Тӗп матералсем патне куҫӑр

ҪАМРӐКСЕН ЫЙТӐВӖСЕМ

Усал сӑмах калани чӑнах та япӑх-и?

Усал сӑмах калани чӑнах та япӑх-и?

«Эпӗ ыттисем усал сӑмах каланине илтме хӑнӑхнӑран мана ҫавӑ пӗртте пӑшӑрхантармасть. Халӗ маншӑн ҫакӑ йӗркеллӗ пек туйӑнать» (Кристофер, 17 ҫулта).

«Унччен эпӗ час-часах усал сӑмах калаттӑмччӗ. Ҫавна ҫӑмӑллӑнах хӑнӑхма пулать, анчах ун пек калаҫма пӑрахма шутсӑр йывӑр» (Ребекка, 19 ҫулта).

 Тӗрӗслев

  •   Эсӗ ыттисем усал сӑмах каланине илтсен мӗн туятӑн?

    •  Эпӗ ӑна асӑрхамастӑп та, ҫакӑ маншӑн йӗркеллӗ япала.

    •  Мана ҫакӑ килӗшсех каймасть, анчах та ним те тӑваймастӑн.

    •  Ку питӗ ирсӗр, эпӗ ҫакна нихӑҫан та хӑнӑхаймӑп.

  •   Эсӗ усал сӑмах калатӑн-и?

    •  Нихӑҫан та

    •  Хӑш-пӗр чухне

    •  Час-часах

  •   Сан шутпа, усал сӑмах калани вӑл япӑх-и?

    •  Япӑхах мар

    •  Япӑх

 Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?

 Усал сӑмах калани вӑл япӑх тесе шутлатӑн-и эсӗ? «Япӑхах мар,— тесе калама пултаратӑн эсӗ.— Тӗнчере ҫакӑнтан пысӑкрах йывӑрлӑхсем те пур. Ҫитменнине тата, пурте усал сӑмах калаҫҫӗ». Ку чӑнах та ҫапла-и?

 Ӗненетӗн-и эсӗ ҫакна е ҫук, анчах ҫынсенчен нумайӑшӗ усал сӑмахпа калаҫмасть. Ҫакна тума вӗсен витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Ҫавсем пирки вара нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ те. Акӑ ҫав сӑлтавсенчен хӑш-пӗрисем:

  •  Усал сӑмах каланипе эсӗ хӑв мӗнле ҫын пулнине кӑтартса паратӑн. Санӑн сӑмахусем эсӗ шалтан мӗнлерех ҫын пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Усал сӑмах каланипе эсӗ ыттисен туйӑмӗсене шута илменнине кӑтартса паратӑн. Эсӗ чӑннипех ҫавӑн пек ҫын-и?

     Библире ҫапла каланӑ: «Ҫӑвартан тухаканни вара чӗререн тухать» (Матфей 15:18).

    Усал сӑмах каласси пӗтӗм тавралӑха варалать. Мӗншӗн-ха хӑвна тата ыттисене ҫавӑн пек вараламалла вара?

  •  Усал сӑмахпа калаҫнине пула ыттисем сирӗн пирки япӑх шутлама пултараҫҫӗ. Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Эпир камсемпе туслашасси, пире ҫемьере тата ӗҫре хисеплесси, ыттисемпе пирӗн хушӑри хутшӑнусем мӗнлерех пуласси, ыттисем пирӗн шухӑшсене шута илесси, пире ӗҫе илесси тата ӗҫре эпир карьера тӑвасси, ҫавӑн пекех ыттисем пире кам вырӑнне хурасси — ҫаксем пурте эпир мӗн каланинчен тата мӗнле калаҫнинче килет» (Cuss Control). Унта ҫакӑн пек сӗнӳ те пур: «Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: эсир ятлаҫма пӑрахрӑр пулсан, сирӗнпе ыттисем хушшинчи хутшӑнусем лайӑхланнӑ пулӗччӗҫ-ши?»

     Библире ҫапла каланӑ: «Тӗрлӗрен хаярланасси... хӑртасси сирӗн ан пултӑр» (Эфес 4:31).

  •  Усал сӑмахпа калаҫни сана, хӑв шутланӑ пек, патвар ҫын тумасть. Алекс Паркер хӑйӗн кӗнекинче ҫапла ҫырать: «Пӗр вӗҫӗмсӗр усал сӑмах калакан ҫынсене итлес килми пулса ҫитет». Вӑл ҫакна та палӑртать: калаҫура усал сӑмахсем нумай пулсан, ҫакӑ «пӗлӳ мӗн таран тарӑн пулнине, ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пулнине, шухӑшлас пултарулӑха тата чун ӑшшине кӑтартма май памасть. Эсир кахаллӑн, пӑтравлӑн калаҫатӑр пулсан тата сирӗн калаҫу тарӑн шухӑшлӑ мар пулсан, сирӗн ӑс-тӑн та ҫавнашкалах пулӗ» (How Rude!).

     Библире ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр» (Эфес 4:29).

 Эсӗ мӗн тума пултаратӑн?

  •  Тӗллев ларт. Мӗншӗн-ха пӗр уйӑх хушши е кӑшт сахалрах вӑхӑт хушши пӗр усал сӑмах каламасӑр пурӑнма тӑрӑшас мар? Хӑв тунӑ ҫитӗнӳсене календаре е пӗр-пӗр таблицӑна ҫырса пыр. Ҫавна тӑвас тӗлӗшрен малашне те ҫирӗп кӑмӑллӑ пулас тесе ҫаксене туса пӑх:

  •  Мӗнле вӑйӑ-кулӑра усал сӑмах каласси пур, ҫавсене сирсе яр. Библире ҫапла каланӑ: «Усал ушкӑнра мӗн ырри те пӑсӑлать» (1 Коринф 15:33). «Ушкӑн» тени кунта ҫынсене кӑна мар, вӑйӑ-кулла та пӗлтерет: эсӗ пӑхакан фильмсене, эсӗ вылякан видеовӑйӑсене, эсӗ итлекен юрӑ-кӗвве. 17 ҫулхи Кеннет акӑ мӗн калать: «Пӗр-пӗр юрра илтсен, кӗвви килӗшнӗрен эсӗ ӑна юрлама пуҫлатӑн, ҫав вӑхӑтрах унта усал сӑмахсем пурри ҫинчен пачах та шутламастӑн».

  •  Хӑвна асли пек тыт. Хӑш-пӗрисем усал сӑмах калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫапла тунипе вӗсем хӑйсене аслӑрах пек туяҫҫӗ. Тӗрӗссипе вара, ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пуласси вӑл пачах урӑхла, мӗншӗн тесен «вӗсенӗн чӗри ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ» (Еврейсем 5:14). Ыттисене тӗлӗнтерес тесе вӗсем хӑйсен нормисене пӗчӗклетмеҫҫӗ.

 Тӗрӗссипе каласан, усал сӑмах калани санӑн ӑсна ҫеҫ мар, тавралӑха та варалать. Ҫак тӗнчере унсӑрах йӗркесӗрлӗх нумай. «Ҫитет сӑмахпа ҫӳплеме! — тенӗ маларах илсе панӑ кӗнекере.— Пирӗн тӗнче таса пултӑр тесе тӑрӑшӑр: ирсӗр, таса мар сӑмахсем ан калӑр. Ҫапла эсир хӑвӑра лайӑхрах туйма пуҫлӑтӑр, ыттисем те сире ытларах хисеплӗҫ».