Чӑнлӑх тӗрмере ларакан ҫынсен пурнӑҫне улӑштарать
Испанири Иегова Свидетелӗсем 68 тӗрмене кайса ҫӳреҫҫӗ, унта 600 ҫын Библи вӗренет.
Тӗрмере ларакансене ырӑ хыпар пӗлтерекен Свидетельсенчен пӗри вӑл — Мигель. Вӑл, Иегова Свидетелӗ пулса тӑриччен, 12 ҫул тӗрмере ларнӑ. Халӗ вӑл кашни эрнерех тӗрмене кайса ҫӳрет. Мӗншӗн? Вӑл ыттисене хӑйсен пурнӑҫне улӑштарма пулӑшасшӑн, мӗншӗн тесен темиҫе ҫул каялла ӑна хӑйне те пулӑшнӑ.
Юлашки сакӑр ҫул хушшинче Мигель тӗрмере ларакан нумай ҫынпа Библи вӗреннӗ. Вӑл калать: «Тахҫан хам ларса тухнӑ тӗрмере халӗ ларакан ҫынсене пулӑшма эпӗ хавас. Вӗсем усал ӗҫсем тума пӑрахасшӑн пулни мана савӑнтарать».
Мигель тӑватӑ ҫулта пулнӑ чухне унӑн ашшӗне ӳсӗр водитель машинӑпа ҫапса хӑварнӑ. Ҫемьене тӑрантармашкӑн тӑлӑха тӑрса юлнӑ амӑшне нумай ӗҫлеме тивнӗ.
Мигель хӑйӗн пиччӗшӗпе пӗрле хушӑран уроксене сиктерме, ҫавӑн пекех ҫынсен килӗнчен япаласем вӑрлама тата машинӑсене ҫӑрисене ҫӗмӗрсе уҫса кӗме пуҫланӑ. 12 ҫул тӗлнелле пӗчӗк преступленисем тӑвасси Мигельшӗн кулленхи ӗҫ пулса тӑнӑ. 15 ҫулта вара вӑл наркотиксем сутса нумай укҫа тунӑ. Анчах та героинпа кокаинсӑр пурӑнайми пулнӑран укҫа тата ытларах кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл нумайрах вӑрлама пуҫланӑ. 16 ҫулта вӑл темиҫе хутчен те тӗрмене лекнӗ, кӗҫех вара юсанайми преступник пулса тӑнӑ. Мигель аса илет: «Эпӗ е тӗрмере пӗтӗп, е пысӑк дозӑна пула вилӗп тесе шутлаттӑм. Эпӗ хама эрешмен картине лекнӗ шӑна пекех туяттӑм».
Анчах та 1994 ҫулта Мигелӗн тусӗ ыйтнипе пӗр Иегова Свидетелӗ ун патне тӗрмене ҫыру ҫырса янӑ. Мигель ҫав ҫыруран Турӑ ҫӗр ҫинче каллех Рай тӑвасшӑн пулни ҫинчен пӗлнӗ. Турӑ сӑмах пани пурнӑҫланнӑ вӑхӑта Мигель хӑйӗн куҫӗпе курма пултартӑр тесе ҫыру ҫыракан ӑна хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарма хавхалантарнӑ. Мигель калать: «Унӑн сӑмахӗсем чӗрене пырса тиврӗҫ. Ҫав кун манӑн пурнӑҫ йӑлтах улшӑнчӗ: Библи вӗренме ҫӑмӑл пулас ҫуккине ӑнланаттӑм пулсан та, эпӗ ӑна вӗренме шут тытрӑм».
Мигель ҫакӑ йывӑр пулассине пӗлнӗ, мӗншӗн тесен вӑл наркотиксемсӗр тата чӗлӗмсӗр пурӑнайман. Тӗрмере вӑл та, ку та ҫителӗклех пулнӑ. Камерӑра пӗрле ларакансем кашни кунах ӑна наркотиксем сӗннӗ. Мигель хӑйӗн сиенлӗ йӑлисене ҫӗнтерес тесе пӗрмаях кӗлтунӑ, юлашкинчен вара ҫӗнтернех.
Виҫӗ уйӑх иртсен, Мигель хӑй мӗне ӗненни ҫинчен тӗрмери ытти ҫынсене каласа пама пуҫланӑ. Тепӗр ҫулхине вӑл тӗрмерен тухнӑ та Иегова Свидетелӗ пулас тесе шыва кӗнӗ. Ҫавӑн пекех вӑл авланасшӑн пулнӑ, анчах та пӗр чӑрмав сиксе тухнӑ. Туй умӗн пӗр уйӑх маларах суд унчченех пӑхса тухмалли темиҫе ӗҫе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Мигеле тепӗр 10 ҫуллӑха тӗрмене лартма йышӑну тунӑ. Апла пулин те ӑна хӑйне лайӑх тытнӑшӑн виҫӗ ҫул ҫурӑ иртсен ирӗке кӑларнӑ. Ҫапла вара вӗсем туй тума пултарнӑ. Мигель йӗркесӗр пурнӑҫ ҫулӗ ҫине урӑх нихӑҫан та таврӑнмӗ.