Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне ытти тӗнсем паллӑ тунӑ пек паллӑ тумаҫҫӗ?
Иисус Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне паллӑ тунӑ чухне эпир ӑна Библире каланӑ пек паллӑ тӑватпӑр. Ҫавӑн пекех ҫак уяв пирки «Ҫулхуҫа апачӗ» тата «Хуҫамӑрӑн аслӑ каҫхи апачӗ» тенӗ (1 Коринф 11:20). Анчах та тӗрлӗ тӗнсенче Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тунӑ чухнехи йӑласем Библипе килӗшсе тӑмаҫҫӗ.
Тӗллев
Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче эпир Иисус Христоса аса илетпӗр тата вӑл пире тӳлесе илес тесе панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр (Матфей 20:28; 1 Коринф 11:24). Ҫак уяв ырӑлӑх паракан е ҫылӑхсене каҫарттаракан вӑрттӑнлӑхпа е тӗн йӑли-йӗркипе ҫыхӑнман a. Библире каланӑ тӑрӑх, пирӗн ҫылӑхсем пӗр-пӗр тӗн йӑли-йӗркине пула мар, Христоса ӗненнине пула ҫеҫ каҫарӑнаҫҫӗ (Рим 3:25; 1 Иоанн 2:1, 2).
Ӑна час-часах паллӑ тумалла-и?
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума хушнӑ, анчах вӑл ӑна мӗн чухлӗ паллӑ тумалли ҫинчен нимӗн те каламан (Лука 22:19). Хӑш-пӗрисем Каҫхи апат уявне кашни уйӑхра паллӑ тумалла теҫҫӗ, теприсем вара ӑна кашни эрнере, кашни кун, кунне темиҫе хутчен уявламалла е ҫыннӑн ӑна паллӑ тума кӑмӑл ҫуралсанах паллӑ тумалла тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та ҫак тӗлӗшрен темиҫе япалана шута илмелле.
Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне Иисус еврейсем Пасха паллӑ тунӑ кун пуҫарса янӑ. Ҫав кунах вӑл каярахпа вилнӗ (Матфей 26:1, 2). Ҫакӑ вӑл ӑнсӑртран пулман. Библире Иисус панӑ парнене Пасха путеккипе танлаштарнӑ (1 Коринф 5:7, 8). Пасхӑна ҫулталӑкра пӗрре паллӑ тунӑ (Тухни 12:1—6; Левит 23:5). Малтанхи христиансем те Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявне ҫулталӑкра пӗрре паллӑ тунӑ b. Библирен илсе панӑ ҫак тӗслӗхе шута илсе Иегова Свидетелӗсем те, Библире каланӑ пек, ӑна ҫулталӑкра пӗрре паллӑ тӑваҫҫӗ.
Дата тата вӑхӑт
Иисус Каҫхи апат уявне мӗнле ирттернинчен ҫав уява хӑҫан паллӑ тумаллине те пӗлме пулать. Иисус ҫак уява пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче хӗвел анса ларсан пуҫарса янӑ (Матфей 26:18—20, 26). Эпир те, малтанхи христиансем пекех, Каҫхи апат уявне кашни ҫул ҫав кун паллӑ тӑватпӑр c.
Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗ эрнекун пулнӑ пулин те, ҫак дата кашни ҫул эрнери урӑх кунсене те лекме пултарать. Кашни ҫул нисанӑн 14-мӗшӗ хӑҫан пулассине пӗлес тесе эпир Иисус вӑхӑтӗнче усӑ курнӑ меслетпе усӑ куратпӑр. Эпир хальхи вӑхӑтри еврейсен календарӗсемпе усӑ курмастпӑр d.
Ҫӑкӑр тата эрех
Ҫак уява пуҫарса янӑ чухне Иисус Пасха хыҫҫӑн тӑрса юлнӑ ҫӑкӑрпа, йӳҫӗтмен чустаран пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа, тата хӗрлӗ эрехпе усӑ курнӑ (Матфей 26:26—28). Эпир те унран тӗслӗх илсе йӳҫӗтмен чустаран тата урӑх нимӗн те ямасӑр пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа усӑ куратпӑр. Ҫавӑн пекех ҫав уявра усӑ куракан эрехе сахӑр та, специсем те яман.
