнере икӗ хутчен хӑйсен тӗлпулӑвӗсене ирттереҫҫӗ. Ҫав тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ тата вӗсене ҫӳрени сана мӗнле усӑ пама пултарать?
Патшалӑх залӗсенче христиансен тӗлпулӑвӗсем мӗнле иртеҫҫӗ?
Патшалӑх залӗнче Библири принципсене пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмаллине вӗрентеҫҫӗ. Тӗлпулусене ҫӳренипе эсӗ ҫаксене тума пултарӑн:
Турӑ ҫинчен пӗлсе пырӑн;
тӗнчере мӗншӗн ҫав тери нумай йывӑрлӑх пулнине ӑнланӑн;
лайӑх енсене аталантарма пултарӑн;
чӑн-чӑн туссем тупӑн.
Эсӗ пӗлетӗн-и? Иегова Свидетелӗсем хӑйсен тӗлпулӑвӗсене ирттерекен вырӑнсене Патшалӑх залӗсем теҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта час-часах Турӑ Патшалӑхӗпе ҫыхӑннӑ темӑсене сӳтсе яваҫҫӗ (Матфей 6:9, 10; 24:14; Лука 4:43).
Мӗншӗн христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле?
Патшалӑх залӗнче эсӗ усӑллине нумай пӗлӗн. Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсенче сӳтсе явакан Библи принципӗсем сана ӑслӑрах пулма пулӑшӗҫ (Ытарӑшсем 4:5). Эсӗ Библи чӑннипех усӑллӑ кӗнеке пулнине тата ҫак кӗнеке сана тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшнине курӑн. Ҫавӑн пекех, Библире эсӗ пурнӑҫра чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене тупӑн, сӑмахран, ҫак ыйтусен хуравӗсене:
Патшалӑх залӗсенче канмалли кунсенче тӑвакан хӑш-пӗр докладсен ячӗсем:
Мӗншӗн Библи тӑрӑх пурӑнмалла?
Хӗн-асаплӑ вӑхӑтра пулӑшу ӑҫтан илмелле?
Турӑ Патшалӑхӗ паян пирӗншӗн мӗн тӑвать?
«Пӗррехинче пирӗн тӗлпулӑва хампа пӗр класра вӗренекен килчӗ. Вӑл пирӗн ҫемьепе юнашар ларчӗ, вара эпир ӑна Библипе журнал патӑмӑр. Тӗлпулу хыҫҫӑн вӑл программӑн пӗр пайӗ, ӑҫта залра ларакансем хурав параҫҫӗ, ҫавӑ килӗшрӗ терӗ. Унсӑр пуҫне вӑл пирӗн чиркӳре Библие ҫавӑн пек тӗплӗн вӗренмеҫҫӗ тесе каларӗ» (Бренда).
Эсӗ пӗлетӗн-и? Патшалӑх залне кӗме укҫа тӳлемелле мар, ҫавӑн пекех унта укҫа пуҫтармаҫҫӗ.
Унта килекенсем сана хавхалантарӗҫ. Библире каланӑ тӑрӑх, христиансен пӗр-пӗрне хавхалантарма та пӗрле пуҫтарӑнмалла (Еврейсем 10:24, 25). Эпир пурӑнакан тӗнчере нумайӑшӗ хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та камсем хӑйсенчен ытларах Турӑшӑн тата ыттисемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавсем хушшинче пулни кӑмӑла ҫӗклет.
«Хӑш-пӗр чухне кун вӗҫӗнче манӑн пӗр вӑй та тӑрса юлманпа пӗрех, анчах Патшалӑх залне килсен хама ҫӗнӗрен вӑй илнӗ пек туятӑп. Киле эпӗ хаваслӑн тата ҫӗнӗ куна кӗтсе илме хатӗр пулса таврӑнатӑп» (Элайза).
Эсӗ пӗлетӗн-и? Пӗтӗм тӗнчипе Иегова Свидетелӗсен 120 000 ытла пухӑвӗ 60 000 ытла Патшалӑх залӗнче тӗл пулать. Христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳрекенсен шучӗ ӳссех пырать, ҫавӑнпа кашни ҫул вӑтамран 1 500-е яхӑн ҫӗнӗ Патшалӑх залӗ туса лартаҫҫӗ a.
a Тӗлпулусем ӑҫта иртнине пӗлес тесе «Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем» страницӑна кӗрӗр те «Ҫывӑхри тӗлпулӑва тупӑр» ссылкӑна пусӑр.