Хӑш-пӗр тӗнсенче йӳҫӗтнӗ чустаран е кӑвас чусти ярса пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа усӑ кураҫҫӗ. Анчах та Библире кӑвас чусти час-часах ҫылӑха е пӑсӑлнине пӗлтерет (Лука 12:1; 1 Коринф 5:6—8; Галати 5:7—9). Ҫавӑнпа та йӳҫӗтмен чустаран е кӑвас чусти тата ытти япаласем ямасӑр пӗҫернӗ ҫӑкӑр ҫеҫ Христосӑн пӗр ҫылӑхсӑр кӗлеткине сӑнласа пама пултарать (1 Петр 2:22). Ҫав уявра виноградӑн йӳҫмен сӗткенӗпе усӑ курни те Библипе килӗшсе тӑмасть. Хӑш-пӗр тӗнсенче эрех-сӑра ӗҫме юраманнине пула виноград сӗткенӗпе усӑ кураҫҫӗ, анчах Библире эрех-сӑра ӗҫме юрамасть тесе каламан (1 Тимофей 5:23).
Ахаль кӗлеткепе юн мар, символсем ҫеҫ
Йӳҫӗтмен чустаран пӗҫернӗ ҫӑкӑр тата хӗрлӗ эрех вӗсем — Христосӑн кӗлеткипе юнӗн символӗсем. Хӑш-пӗрисем ҫӑкӑрпа эрех тӗлӗнмелле майпа ахаль кӗлеткепе юн пулса тӑраҫҫӗ е вӗсемпе хутӑшса каяҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакӑ мӗншӗн Библипе килӗшсе тӑманнине пӑхса тухар.
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйӗн юнне ӗҫме хушнӑ пулсан, вӑл Туррӑн законне, юн ҫиме чаракан закона, пӑснӑ пулӗччӗ (Пултарни 9:4; Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29). Анчах та ҫакӑн пекки пулма пултарайман, мӗншӗн тесен Иисус нихӑҫан та Туррӑн юн ҫинчен калакан законне пӑсма хушман пулӗччӗ (Иоанн 8:28, 29).
Апостолсем Иисусӑн юнне чӑннипех ӗҫнӗ пулсан, вӑл вӗсене хӑйӗн юнӗ пирки «тӑкӑнас юнӑм» темен пулӗччӗ. Ҫапла вӑл хӑйӗн пурнӑҫне кӗҫех парассине палӑртнӑ (Матфей 26:28, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ).
Иисус хӑйӗн пурнӑҫне «пӗрре ҫеҫ» парнене панӑ (Еврейсем 9:25, 26). Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрех унӑн кӗлеткипе юнӗ пулса тӑрать пулсан, ҫав ҫӑкӑрпа эрехе тутанса пӑхакансем кашнинче Иисуса парнене кӳреҫҫӗ.
Иисус «ҫакна мана парнене кӳрес тесе тӑвӑр» тесе каламан, ун вырӑнне вӑл «ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ (1 Коринф 11:24).
Ҫӑкӑрпа эрех Иисусӑн кӗлеткипе юнӗ пулса тӑрать тенине ӗненекенсем ҫакна Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем ҫирӗплетсе параҫҫӗ теҫҫӗ. Сӑмахран, хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче Иисус эрех ҫинчен каланӑ сӑмахсене ҫакӑн пек куҫарнӑ: «Ку — Манӑн Юнӑм» (Матфей 26:28). Анчах та Иисусӑн сӑмахӗсене «ҫакӑ манӑн юна пӗлтерет» тесе те куҫарма пулать. Кунта Иисус, унччен час-часах тунӑ пекех, метафорӑпа усӑ курнӑ (Матфей 13:34, 35).
Кам ҫӑкӑр ҫиет тата эрех ӗҫет?
Иегова Свидетелӗсем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тунӑ чухне вӗсенчен сахаллӑшӗ ҫеҫ ҫӑкӑр ҫиет тата эрех ӗҫет. Мӗншӗн?
Иисус Христос хӑйӗн юнне тӑкнине пула Иегова Турӑ «ҫӗнӗ килӗшӳ» тунӑ. Ҫак килӗшӳ Иегова авалхи Израильпе тунӑ килӗшӳ вырӑнне пулнӑ (Еврейсем 8:10—13, Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ). Кампа килӗшӳ тунӑ, ҫавсем ҫеҫ Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑр ҫиме тата эрех ӗҫме пултараҫҫӗ. Вӗсен шутне пур христианин та кӗмест, Турӑ ятарлӑ майпа «чӗнсе илнисем» ҫеҫ кӗреҫҫӗ (Еврейсем 9:15; Лука 22:20). Вӗсем Христоспа пӗрле тӳпере патшара ларӗҫ. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫав чыса 144 000 ҫын кӑна илӗ (Лука 22:28—30; Ӳлӗмхи 5:9, 10; 14:1, 3).
«Пӗчӗкҫӗ кӗтӳпе», урӑхла каласан, Христоспа пӗрле патшара ларма чӗнсе илнисемпе, танлаштарсан пирӗнтен нумайӑшӗн «имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне кӗрес шанчӑк пур. «Имсӗр-сумсӑр ҫын» вара ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ (Лука 12:32; Ӳлӗмхи 7:9, 10). Пирӗнтен камӑн ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пур, ҫавсем Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑр ҫимеҫҫӗ тата эрех ӗҫмеҫҫӗ. Ҫав-ҫавах эпир ҫак уява килнипе Иисус пирӗн ҫылӑхсемшӗн панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр (1 Иоанн 2:2).
a Пӗр энциклопедире ҫапла каланӑ: «Вӑрттӑнлӑх текен сӑмах Ҫ[ӗнӗ] Х[алалра] тӗл пулмасть; шыва кӗни, Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ тата пӗр-пӗр йӑла ҫинчен каланӑ чухне нихӑҫан та μυστήριον [мисте́рион] текен грек сӑмахӗпе усӑ курман» (John McClintock, James Strong. Cyclopedia of Biblical, Theological, and Ecclesiastical Literature. Гранд-Рапидс, 1981. 9 Т. 212 С.).
b Ҫакна пӑхӑр: The New Schaff-Herzog Encyclopedia of Religious Knowledge. Edited by Samuel Macauley Jackson. Гранд-Рапидс, 1958. 4 Т. 43—44 С; John McClintock, James Strong. Cyclopedia of Biblical, Theological, and Ecclesiastical Literature. Гранд-Рапидс, 1981. 8 Т. 836 С.
c Ҫакна пӑхӑр: The New Cambridge History of the Bible—Volume I: From the Beginnings to 600. Edited by James Carleton Paget and Joachim Schaper. Нью-Йорк, 2013. 36 Сып. 841 С.
d Хальхи еврейсен календарӗнче нисан уйӑхӗ хӑҫан пуҫланасси астрономире ҫӗнӗ уйӑх хӑҫан пуҫланасси пирки мӗн каланипе килӗшсе тӑрать, анчах пӗрремӗш ӗмӗрте ҫавӑн пек меслетпе усӑ курман. Вӑл вӑхӑтра тӳпере ҫӗнӗ уйӑхӑн ҫурли Иерусалимра пӗрремӗш хут курӑнсан ҫӗнӗ уйӑх пуҫланнӑ. Ҫакӑ вара астрономире ҫӗнӗ уйӑх пирки мӗн каланӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн тепӗр кунне е каярахпа пулма пултарать. Ҫак уйрӑмлӑх Иегова Свидетелӗсем Каҫхи апат уявне паллӑ тӑвакан датӑ хальхи еврейсем Пасхӑна паллӑ тӑвакан датӑран уйрӑлса тӑнине кӑтартакан сӑлтавсенчен пӗри.